Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ЕЛЕНА МУСТАЕВА

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ЕЛЕНА МУСТАЕВА

Пирĕн редакци хăни паян – Елена Мустаева çыравçă, журналист. Вăл Вăрнар районĕнчи Кушлавăш ялĕнче çуралнă. Кульцаври вăтам шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи вырăс уйрăмĕнче вĕреннĕ. Пĕр вăхăт вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ. 1991 çултанпа Чĕмпĕр хулинчи «Канаш» хаçатра вăй хурать. 2000 çултанпа Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Уй варринче çинçе хăва» кăларăмĕ пичетленнĕ.

1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература вăл – халăх пурнăçĕн пĕр пайĕ, ку е вăл вăхăтра çынсем мĕнле кăмăлпа, шухăшсемпе пурăннине, вĕсен туйăмне кăтартаканни. Литература мана пурнăçри хăш-пĕр йывăрлăхран тухма пулăшать, унта хам валли хуравсем шыратăп, тупатăп.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Çырма пурнăç хавхалантарать. Паянхи пурнăçри интереслĕ самантсене, пулăмсене сăнласа хăварас килет. Каласа панисенчен, ĕлĕкхинчен мĕн пĕлнине те хут çине куçаратăп. Евангелире каланине те шута илмелле: Турă мĕн те пулин панă пулсан ăна çĕр ăшне чавса чикни çылăх пулать.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Юратнă поэтсем – Лариса Рубальская, Андрей Дементьев; прозаик – Антон Чехов.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Виктор Гюго «Собор Парижской Богоматери».
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Май пулнă пулсан эпĕ, паллах, хамăн ентешпе, чăваш халăх çыравçипе Çемен Элкерпе курса калаçнă пулăттăм. Унран ыйтса пĕлмелли нумай манăн. Ç. Элкер çуралнă Пысăк Упакассинчен манăн тăван ял виçĕ çухрăмра вырнаçнă, асаннен тăван ялĕ те вăл. Çемен Элкер – пирĕн Кушлавăш уйĕн мăнаçлăхĕ, мухтавĕ.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Вырăссен «Все, что ни делается – к лучшему» каларăшĕ. Иртнĕ куншăн ан кулян.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Тĕрĕссипе, хайлава çырса пĕтерсен никама та вулаттармастăп. Пĕрер уйăх вырттаратăп та тепре вуласа тухатăп. Вара хама килĕшсен хаçата ярса паратăп. Ят-сум çĕнсе илнĕ, ăслă çынсен, литературоведсен сĕнĕвĕ тата хаклавĕ маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ паллах. Эп хама çыравçă тесе калаймастăп, вĕренсе кăна пыратăп-ха. Анчах паян, май килнĕ чухне, çул пуçламăшĕнче мана ырă сăмах каласа çырма хавхалантарса пыракан «Тăван Атăл» журналăн ун чухнехи тĕп редакторне Василий Кервене питĕ пысăк тав каласшăн. Василий Гаврилович манăн калавсене журнала вырнаçтарчĕ, калавçăсен конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тухрăм. Вăлах сан кĕнеке кăлармалла, санра пултарулăх пур тесе пулăшу аллине тăсрĕ. Питĕ пысăк тав ăна. Çывăхра пурăннă пулсан пĕр иккĕленмесĕр хайлава чи малтан Василий Кервене вулаттарнă пулăттăм.