Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ЛАРИСА ПЕТРОВА

Поэзие юратакансем Лариса Петрова ятне илтнех. Çамрăк поэтесса шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем шăрçаланă, вĕсем «Тантăш» хаçатра кун çути курнă. Унăн хайлавĕсем Хĕрлĕ Чутай район поэчĕсен антологине кĕнĕ, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Саламлăр аннĕре», «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная» коллективлă сборниксенче, «Самант», «Тăван Атăл» журналсенче пичетленнĕ. Вăл Тĕрĕк тĕнчин çамрăк писательсен Стамбулта иртнĕ форумне хутшăннă. Петĕр Çăлкуç сăвăç 2003 çултах Л. Петровăна пысăк литература çулĕ çине тăма хатĕр, шанчăк паракан авторсен йышне кĕртнĕ. Паян вулаканăмăрсене Ларисăпа çывăхрах паллаштаратпăр.

1) ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
‒ Маншӑн вӑл яшкари тӑвар пекех. Тӑварсӑр ҫиме хӑнӑхатӑн тейӗпӗр. Тӑвар пирки манса та каятӑн. Анчах пурӑна киле: «Мӗн ҫитмест-ха?» ‒ текен шухӑш канӑҫсӑрлантарма тытӑнать. Тӑвар хушатӑн та унччен мӗн ҫитменнине тӳрех ӑнланатӑн. Литература та ҫаплах. Хӑшӗ-пӗри литературӑсӑр пурӑнаймастӑп тет. Эп пурӑнаятӑп, анчах литературӑпа пурнӑҫ пуянрах, кӑсӑклӑрах, ҫутӑрах.
2) ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?
‒ Вунă ҫул каялла урӑхларах хуравланӑ пулӑттӑм. Халӗ вара литературӑри туссем хавхалантараҫҫӗ. Хӑшне-пӗрне пӑхатӑп та, вӗсем литературӑпа сывлаҫҫӗ, унпа пурӑнаҫҫӗ тейӗн. Эпӗ ҫав енчен айккинерех. Анчах литературӑри туссемпе калаҫнӑ чухне мана мӗн чӑннипех те кӑсӑклантарнине ӑнланатӑп, манӑн та ҫав сывлӑшпах сывлас, шухӑша сӑвӑра палӑртас килет.
3) ‒ Юратнă поэт, прозаик.
‒ Ох, йывӑр ыйту. Омар Хайям, Эдуард Асадов, Сергей Есенин… Нумай вӗсем. Джек Лондон ‒ сӑмахсӑрах!
4) ‒ Юратнă кĕнеке.
‒ Тани Юн «Иртнӗ кунсем-ҫулсем».
5) ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
‒ Эп калаҫма юратакан ҫынах мар ҫав. Нелли Петровскаяна итлеме кӑсӑклӑ пулӗччӗ. Вӑл мистикӑна мӗншӗн ҫав тери куҫса кайнине пӗлес килет. Ун каласа кӑтартмалли чылайччӗ пуль тетӗп. Анчах кайран тӗттӗмрен тата ытларах хӑрама пуҫлӑттӑмччӗ ӗнтӗ… Хӑрушӑ, анчах кӑсӑклӑ!
6) ‒ Пурнăç девизĕ.
‒ Ман девиз ҫук пулмалла. Ҫывӑх вӑхӑтрах шухӑшласа кӑларатӑп та унпа пурӑнма пуҫлатӑп!
7) ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
‒ Ҫывӑх юлташсене. Ҫав шутра ‒ Ольга Австрийскаяна та.

Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.