БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ЛИДИЯ САРИНЕ
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ЛИДИЯ САРИНЕ
Пирĕн редакци хăни паян – Лидия Сарине сăвăç. Вăл аслисем валли те, кĕçĕн çулхи ачасем валли те çырать. Хайлавĕсем республикăра тухса тăракан хаçат-журналта пичетленеççĕ. Çыравçăн кĕнекисем: «Кукамайăн сар чăххи» (1990), «Таврăн, савниçĕм» (1992), «Шурă пăрахут» (1995), «Сенкер каçсем» (2000), «Чĕрĕп инке» (2002), «Наçтукпа Мухтар» (2006), «Наян мулкач» (2010), «Телейлĕ кăмпа» (2013).
1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Ачаранпах литература маншăн чи çутă япала пулнă. Пĕчĕкренех вулама юратнă. Алла кĕнеке тытмассерен кăмăл çĕкленетчĕ. Йăлт, пĕтĕм пурнăç ялт уçăлса каятчĕ.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Пĕр-пĕр хитре япала çырăнни, хайлавăм пичетленсе тухни хавхалантарать. Пĕрремĕш хайлав – «Илемпи Юр пике пулса тăни» юмах – «Пионер сасси» хаçатра пичетленнĕччĕ, эпĕ ун чухне вăтăр виçĕ çулта пулнă. Çырас ĕçе прозăран пуçăннă. Ачасем хавхалантарнă теме пулать. Вĕсене калав-юмах каласа параттăмччĕ. Пурте пĕлекеннисене, анлă сарăлнисене итлес килместчĕ вĕсен, вара ирĕксĕрех мĕн те пулин çĕнни шухăшласа кăларма тиветчĕ. Шăпах çавăн пек çуралнă та малтанхи произведенисем. Вĕсен йышĕнче – «Тăварлă хурăн шывĕ», «Чĕрĕп» калавсем.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Чи юратни - Николай Некрасов. Ачаранах юратса вуланисен йышĕнче – Александр Пушкин, Расул Гамзатов, Леонид Агаков, Марфа Трубина, Петĕр Хусанкай, Геннадий Айхи, Оноре де Бальзак, Эрнест Хемингуэй.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Алексей Толстой «Князь Серебряный». Расул Гамзатов сăввисем.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Петĕр Хусанкайпа. Вăл тĕлĕнмелле интереслĕ çын пулнă теççĕ. Унран ним ыйтма та хăю çитмест. Ăна итлени те теме тăрать. Фазу Алиевăпа тĕл пулăттăм. Расул Гамзатовпа курнăçса: «Çакăн чухлĕ ăçтан çырăнма пултарать?» – тесе ыйтăттăм унран.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Кун пирки ыйтсанах акă мĕн аса килет. 1990-мĕш çулсенче пурнăç питĕ йывăрччĕ, килтех çăкăр пĕçереттĕмĕр. Шăп çав вăхăтра хам валли пĕтĕмлетӳ тунăччĕ: пур чухне те пулăшма, ырă тума çук çынна, анчах чи кирли – начаррине тăвас марччĕ.
Ман пурнăçра тĕлĕнмелли самант чылай пулнă. Пĕринче çапла вырсарникун чиркĕве кайрăм. Нарăс уйăхĕ. Шартлама сивĕ, çанталăкĕ хĕвеллĕ. Чиркӳ картишĕнче килсĕр пĕр хĕрарăма асăрхарăм, ирхи кĕлĕ пĕтсен те хăй вырăнĕнчехчĕ вăл – кĕтесре вак укçа шутласа тăратчĕ. Хаш-ш сывлать хăй. Укçи сахал ĕнтĕ ку çыннăн тесе шутласа илтĕм эпĕ. Укçине хам та пĕрле нумай илсе тухманччĕ – пĕр çăкăр тата ача-пăча кремĕ туянмалăх çеç. Апла пулин те вунă тенкĕ хурса хăвартăм та килелле уттартăм. «Юрĕ-çке, кремне тепĕр чух та илĕп», – терĕм хам ăшра. Манăн стадион витĕр тухмаллаччĕ. Çулпа пынă чух ура айĕнче темĕскер чăш! туса шуçса кайрĕ. Ача-пăча кремĕ пулчĕ тăчĕ, вĕр çĕнĕскер. Те такам ӳкерсе хăварнă, пĕлме çук. Анчах вăл шăпах ман куç тĕлне пулни шутсăр тĕлĕнтерчĕ.
Тепринче тата «Джоконда» портречĕллĕ пултăм. Эп ун пирки тахçанах ĕмĕтленеттĕм. Чиркӳре ĕçлекен карчăк темĕнле япаласемпе пĕрле çак картинăнпа çунтарма йăтса кайнине куртăм. «Сире кирлĕ мар пулсан мана парăр-ха ку портрета», – терĕм. «Ил ара», – пулчĕ хурав. Хайхи «Джокондăна» кăкăр çумне пăчăртасах тытрăм вара...
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Юлташсене ытларах чухне пичетленсе тухсан вулаттаратăп, çырнă чухне калаçса çӳреместĕп. Тепĕр чух кăна туссемпе сӳтсе яватăп, канашлатăп. Хак паракансен йышĕнче – Лидия Куприяновна Ильдеркова. Вăл «Нарспи» ансамбльте юрлать, манăн чылай сăвва пăхмасăр пĕлет. Куççуль витĕр вулатăп тет хăшне-пĕрне. Мана чунпа çывăх çын вăл. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музейра Антонина Васильевна Андреева пире, поэтсене, тăтăшах пухать. Вăл ертсе пынипе поэзие юратакансен клубĕ ĕçлет. Нина Пăрчăкан, Зоя Сывлăмпи, Раиса Сарпи, Светлана Асамат тата ытти сăвăçсем çӳреççĕ кунта. Хамăр хайлавсене пĕр-пĕрне вуласа паратпăр. Ман сăвăсене Лидия Николаевна Кузьмина та, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулнăскер, итлеме юратать, хăй те çырать.