Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ИРИНА КОШКИНА

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ИРИНА КОШКИНА

Пирĕн редакци хăни паян – çамрăк çыравçă Ирина Кошкина. Вăл Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. Тăван ялти вăтам шкулта ăс пухнă вăхăтра ăсталăхне «Малтанхи утăмсем» пултарулăх кружокне çÿресе аталантарнă. Ăна чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Н.И. Павлова ертсе пынă. Республикăри «Тантăш», Патăрьел районĕн «Авангард» хаçатсемпе çыхăну тытнă. Тĕрлĕ тĕрленчĕкĕ шкулта тухса тăракан «Шăхаль сасси» хаçатра пичетленнĕ. Халĕ – «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал кун çути курнă «Пирĕшти патне янă çыру» коллективлă сборника Ирина Кошкинăн «Сÿнмен шанчăк» калавĕ кĕнĕ.

1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Урăх тĕнче. Вăл ырă, çутă, асамлă.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Пурнăçри телейлĕ тата тунсăхлă самантсем.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Кама та пулин уйрăммăн палăртас килмест. Эпĕ вуланă хайлавсене çыракансем пурте хăйне евĕр.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Шкулта вĕреннĕ вăхăтра Англи çыравçин Джоан Роулингăн Гарри Поттер çинчен çырнă кĕнекесен серийĕ алла лекрĕ. Ăна çывăх çынсем парнелерĕç. Кĕнекесене антăхса кайса темиçе хут та вуласа тухнăччĕ. Вĕсем паянхи кун та чĕрере уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Турккă çыравçин Решат Нури Гюнтекин «Королек – птичка певчая» романĕ, вырăс çыравçин Гузель Яхинăн «Зулейха открывает глаза» хайлавĕ тарăн йĕр хăварчĕç.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Чăвашлăхшăн çуннă вĕри чĕреллĕ Çеçпĕл Мишшипе, Константин Ивановпа. Вĕсем паянхи çамрăксем пирки мĕн шухăшланине ыйтса пĕлĕттĕм.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Унашкаллисем нумай. Тĕрĕссипе, те девиз темелле вĕсене? Тарăн шухăшлă, психологиллĕ, пурнăç илемне курма вĕрентекен кĕнекесем вулама, кинофильмсем курма кăмăллатăп. Унти шухăшсене çырса пыма тăрăшатăп. Вĕсем тĕрлĕ вăхăтра мана пулăшса, çунатлантарса пыраççĕ. Халĕ, сăмахран, «Çилпе силленмесĕр çеçке çурман чечек çук» каларăш килĕшет мана.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Савăнăçа та, куççуле те пĕрле пайлакан юлташсене. Вĕсем шухăшĕсене уççăнах пĕлтереççĕ тата çырма хавхалантараççĕ.