Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: НИНА ЦАРЫГИНА

Вулаканăмăрсене хамăрăн çамрăк авторсемпе малалла паллаштаратпăр. Пирĕн редакцин черетлĕ хăни – Нина Царыгина прозаик, журналист. Шкул çулĕсенчех «Тантăш», «Школьники постарше» хаçатсенче унăн сăвви-калавĕ пичетленнĕ. Университетра пĕлӳ илнĕ вăхăтра «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ» кăларăмсемпе çыхăну тытнă. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн «Алатырские вести» Улатăр районĕн хаçатĕнче вăй хунă. Н. Царыгинăн произведенийĕсемпе Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ «Кĕтмен юрату», «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная», «Пирĕшти патне янă çыру» коллективлă сборниксенче паллашма пулать.
Акă мĕнлерех хак парать çамрăк авторăн «Телей куççулĕ» калавне Канаш районĕнчи Çĕнĕ Чалкассинчи вулавăш ĕçченĕ Татьяна Назарова: «…чĕре витĕрех тухрĕ, хам çинчен çырнă пекех туйăнчĕ. Ульяна амăшĕ тĕпсĕр авăртан çăлăнма пултарнишĕн чунтан савăнтăм. Манăн аннен шăпи вара телейсĕр пулчĕ…»

1) ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
‒ Ку ыйту тавра нумай калаçма пулать. Кĕскен каласан, литература вăл чи малтанах ‒ искусство, пултарулăх çÿпçи, маншăн ‒ хавхалану та. Паллах, кирек мĕнле кĕнеке те вăл ‒ пĕлÿ çăлкуçĕ. Кĕнекепе вăрăм çул ‒ кĕскерех, тĕнче аслăрах туйăнать, унпа юнашар пĕчченлĕхре те кичем мар.
2) ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?
‒ Çăмăллăн вуланакан кĕнекесем, пĕр-пĕр пулăм, чуна пырса тивекен чăн пулнă самантсем.
3) ‒ Юратнă поэт, прозаик.
‒ Алăран ямасăр тишкермелли автора хальлĕхе тупайман-ха эпĕ.
4) ‒ Юратнă кĕнеке.
‒ Арчибальд Кронин çырнă «Мальчик-менестрель», Диана Сеттерфилдăн «Тринадцатая сказка» романсем, Ева Лисинăн «Çăкăр чĕлли» хайлавĕ… Ку произведенисене эпĕ вăхăт иртнĕçемĕн тата та вулама пултаратăп.
5) ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
‒ Хм… Марфа Трубинапа хам кăмăллакан «Ача чухнехи» хайлавне, Нелли Петровскаяпа çурăм тăрăх сивĕ чуптаракан «Тухатмăша» сÿтсе явăттăм. Пирĕнтен яланлăхах уйрăлнă çыравçăсемпе пуринпе те курнăçăттăм: Константин Иванов, Александр Пушкин, Эдгар По… Вĕсен тĕнче курăмĕпе тĕплĕнрех паллашăттăм.
6) ‒ Пурнăç девизĕ.
‒ Пĕтĕмпех ‒ вăхăтлăх.
7) ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
‒ Тĕрĕссипе, манăн черетлĕ хайлава компьютерти папкăра упрама чăтăмлăх çитмест. Ăна çийĕнчех, «вĕриллех», кама та пулин кăтартса хаклаттармалла манăн. Ытларах чухне çакна пурнăçламашкăн çывăх туссене шанатăп: ан тив, çитменлĕхсем пирки асăрхаттарччăр. Айккинчен эсĕ тунă ĕç лайăхрах курăнать.

Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.