БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ОЛЬГА ВАСИЛЬЕВА
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ОЛЬГА ВАСИЛЬЕВА
Чăваш кĕнеке издательстви кĕске интервьюсен ярăмне пуçарса янине пĕлтернĕччĕ сире. Хамăр авторсене 7 ыйтăва хуравлама сĕнĕпĕр тенĕччĕ. Пирĕн редакцин черетлĕ хăни – Ольга Васильева прозаик тата куçаруçă. Паллăрах кĕнеки – «Юхать çăлкуç…». Унăн хайлавĕсемпе çавăн пекех «Кĕтмен юрату», «Саламлăр аннĕре» коллективлă сборниксенче паллашма пулать. Ольга Леонидовна Надежда Медюковăн, Ордем Галин хайлавĕсене чăвашла, Лидия Филипповăн, Анатолий Волковăн произведенийĕсене вырăсла куçарнă.
1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература вăл маншăн – пурнăçри çулташ, шухăшлама хавхалантаракан юлташ, лăпланма пулăшакан эмел.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Чуна пырса тивнĕ пулăм е çутçанталăк илемĕ.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Поэт – Петĕр Эйзин, прозаиксем – Александр Пушкин, Мор Йокаи; чăвашсенчен – Николай Максимов (паянхи куна).
4) – Юратнă кĕнеке.
– Кĕнекере историри пулăма (е историри сăнара) юрату темипе ÿкерсе кăтартнă пулсан вăл ман юратнисен йышне кĕме тивĕç.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Ганс Христиан Андерсенпа. Хайлавĕсем еплерех çуралнине хăйĕнчен илтес килет, такам аса илнинчен пахарах маншăн вăл.
6) – Пурнăç девизĕ.
– 1. Мĕн пулни пĕтĕмпех ырра. Çакна эпир вăхăт иртсен тата уççăнрах куратпăр. 2. Эс пултаратăн!
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Хайлавĕ çырăнса пĕтсен пĕр вăхăт сунтăхра сивĕнсе выртать. Кайран, чылай вăхăт иртсен, тепĕр хут хам вулатăп та ăçта пичетлеме палăртнă, çав редактора кăтартатăп. Маншăн чăваш прозаикĕсен сăмахĕ пĕлтерĕшлĕ, вĕсен шутĕнче Арсений Тарасов, Анатолий Кибеч тата Юрий Артемьев критик.
Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.