БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ЛЮБОВЬ МАРТЬЯНОВА
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ЛЮБОВЬ МАРТЬЯНОВА
Пирĕн редакци хăни паян – Любовь Мартьянова сăвăç. Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнче çуралнă. Октябрьскинчи вăтам шкулта пĕлӳ пухнă, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1974-1977 çулсенче Патăрьел районĕнчи Турханти вăтам шкулта учительте ĕçленĕ. 1977 çултан пуçласа нумай çул «Тăван Атăл» журналта вăй хунă. 1986 çулта СССР Писательсен союзне кĕнĕ, В. Митта ячĕллĕ преми лауреачĕ. Любовь Мартьянова – «Эпĕ чĕртнĕ вучах» (1982), «Сенкер ачалăх» (1983), «Шурă юр юрри» (1986), «Йышăнман сăмахсем» (1991), «Çавра çил варринче манăн кун...» (2016) кĕнекесен авторĕ. Унăн «Чăвашла» сăвви кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная» коллективлă сборника кĕнĕ.
Любовь Васильевнăн сăввисем вулакана туйăмсен тасалăхĕпе, хăйне евĕрлĕ кĕвĕлĕхĕпе тата тарăн шухăшлăхĕпе тыткăнлаççĕ. Лирика геройĕн юратăвĕпе çепĕçлĕхĕ иксĕлми. Ултавпа, кĕвĕçӳпе е тӳрккеслĕхпе тĕл пулсан та каçарма, çĕнĕрен ура çине тăма, кулленхи пурнăçпа савăнма хал çитерет вăл.
1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература вăл – ĕнерхи, паянхи, ыранхи пурнăç. Эпир ĕмĕрĕпех литературăпа пурăннă. Анчах унччен урăхларах пулнă – ĕçлес тесех ĕçленĕ.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Эпĕ ирхине тăрсанах радио яратăп, тĕрлĕ радокăларăм тăтăшах итлетĕп. Вĕсем чуна çĕклеççĕ. Çĕнĕ хыпарсем хавхалантараççĕ.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Юратнă поэтсем – Николай Теветкел, Марина Карягина. Николай Теветкел маншăн чаплă поэт та, прозаик та. Унсăр пуçне прозаиксенчен Василий Петрова асăнас килет.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Манăн алă айĕнче яланах икĕ кĕнеке: Олег Прокопьевăн «Шыв çинчи сар хĕвел çулĕпе» кăларăмĕ тата Геннадий Айхин 2008 çулта тухнă «Çырнисен пуххийĕ». Чун ыратнă вăхăтра çак кĕнекесене вулатăп.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Май пулнă пулсан Александр Галкинпа, Георгий Красновпа калаçса ларăттăм. Питĕ пысăк тав сăмахĕ каланă пулăттăм вĕсене. Герман Желтухина тав тăвăттăм.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Халăх валли мĕн те пулсан хăварасчĕ – пĕр йĕрке, пĕр сăмах та пулин. Çамрăксем ĕçлеччĕр – мĕнле те пулсан.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Эпĕ ялта пурăнатăп. Çавăнпа та сăввăмсемпе чи малтанах кӳршĕсене паллаштаратăп.