Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ЕКАТЕРИНА УСТИНОВА

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ЕКАТЕРИНА УСТИНОВА

Пирĕн редакци хăни паян – Екатерина Устинова çамрăк çыравçă. Вăл Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнче çуралнă. Тăван ялти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта вĕреннĕ чухне «Хунав» пултарулăх кружокне çӳренĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Педиатри» специальноçа алла илнĕ, халĕ Мускаври Н.И. Пирогов ячĕллĕ медицина университетĕнче ординатурăра вĕренет.
Пуçламăш класранпах республикăри «Тантăш», Йĕпреç районĕн «Çĕнтерӳшĕн» хаçатсенче, «Тетте» журналта пичетленнĕ, каярах хайлавĕсем «Тăван Ен» Шупашкар районĕн хаçатĕнче, «Çамрăксен хаçачĕн» кăларăмĕсенче кун çути курнă. «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити», «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурссен çĕнтерӳçи, тĕрлĕ конкурс лауреачĕ. Проза тата драма жанрĕсене кăмăллать. Унăн «Чарăнса ларнă сехет» калавĕ «Пирĕшти патне янă çыру» коллективлă сборника кĕнĕ.

1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература маншăн – чун апачĕ. Вуланă май геройсен пурнăçне, кăмăл-туйăмне хам витĕр кăларса вĕсен пурнăçĕпе пурăнатăп, самантлăха урăх тăнчене лекетĕп. Тепĕр чухне хайлав йĕркисем хăйсемех шăрçаланаççĕ тейĕн.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Çывăх çынсен юратăвĕ, çут тĕнче, хастар та пултаруллă çынсем.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Уйăрса калама пултараймастăп. Кашни çыравçăн хăйĕн тĕнчи, кашни хăйне май илемлĕ çырать.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Америка писателĕн Маргарет Митчелăн «Унесенные ветром» романĕ çав тери килĕшет. Унсăр пуçне «Поющие в терновнике» (Колин Маккалоу) питĕ кăмăла кайрĕ. Чăваш авторĕсен произведенийĕсенчен Юрий Скворцовăн «Хĕрлĕ мăкăнь» хайлавĕ, Константин Ивановăн «Нарспи» поэми кăмăла каяççĕ.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Май пулнă пулсан Маргарет Митчелл çыравçăпа тĕл пулса калаçăттăм. Унăн хайлавĕ питĕ чуна пырса тиврĕ. Мĕншĕн-ши вăл хăйĕн романĕнчи тĕп сăнар пурнăçне апла çулпа яма шутланă?
6) – Пурнăç девизĕ.
– Чи вăйлă çумăр хыççăн та асамат кĕперĕ тухать. Пурнăçра йывăрлăхсенчен хăрамалла мар, малашне çăмăл пулĕ.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Чи малтанах аннене ярса паратăп. Унăн сăмахĕ маншăн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Хам çырнă хайлавсене вулама юратмастăп, кашнинчех тем çитмест пек туйăнать.