Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ОЛЕГ КУЛЬЕВ

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ОЛЕГ КУЛЬЕВ

Пирĕн редакци хăни паян – Олег Кульев çыравçă тата редактор. Вăл Çĕмĕрле районĕнчи Уйпуç Ялтăра ялĕнче çуралнă. Юманайĕнчи вăтам шкултан тата Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Теччĕри педагогика училищинче преподаватель, «Паянтан» хаçатра корреспондент, ЧР Вĕренÿ институтĕнче наука ĕçченĕ, редактор пулса тăрăшнă. 2001–2003 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче вĕренÿпе методика литературин пайĕнче аслă редакторта ĕçленĕ.
О.Г. Кульевăн тĕп специальноçĕ – редактор. 1992 çултанпа вăл «Халăх шкулĕ» журналта çак енĕпе вăй хурать. Журналти статьясемпе вĕренÿ кĕнекисене редакциленисĕр пуçне хăй те çырать. 20 яхăн кĕнеке авторĕ, ытларахăшĕ – шкулта усă курмаллисем: учебниксем, килти вулав кĕнекисем, ĕç тетрачĕсем. Юлашки вăхăтра литература анинче те тăрăшать. 2017 çулта унăн «Çулсем иртнĕçемĕн» юрă пуххи (Юрий Кудаковпа пĕрле) кун çути курчĕ. 2018 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче В. Сухомлинский калавĕсене чăвашла куçарса «Наян минтер» ятпа кăларчĕ. Кăçал вара пĕчĕк вулакансене «Айван автан» сăвă пуххи парнелерĕ.
О.Г. Кульев 1995 çултанпа Раççей журналисчĕсен союзĕнче тăрать, 2020 çултанпа – Чăваш Республикинчи профессионал писательсен союзĕнче.

1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Маншăн литература – аслă та асамлă, илемлĕ те илĕртÿллĕ хăйне уйрăм тĕнче. Вăл эпир пурăнакан чăн тĕнчене аса илтерет, анчах та çак ик тĕнче хушшинче пĕртанлăх палли лартма çук.
Литература – пайăр çын ăс-тăнĕнче, чунĕнче çуралнă тĕнче. Унта тĕпре – автор тĕнче курăмĕ, кăмăл-туйăмĕ. Эсĕ çав тĕнчене вулакан пек пырса кĕрсе, хатĕррине илсе ăс-хакăлна, чун-чĕрÿне пуянлатма пултаратăн. Çав вăхăтрах ку асамлă тĕнчене çыравçă, автор пек те утса кĕме пултаратăн, вара пултарулăху çитнĕ таран ăна пуянлататăн. Маншăн икĕ çулĕ те пĕлтерĕшлĕ.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Илем патне туртăнни. Тăван чĕлхе хăватне туйса илес тата алла илес тени. Чăн литература – эстетика законĕсем çине таянса çырнă хайлавсен пуххи. Пушă хайлавсем мар, çын ăс-тăнне, чун хакăлне хускатаканнисем нумайланччăр тесен авторăн хăйĕн те ăсĕпе пуян, чĕлхипе çивĕч пулмалла. Апла тăк ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен. Çырнăçемĕн тĕнче уçăлса пырать, анчах мĕн çырнине пĕтĕмпех тĕнче умне кăларма васкамалла мар.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Вĕсем темиçе. Хальхи поэтсене илес пулсан пуринчен ытла Петĕр Яккусен пултарулăхне кăмăллатăп: чăн-чăн поэзи тĕслĕхĕ. Марина Карягинăн экспериментлă поэзийĕнче те хамшăн кăсăклине тупатăп. Нумаях пулмать Василий Кервен сонечĕсемпе паллашрăм: шухăшĕ та тарăн, рифмисем те янравлă.
Прозакисенчен Юрий Скворцов, Николай Мартынов çырнисем илĕртеççĕ. Халĕ хайлакансенчен Арсений Тарасов, Анатолий Хмыт, Надежда Ильина, Альбина Мышкина ячĕсене асăнас килет.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Ун пек кĕнекесем нумай, уйăрса калаймастăп. Маншăн содержанийĕпе интереслĕ, профессиллĕ шайра кăларнă кашни кĕнеке хаклă.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Ахăртнех, Çеçпĕл Мишшипе. Эпир унпа пĕр кун çуралнă, характерта та, биографире те пĕрпеклĕхсем пур. Пирĕн калаçмалли тупăнатчех ĕнтĕ.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Тавралăха илемпе тултар. Ĕмĕр тăршшĕпе редакторта ĕçлесе эпĕ пĕр япалана ăнлантăм. Пирĕн кашниннех çак çĕр çинче пурăннă чух хамăр тавралăх лайăхрах, хăтлăрах, илемлĕрех пултăр тесе тăрăшмалла. Çакна тĕрлĕ майпа тума пулать: çĕнĕ çурт лартатăн-и эсĕ е çĕнĕ спектакль, çĕнĕ çул хыватăн-и е çĕнĕ юрă – ку пĕлтерĕшлĕ мар.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Хам мĕн çырнипе кама та пулин паллаштарма васкамастăп. Алçырăвăн «сивĕнмелле», çавăнпа та вăл ман сĕтел сунтăхĕнче эрне те, уйăх та выртма пултарать. Кайран тепĕр хут вуласа тухатăп, çитменлĕхсем пур тăк – тÿрлететĕп, килĕшмесен – пăрахăçлатăп. Ачасем валли çырнă сăвăсене малтан хĕрĕмпе ывăлăм çинче «тĕрĕслесе пăхнă», вĕренÿ кĕнекисене – паллах, шкул ачисем çинче.