БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ОЛЕСЯ МИХАЙЛОВА
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ОЛЕСЯ МИХАЙЛОВА
Вулаканăмăрсене тепĕр çамрăк авторпа хаваспах паллаштаратпăр. Паян пирĕн редакцире – Олеся Михайлова прозаик тата сăвăç. Вăл пĕрремĕш сăввисене çичĕ çулта çырнă. Шкулта вĕреннĕ чух «Тантăш» хаçатра пичетленнĕ, «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити», «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» пултарулăх конкурсĕсенче тĕрлĕ çулсенче мала тухнă. Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал пичетленнĕ «Пирĕшти патне янă çыру» коллективлă сборника унăн «Виçĕ кăвакарчăн» калавĕ кĕнĕ.
1) ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
‒ Литература маншӑн ‒ хавхалану ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑ е калав ҫырсан эпӗ ҫав тери хӗпӗртетӗп, мана ку тӗрлӗ енпе аталанма хавхалантарать.
2) ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?
‒ Ҫемье, ҫутҫанталӑк илемӗ мана ҫырма хавхалантарать. Ялан япӑххи пирки калакансемпе ҫыхланмастӑп эпӗ, ҫумра позитивлӑ ‒ пурнӑҫ ҫине савӑк кӑмӑлпа пӑхакан ‒ ҫынсем пурри хавхалантарать, ҫавӑнпа эпӗ ырӑ, мал ӗмӗтлӗ ҫынсем ҫинчен ҫырма тӑрӑшатӑп.
3) ‒ Юратнă поэт, прозаик.
‒ В.Распутинӑн, Ю.Скворцовӑн хайлавӗсене вулама ҫӑмӑл пулнӑран ҫав тери кӑмӑллатӑп. Чӑваш юррисене итлеме юрататӑп, ҫавӑнпа сӑвӑ ҫыракан авторсем ҫаксем: А.Юрату, С.Асамат, В.Шихранов.
4) ‒ Юратнă кĕнеке.
‒ «Уках хурӑнӗ» Ю.Скворцов, «Живи и помни» В.Распутин.
5) ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
‒ Тӗрӗк халӑхӗсен писателӗсемпе тӗл пулма шухӑш пур, пӗр-пӗр конференцие хутшӑнса вӗсемпе калаҫса курас килет.
6) ‒ Пурнăç девизĕ.
‒ Пурнӑҫра пӗтемпех хамӑртан килет. Нимӗн те туман ҫын ҫеҫ йӑнӑшмасть.
7) ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
‒ Хамӑн ачасене вуласа паратӑп. Вӗсене сӑвӑ килӗшет-и е ҫук ‒ сӑнран пӑхсанах паллӑ.