Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: МИКУЛ ИШИМБАЙ

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: МИКУЛ ИШИМБАЙ

Паян пирĕн редакци хăни – Микул Ишимбай çыравçă. Унăн малтанхи сăввисем Авăркас район хаçатĕнче кун çути курнă. М. Ишимбай куçаруçă та: Пушкăртстанра пурăнакан вырăс, тутар, пушкăрт çыравçисен чылай хайлавне чăвашла куçарнă. 2003 çултанпа – Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Фатых Карим премийĕн лауреачĕ (2006). Хальхи вăхăтра – Пушкăртстанри «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн правленийĕн председателĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Тăрачул» кăларăмĕ пичетленнĕ.

1) ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
‒ Эп литературăпа вун икĕ çулта чухнех кăсăкланма тытăннă. Вун пилĕк çула çитсен тĕрлĕ кăларăмсенче пичетленме пуçларăм. Çавăнпа çур ĕмĕр ытла вăхăт хушшинче литература ман пурнăçăн тĕп пайĕ пулса тăчĕ тесе çирĕплетсех калама пултаратăп.
2) ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?
‒ Юлашки вăтăр çулта çынсем хушшинчи хутшăнусем пач сĕврĕлсе кайрĕç. Ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем пĕр-пĕрне маннине, çынсем пĕр-пĕринчен сивĕнсе пынине кашнинчех асăрхама пулать. Совет самани вăхăтĕнчи туслăх та манăçа тухса пырать. Тав Турра, ырă çынсем те пĕтмен-ха пирĕн хушăра. Шăп çавсемпе паллашса калаçни çырма хавхалантарать те. Паллах, шÿтлĕ хайлавсенче тĕрлĕ бюрократсене, сĕтев (взятка) илекен пуçлăхсемпе тĕрлĕ юлхав-наянсене те сăнарлама тивет.
3) ‒ Юратнă поэт, прозаик.
‒ Маншăн Я. Ухсай, Н. Мранька, Ю. Скворцовпа А. Воробьев çыравçăсем чуна çывăх. Вĕсемпе туслă пурăнса тĕл пулса калаçнисем, вĕсем панă сĕнÿ-канашсем литература ĕçĕнче хальччен пулăшса пыни те вĕсемпе çывăхлатаççĕ пуль.
4) ‒ Юратнă кĕнеке.
‒ Ытларахăшсем – çÿлерех асăннă çыравçăсен кĕнекисем. Прозăран Н. Мранькан «Ĕмĕр сакки сарлака» нумай томлă романне, Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романне, Я. Ухсайăн сăвăлла романĕсене, Ю. Скворцовпа А. Волков кĕнекисене уйрăмах юрататăп.
5) ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
‒ Енчен те май пулнă пулсан, Я. Ухсайпа, Н. Мранькапа, А. Воробьевпа тĕл пулса калаçнă пулăттăм. Вĕсем мана литература ĕçĕнче сахал мар пулăшнă. Вĕсем халь пирĕнпе çук ĕнтĕ. Тăприсем çăмăл пулччăр. Питĕ шел…
6) ‒ Пурнăç девизĕ.
‒ «Хăв сăмах панинчен нихçан та ан пăрăн. Тĕллев лартнине вăхăтра пурнăçла».
7) ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
‒ Пĕр-пĕр хайлава çырса пĕтерсен малтан унпа çывăх юлташ çыравçăсене паллашма сĕнетĕп. Мĕн килĕшни-килĕшменнине вĕсем куçран калаççĕ. Вĕсен хаклавĕ маншăн çав хайлав вулакансем патне çитессипе е çитмессипе çыхăннă. Хайлавăмсене тишкерÿçĕ куçĕпе пăхса хаклатăп. Хам Пушкăртстанри чăваш çыравçисен «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн правлени председателĕ пулнă май ытти ĕçтешсенчен те çирĕп ыйтатăп. Пур çыравçă та хăй çырнă хайлавшăн яваплă пулмалла.