БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ЛИДИЯ ФИЛИППОВА
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ЛИДИЯ ФИЛИППОВА
Пирĕн редакци хăни паян – Лидия Филиппова, Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ, çыравçă-журналист, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Ылханлă хура çĕмĕрт» (2012) тата «Заколдованная черёмуха» (2019) кăларăмĕсем кун çути курнă. Сăввисем «Чувашия родная. Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ» коллективлă сборникра та пичетленнĕ.
1) ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Чăн малтан Сăмах пулнă тетпĕр пулсан литература вăл – сăмахсен ылтăн сăпки. Литература вăл – пирĕн йĕри-таврари пурнăç. Чăваш литератури çинчен калаçатпăр пулсан вăл – пирĕн тăван халăхăн – чăвашсен – иртни, хальхи тата пуласси.
2) ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Хавхалантару темелли-ши çак туртăма? Чун ыйтни, хушни, тĕкни, васкатни пулĕ вăл. Тата, паллах, хăв вăйна шанни, яваплăха туйни – эпир мар пулсан кам?.. Çак ĕçе эпĕ е тепри пурнăçлама пултарать пулсан мĕншĕн кахалланса, турткалашса тăмалла-ха пирĕн?
3) ‒ Юратнă поэт, прозаик.
– Редактор пулнăран та-ши, кашни сăмах пĕлтерĕшĕпе вырăнлă усă куртарас килет. «Юратнă» сăмах çинчен-ха. Çын пек хаклани, унăн хайлавĕсене килĕштерни çинчен пĕлесшĕн ĕнтĕ эсир. Хамăрăн чăваш çыравçисенчен Çеçпĕл Мишши, Çемен Элкер пултарулăхне, вĕсен çырас ăсталăхне, халăхшăн çуннă туртăмне пысăка хурса хаклатăп. Вырăс çыравçисенчен Сергей Есенинпа Александр Пушкина, вĕсен реализмла сăввисене халиччен те шухăша кайса, чĕре патне йышăнса вулатăп. Андрей Дементьевпа Евгений Евтушенко сăмахĕсене нихăçан та манас çук. Çавăнпа вĕсен витĕмĕ манăн çырас çул-йĕрте тӳрремĕнех палăрать.
4) ‒ Юратнă кĕнеке.
– Кун çути куракан кашни чăваш кĕнекине алла тытса паллашма-пахалама тăрăшатăп. Шел, илемлĕ литература çинчен калаçма йывăртарах паян…
Юлашки вăхăтра манра вырăсла çырас туртăм вăйлăрах пулнине сисетĕп. Тăван чĕлхепе усă курасси, калаçасси хавшаса, шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентессин сехечĕсене чакарса-вăйсăрлатса пынипе те çыхăннă-тăр çакă. Пирĕн вара, çыравçăсен, хамăрăн сăмаха, шухăша анлăрах аудитори патне çитерес килет. Ытти авторсен вырăсла тухнă кĕнекисене алла илтĕм пулас эпĕ юлашки вăхăтра. Халĕ те акă манăн ĕç сĕтелĕ çинче Пауло Коэльон «Заир» кĕнеки.
«Юратнă кĕнеке» шайне уйрăм кăларăма лартас килмест, мĕншĕн тесен кашни авторăн ĕçĕнче ман чуншăн çывăххине курма-туйма, тупма тăрăшатăп.
5) ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Манăн пĕтĕм хĕрарăм çыравçа – унчченхисемпе хальхисене – тĕл пултарас, калаçтарас килет. Вăт пулĕччĕ хăйне евĕр ăсталăх урокĕ! Тата Çеçпĕл Мишши поэт-ентешĕмпе куçран-куçа пăхса чуна уçса калаçас, ăна пулăшас килет…
6) ‒ Пурнăç девизĕ.
– Вăл, пурнăç девизĕ тени, маншăн «çӳлтен» янă-пилленĕ мисси пулĕ. Темле пулсан та çынра лайăххине курма тăрăшатăп, тавлашакан-çапăçакансене мирлештеретĕп, пайланса-уйрăлса кайнисене пĕр чăмăра пĕрлештеретĕп… Вырăссен аван каларăш пур – «Путь в ад устлан благими намерениями». Çакăн пĕлтерĕшне хăшĕ-пĕри ăнланатех ĕнтĕ. Шел темелли-ши, анчах пирĕн паянхи саманара ырă та усалпа таврăнма пултарать… Çапла та пулкалать… Çакна пурнăç питĕ уççăн кăтартса пырать…
7) ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Социаллă сетьри хамăрăн çемье ушкăнне вырнаçтаратăп. Аппа кадет корпусĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Хăй те, сăвăсем çырнăскер, манашкалах тата лайăххи-начаррине куçран калать. Сӳтсе яватпăр вара… Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Хветĕр Агивер, Николай Максимов… – чылай япалана пĕрле «сӳтетпĕр-сӳтетпĕр те яватпăр» вара. Ытти авторсенне те…
XXI ĕмĕр – интернет ĕмĕрĕ. Питĕ аван çакă. Кашни çĕнĕ сăвва кĕнекене кĕртсе кун çути кăтартасса кĕтсе лараймăпăр паянхи рынок-пасар саманинче. Алă айĕнче, куç умĕнче тĕнче тетелне тухма май пур чухне мĕншĕн усă курас мар çакăнпа? Çавăнпа интернет тени пирĕншĕн те, вăтам ăрури çыравçăсемшĕн, хăйне май çăлăнăç тĕнчи пулса тăчĕ. «Стихи.ру», «Проза.ру» евĕр сайтсенче чăваш çыравçисен литература хайлавĕсем нумайлансах пыраççĕ.