Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: МАЛЬВИНА ПЕТРОВА

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: МАЛЬВИНА ПЕТРОВА

Кĕске интервьюсен ярăмне малалла тăсатпăр. Паян пирĕн редакци хăни – çамрăк çыравçă Мальвина Петрова. Вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче журналистика факультетĕнче, Шупашкарти олимп резервĕн училищинче вĕреннĕ чухнех «Ульяновец», «Хыпар» хаçатсемпе çыхăну тытнă. Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче вăй хунă. Унăн хайлавĕсемпе «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» кĕнекесенче, «Тăван Атăл» журналта тата социаллă тетелсенче паллашма пулать. Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть пичетленнĕ «Пирĕшти патне янă çыру» коллективлă сборника унăн виçĕ юптарăвĕ кĕнĕ. Анчахрах вара М. Петровăна Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзне йышăнчĕç.

1) ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
‒ Тĕнче тĕрлĕ-тĕрлĕ хирĕҫтӑру ҫинче тытӑнса тӑрать: хурапа шурӑ, усалпа ырӑ т.ыт.те. Шӑтса тухас тенĕ курӑкӑн хытӑ ҫĕре шӑтармалла, ҫав курӑка ӳстерес тенĕ хĕвелĕн пĕлĕтсене витермелле. Кашнин хӑйĕн тивĕҫĕ (мисси) пур. Анчах пурте пĕр-пĕрне кирлĕ, пурте пĕр-пĕринсĕр тытӑнса тӑраймасть. Ҫĕҫĕрен ҫивĕч сӑмах, ыраш ҫӑкринчен тутлӑ сӑмах, уйрӑмах литература сӑмахĕ пĕринчен теприне уйӑрма, кашнинех хӑй вырӑнне тупма, палӑртма кирлĕ май, меслет.

2) ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?
‒ Хавхалантарнинчен ытла ҫырма «хистет» чӑтӑмлӑх. «Тарӑху тӑвӑлне» ҫын ҫине кӑлариччен е ейӳленсе тӑракан ачашлӑхпа иртĕхтериссинчен чаракан атте-анне, вĕрентекенсем ҫаклатса янӑ чӑтӑмлӑх.

3) ‒ Юратнă поэт, прозаик.
‒ Ҫыннӑн ҫулĕ ҫине куҫса каясран ку е вӑл ҫыравҫа юратса пӑрахиччен хӑвӑртрах хӑтӑлма тӑрӑшатӑп. Анчах 3 кĕнекерен тӑракан «Ĕмĕр сакки сарлака» кĕнекене темиҫе те вуланӑ. Сӑвӑҫсенчен Петĕр Яккусен чĕлхи, Светлана Асамат шухӑшлавĕ; проза ӑстисенчен ‒ Артемьев чĕлхи, Нарпин ‒ ҫĕнĕлĕхĕ кӑмӑл еккине выртать.

4) ‒ Юратнă кĕнеке.
‒ Ман ҫӳлĕк ҫинчи кĕнекесем: «Ĕмĕр сакки сарлака», «Сĕве Атӑла юхса кĕрет», «Таната», «Термен», Хусанкайӑн 7 кĕнеки. Кунта Светлана Асаматӑн кĕнекисем пи-и-итĕ ҫитмеҫҫĕ тесе вӑранатӑп пĕрмаях.

5) ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
‒ Май килнĕ пулсан Василий Дмитриев историкпа, профессорпа калаҫнӑ пулӑттӑм. Хусанкайпа пурнӑҫа «шĕкĕлчĕттĕм».

6) ‒ Пурнăç девизĕ.
‒ Парӑнмастӑп=пӑрӑнмастӑп.

7) ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
‒ Халӑха: тишкертĕр, тиркетĕр, ырлатӑр, хурлатӑр хӑйĕн ачине.