Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: ЕКАТЕРИНА КОШЕЛЕВА

Вулаканăмăрсене хамăрăн çамрăк авторсемпе малалла паллаштаратпăр. Пирĕн редакцин черетлĕ хăни – Екатерина Кошелева прозаик. Шкула çÿренĕ чухнех Йĕпреç районĕн «Çĕнтерÿшĕн» хаçачĕпе, «Тантăшпа», «Çамрăксен хаçачĕпе» тачă çыхăну тытнă вăл. «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» сборникра пичетленнĕ. «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити», «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» пултарулăх конкурсĕсенче тăтăшах çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал пичетленнĕ «Пирĕшти патне янă çыру» коллективлă сборника унăн «Вăрманти тĕлпулу» юмахĕ кĕнĕ.

1) ‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
‒ Тĕрлĕ шухăшлавпа, тавра курăмпа паллашмалли май.
2) ‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?
‒ Нумай пурăннă, курнă çынсемпе паллашни тата калаçни.
3) ‒ Юратнă поэт, прозаик.
‒ Сăвăсем чуна тыткăнламаççĕ. Константин Иванов килĕшет.
4) ‒ Юратнă кĕнеке.
‒ Чăваш литературинчен Людмила Сачкова çырнă «Чĕкеçĕм, чĕкеç» кĕнеки.
5) ‒ Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
‒ Марфа Трубинапа. Вăл мана темшĕн асанне пек туйăнать ‒ нумай йывăрлăх витĕр тухнă, çапах та вăйлă, çынлăхлă, ырă кăмăллă тăрса юлнă. Ыйтас пулсан йăлтах каласа парассăн туйăнать.
6) ‒ Пурнăç девизĕ.
‒ Ĕçе вăхăтра тумалла.
7) ‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
‒ Тÿрех аннене вулаттаратăп. Япăх çырнă пулсан та вăл хайлавра лайăх енсем палăртма пултарать, йăнăшсем пирки ачашшăн асăрхаттарать.