Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ИНЕССА ШАШКИНА

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ИНЕССА ШАШКИНА

Кĕске интервьюсен ярăмне малалла тăснă май тепĕр çамрăк çыравçăпа паллаштаратпăр сире. Вăл – Инесса Шашкина. Шкул çулĕсенчех хайлавсем çырма пуçланă, тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Элĕк районĕн «Пурнăç çулĕпе» хаçатпа, республикăри «Тантăш» хаçатпа тачă çыхăну тытнă. «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити», «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Çĕнĕ хум» тата ытти пултарулăх конкурсĕнче мала тухнă. Драма, фантастика хайлавĕсем çырать. «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» сборникра, «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть кун çути курнă «Пирĕшти патне янă çыру» коллективлă сборника унăн «Йăмра тĕнчи» юмахĕ кĕнĕ. Анчахрах вара И. Шашкинăна Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзне йышăнчĕç. Халĕ вăл – çак пĕрлешÿри чи çамрăк пайташ.

1) ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
‒ Литература маншăн – вуласа хамăн пурнăçра пулса иртмен пулăмсен авăрне чăммалли май. Хам çырнă чух та çавăн пекех.

2) ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?
‒ Хам вуланă фантастикăллă хайлавсем, фильмсем, кулленхи пурнăçри ахаль пулăмсемех хавхалантарса пыраççĕ.

3) ‒ Юратнă поэт, прозаик.
‒ Вырăсла çыракан Евгений Гаглоев прозаик (фантаст).

4) ‒ Юратнă кĕнеке.
‒ «Зерцалия». Авторĕ – Евгений Гаглоев.

5) ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
‒ Шăпах çав Евгений Гаглоевпа тĕл пулса калаçнă пулăттăм, мĕншĕн тесен унăн кĕнекисене вуланă хыççăн фантастика çырас туртăм çирĕпленнĕ теме пулать.

6) ‒ Пурнăç девизĕ.
‒ Хăв юратнă ĕçпе аппалан, вара пурнăçра пĕр кун та ĕçлемелле пулмасть.

7) ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
‒ Хайлава çырса пĕтерсен чи малтан ăна анне вулать, хăйĕн шухăшне калать.