БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ГЕРОНТИЙ НИКИФОРОВ
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ГЕРОНТИЙ НИКИФОРОВ
Пирĕн редакци хăни паян – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕн ертӳçи Геронтий Никифоров. «Эпĕ Çĕрпӳ районĕнчи Хурамал Туçа ялĕнче çуралнă. Ачалăх тăван ял сăпкинче иртнĕ. Хурамал тавралăхĕн илемĕ манăн пултарулăха вăй илме хăват панă. Вун виççĕре «Пионер сасси» (халĕ «Тантăш») хаçатпа çыхăну тытма пуçланă. Хаçата шкул пурнăçĕпе çыхăннă хыпарсем, хушăран кулăш е сăвă çырса яркалаттăмччĕ. Редакцирен темиçе çыру та килнĕччĕ. Вĕсенчен пĕрне асăнмалăх конверчĕ-мĕнĕпех паянхи кунчченех упратăп», – аса илет Геронтий Лукиянович. 2006 çулта Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче Ольга Васильевăн «Шурă туй кĕпи» повеçĕ тăрăх инсценировка лартни ăна Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх учительсен конкурсĕнче çĕнтерсе РФ Президенчĕн Грантне илме пулăшнă.
Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă Нелли Петровскаян «Шурă лили», Юрий Скворцовăн «Хĕрлĕ мăкăнь», Борис Чиндыковăн «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», Анатолий Хмытăн «Тĕлленмен тĕлĕк», Александр Артемьевăн «Салампи», «Пĕрле тӳснĕ тантăшсем» кĕнекесене, «Пирĕшти патне янă çыру», «Инкеклĕ телей» коллективлă сборниксене тишкернĕ вăл. Унсăр пуçне çак кунсенче кун çути курнă «Тăван литература» вĕренӳпе вулав кĕнекине (9-мĕш класс валли) хатĕрлекенĕсенчен пĕри шăпах – Г.Л. Никифоров.
1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература вăл – ӳнерĕн пĕр тĕсĕ. Вăл халăхăн пурнăçне, кун-çулне, шухăш-кăмăлне туллин сăнарлать.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Мана çутçанталăк илемĕ, пурнăçра ялан çĕнни шырани, юлташсен туслăхĕпе юратăвĕ, тăван чĕлхе хавхалантараççĕ.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Поэтсем – Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ. Прозаиксем – Александр Артемьев, Юрий Скворцов.
4) – Юратнă кĕнеке.
– «Салампи», «Алтăр çăлтăр» (Александр Артемьев), «Уках хурăнĕ» (Юрий Скворцов), «Шурă лили» (Нелли Петровская).
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Александр Артемьевпа тĕл пулса калаçнă пулăттăм, мана килĕшекен «Салампи» тата «Алтăр çăлтăр» повеçсенчи сăнарсен прототипĕсем çинчен ыйтса пĕлĕттĕм.
6) – Пурнăç девизĕ.
– «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» «Эп мар пулсан – урăх кам?»
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Юратнă çынна паллаштаратăп, мĕншĕн тесен хайлавра унăн сăнарĕ те пур.