Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ГАЛИНА МАТВЕЕВА

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ГАЛИНА МАТВЕЕВА

Чăваш кĕнеке издательствин авторĕсемпе малалла паллаштаратпăр вулаканăмăрсене. Паян пирĕн редакци хăни – Галина Матвеева прозаик, сăвăç, куçаруçă тата журналист. Унăн сăввисем «Пионер сасси», «Коммунизм ялавĕ», «Хресчен сасси» хаçатсенче, «Тăван Атăл», «Ялав», «ЛИК» журналсенче, коллективлă сборниксенче пичетленнĕ. Вăл ‒ ачасемпе çамрăксем валли çырнă «Хамăркка» (2011), «Чăваш» (2013), «Его звали Чуваш» (2015), «Курак тăманĕ» (2016), «Мăшăр çунат» (2019) кĕнекесен авторĕ. Ача-пăча литературине чăвашла куçарнă, çав шутра Л. Кадкинăн «Детство на гору спешит. Çунатлă çунашка» сăвăсен пуххи, Д. Суслинăн «Юрăпи», «Димка ашшĕне шырать», «Хăрушă вăрттăнлăх», Ж. Яновскаян А.Н. Крылов академик çинчен çырнă «Карап ăсти» кĕнекисем, ытти авторсен произведенийĕсем.

1) ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
‒ Пурнăç тĕкĕрĕ. Вĕçсĕр-хĕрсĕр шухăш уйĕ тесе те калама пулать.
2) ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?
‒ Чун кӳтсе çитни, тĕлĕнни, савăнни, юратни… Алла ручка тытма хĕтĕртекен сăлтавсем тем тĕрлисем те пулма пултараççĕ. Пурнăç пĕр тĕслĕ кăна мар вĕт.
3) ‒ Юратнă поэт, прозаик.
‒ Ман вĕсем нумай. Чун тăрăмне кура паян пĕрне киленсе вулама пултаратăп, ыран кăмăл урăхларах та ‒ урăх автор сăвви-калавне алла илетĕп. Минтер айĕнче сăвă кĕнеки тытас йăлам пур. Кĕнекисем улшăнсах тăраççĕ.
4) ‒ Юратнă кĕнеке.
‒ Эпĕ ‒ редактор. Аллăма талантлă çыравçăн ал çырăвĕ лексен эпĕ çав кĕнекене юратса пăрахатăп та, вăл типографирен тухичченех унти геройсен пурнăçĕпе пурăнатăп. Автор пултарулăхĕнчен, тăван чĕлхе пуянлăхĕнчен тĕлĕнетĕп, çак кĕнеке тăван литературăра пурришĕн савăнатăп. Вăхăт (сахал е нумай) иртнĕ май ман пата тепĕр ытарайми ал çырăвĕ лекет те, эпĕ тата тепĕр пулас кĕнекене юратса пăрахатăп. Хам юратакан кĕнекесене çеç мар, вулакансем алран алла çӳретекен кăларăмсене ытларах пултарас килет.
5) ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
‒ Александр Твардовскипе тĕл пулăттăм. Вăрçă темипе çырнă чи вăйлă сăвă-поэмăсем ‒ унăн. Константин Ивановпа тата Çеçпĕл Мишшипе тĕл пулса вĕсене сывлăхĕсене упрама ыйтăттăм. Ытла та ир «çунса кайнă» вĕсем.
6) ‒ Пурнăç девизĕ.
‒ Девизсăрах пурăнатăп. Тăвалла тапаçланакан çын эпĕ. Пĕчĕк чухнех задача мĕн чухлĕ йывăртарах, ăна çавăн чухлĕ хăвăртрах парăнтарас килетчĕ. Кам та пулин хама ура хума тăрăшнă чухне Петĕр Яккусен çырнă йĕркесене аса илетĕп:
«Ăçтан пире çĕнтертĕр-ха усал,
Ӳкес чухне çунат шăтать пулсассăн?..»
2014 çулта кабинетри сĕтелĕм çинче куç умĕнче яланах çак йĕркесем выртатчĕç:
«Не тот пал, кто в беду попал,
А тот пал, кто духом упал».
Пусарсах хунăччĕ мана ‒ пĕтмерĕм.
7) ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
‒ Çыракан çынсене кăтартас ‒ вĕсем ыттисем мĕн çырнине вулама юратмаççĕ е вăхăт тупаймаççĕ. Çывăх çынсене кăтартас ‒ мухтаса илĕç, маттур тейĕç, анчах ку мана мĕн усă парĕ? Чи çĕнĕ произведенисене, тĕрĕссипе, сунтăха шанса памалла. Кăштах вăхăт иртсен туртса кăларатăн та ‒ сунтăх мĕн калассине сăмахсăрах ăнланса хăвна хăвах тӳрлететĕн.