Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: НИКОЛАЙ ЛАРИОНОВ-ЙĔЛМЕЛ

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: НИКОЛАЙ ЛАРИОНОВ-ЙĔЛМЕЛ

Вулаканăмăрсене хамăрăн авторсемпе малалла паллаштаратпăр. Пирĕн редакцин черетлĕ хăни – Чĕмпĕр хулинче пурăнакан Николай Ларионов-Йĕлмел çыравçă. Вăл ачаранах çырма юратнă, чăваш чĕлхипе литературине уйрăмах килĕштернĕ. Пиллĕкмĕш класс пĕтерсен районти «Çĕнĕ çул» хаçатра унăн пĕрремĕш заметки тухнă. Водительте ĕçленĕ вăхăтра та Николай Николаевич сăвăсемпе калавсем шăрçаланă. 1989 çултанпа «Канаш» хаçатра пичетленме пуçланă. 2013 çулта ачасем валли çырма пуçăннă. 2016 çулта вара Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Вут хÿре» калав пуххийĕ кун çути курнă. Каярахпа «Шураçка» кĕнеки малтан чăвашла, унтан чăвашла тата вырăсла пичетленнĕ.
«Ман шутпа, çыравçăсен ачасене пурнăçа ăнланма, ырăпа усала уйăрма вĕрентекен хайлавсем ытларах çырмалла. Хамăрти ырă туйăмсем, пурнăçа пĕлни çамрăк ăрăва çывăх пултăр. Ăрусен çиппи татăлмалла мар, çынлăх аталанса пымалла», ‒ палăртать Н.Н. Ларионов-Йĕлмел.

1) ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Кĕнекесене ăслă-тăнлă, пурнăçра хура-шур курнă çынсем çыраççĕ. Çавăнпа та вĕсенче пурнăç опычĕ, халăхăн иртнĕ кун-çулĕ курăнать. Çаксем хальхи вулакансене малалла тĕрĕс çул хывма пулăшаççĕ, пурнăçра мĕн вăл шурă, мĕн вăл хура пулнине кăтартаççĕ, ырăпа усала уйăрса илме пулăшаççĕ. Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпе кĕнеке туянатăп, пухатăп. Пĕтĕм хваттер кĕнекепе тулса ларнă, шучĕпе пинрен те иртсе кайнă пуль. Çавăнпа темиçе çул каялла хам кĕнекесене çынсене, шкулсене, библиотекăсене, архивсене пама, салатма тытăнтăм. Тăван ялти шкула кăна миçе михĕ илсе каймарăм пуль! Ытти çынсем те, уйрăмах çамрăксем, кĕнекепе туслашчăр тетĕп.
Эпĕ ачаранах хаçат-журнал, кĕнеке вулама юратнă. Шкулта вĕреннĕ чухне Леонид Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă», «Ылтăн вăчăра», Алексей Талвирăн «Пăва çулĕ çинче» кĕнекисене тата ыттисене кăсăкланса вуланине астăватăп. Содержанине паян, паллах, йăлтах астумастăп, çавăнпа тепре вулас кăмăл пур-ха вĕсене. Кĕнеке вуланă чухне пĕтĕм япала çинчен манса каятăн, сăнарсен пурнăçĕпе пурăнма тытăнатăн. Эпĕ пĕр кĕнекене эрни-эрнипе тăсса вулама юратмастăп: ун пек содержанине мансах пыратăн, хулăн пулсан та темиçе кунта вуласа пĕтерме тăрăшатăп. Мĕн чухлĕ ăс кĕнекесенче!
2) ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Пурăна киле эп те пурнăçра тăвар çисе куртăм, хам мĕн урлă каçнине, мĕн пĕлнине çамрăк ăрăва пĕлтерес килчĕ. Эпĕ тунă йăнăшсене ан туччăр, çамрăклах ырă япаласене ăса хывччăр тетĕп. Куна эпĕ ачасем валли хам çырнă кĕнекесем пирки калатăп.
Çырма хавхалантараканни – шалти туйăмсем. Туйăмĕсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ – тĕлĕнни, тарăхни, юратни, ĕмĕтленни, ырă сунни... Хам туйнине çынсене каласа парас килет. Хăш-пĕр япалана вун-вун çул йăтса çӳретĕн, хут çине çырса хумасăр сана вăл пурпĕрех ямасть. Сăмахран, эпĕ пĕчĕк чухнех хамăр касă ачисем хире кайса тилĕ шăтăкне чавнине, çурисене килне илсе килнине илтнĕччĕ. Каçпа вара тилли яла килсе мунча пăлтăрĕ айне чавса кĕнĕ те çурисене илсе кайнă. Çак сюжета хамра 45 çул йăтса çӳрерĕм, çапах та темиçе çул каялла çырса «Вутхӳре» кĕнекене кĕртрĕм.
Эп писательсен ретне тăратăп тесе нихçан та шутламан, анчах çырас килни темле майпа çакăнта илсе çитерчĕ. Юнра пур пуль вăл. Ман аннен тетĕшĕ – Петя кукка – çамрăк чухне кун кĕнеки çырса пынă тет, унта вăл ялта пулса иртнĕ шӳтлĕ япаласене çырса хунă тет. Те çавăнтан куçнă мана? Шкулта 5-мĕш класрах сăвăласа çырма пикентĕм, район хаçатне заметкăсем ярса параттăм, вĕсем пичетленетчĕç. Çитĕнсе çитсен вара ку япалапа пĕр вăхăт аппаланман, анчах Чĕмпĕрте чăвашла «Канаш» хаçат тухма тытăнсан, эп ун чухне вăтăр çултаччĕ, çак япала кăкăртан çĕнĕрен тапса тухрĕ.
3) ‒ Юратнă поэт, прозаик.
– Ухсай Яккăвĕн философиллĕ сăввисем, поэмисем кăмăла каяççĕ. Çаплах Çеçпĕл Мишши, Константин Иванов, Валентин Урташ, Митта Ваçлейĕ, Анатолий Юман, Юрий Сементер, Петĕр Яккусен, Сергей Есенин сăввисене кăмăлласа вулатăп. Омар Хайям пирки каламасăрах паллă ĕнтĕ. Кунта списока татах та тăсма пулать.
Прозаиксенчен Антон Чехов, Юрий Скворцов, Анатолий Емельянов, Эрнест Хемингуэй, Джек Лондон, Никифор Мранька хайлавĕсене вулама кăмăллă. Кипеч прози – чăвашлăхпа çыхăннă философиллĕ хайлавсем – питĕ усăллă тесе шутлатăп.
4) ‒ Юратнă кĕнеке.
– Ача чухнехине каларăм ĕнтĕ. Журналистра ĕçлеме тытăнсан çынсем сĕннипе Джек Лондонăн «Мартин Иден» романне вуланăччĕ, çавă кăмăла кайнăччĕ. Тĕп сăнарăн пурнăçĕ манăннине аса илтерчĕ. Эп те, Мартин Иден пек, вăтам шкул хыççăнах аслă шкула вĕренме кайман, тĕрлĕ çĕрте производствăра вăй хунă, çав вăхăтрах çырма хăтланнă. Заводра станоксен операторĕ, шкулта кочегар тата завхоз, тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче слесарь, строительство маçтăрĕн ĕçĕсене пурнăçланă... Çаплах вунă çул шофер пулнă, автомашинăпа çӳренĕ.
5) ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Май пулсан эпĕ Ухсай Яккăвĕпе курса калаçнă пулăттăм, вăл – тĕплĕ тата анлă шухăшлакан çын, талантлă поэт. Яков Гаврилович пĕр вăхăт Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче те ĕçленĕ, çак вăхăтри пурнăç çинчен ыйтса пĕлнĕ пулăттăм. Чăваш литературин никĕсĕ умĕнче тăнă Çеçпĕлпе тата Ивановпа калаçас кăмăлăм та пур. Мĕнлерех майпа çырнă-ши вĕсем хăйсен пĕтĕм халăх пĕлекен хайлавĕсене? Вĕсене никам та çул кăтартакан пулман вĕт.
6) ‒ Пурнăç девизĕ.
– Класри «Гайдаровец» стена хаçатĕнче (эпĕ унăн редакторĕччĕ) отряд девизне пысăк саспаллисемпе çырса хунăччĕ – «Çынсене ырă ту». Те çакă пулăшрĕ, те хам çавнашкал – пĕтĕм пурнăç çак девизпа иртет темелле. Мĕнпе май пур – çавăнпа çынна пулăшмалла. Чылай каярах пуçа тата тепĕр шухăш пырса çапрĕ – усă тăваймасан та çынсене сиен тăвас марччĕ. Анне те: «Çынсене усал ан ту, хăвна та ан мăшкăллаттар», – тетчĕ.
Пĕтĕм пурнăç ырă çинче тытăнса тăрать: ырă туйăм, ырă сунăм, ырă сăмах, ырă ĕç... Çавăнпа та çынсен ырă ĕçсем туса çак пурнăçра ырă йĕр хăвармалла.
7) ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– «Канаш» хаçатра ĕçлеме тытăнсанах кашни сăвва Анатолий Юман тишкерсе тухатчĕ, çитменлĕхсене кăтартатчĕ, тӳрлететчĕ. Унăн сăмахĕ маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕччĕ. Шел, халь вăл çук ĕнтĕ. Каярах редакцире пĕрле ĕçлекен Анатолий Ырьятпа сăвăсене пĕр-пĕрне кăтартаттăмăр. Валентина Тарават та редакцие килсе е телефонпа шăнкăравласа чылай сĕнӳ панă. Халĕ те сайра хутран çырнă хайлавсем пирки пĕр-пĕрне курсан е телефонпа калаçма пултаратпăр вĕсемпе.