БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АРКАДИЙ РУСАКОВ
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АРКАДИЙ РУСАКОВ
Пирĕн редакци хăни паян – Пушкăртстанра пурăнакан Аркадий Русаков çыравçă тата публицист. Аркадий Никандрович мĕн пĕчĕкренех литературăпа туслашнă. Унăн Çĕнĕ çула халалланă сăвви вăл улттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех пичетленнĕ. Каярахпа стена хаçачĕ валли заметкăсемпе кĕске калавсем шăрçаланă. Ĕпхӳри Пушкăрт патшалăх медицина институтĕнче ăс пухнă чухне те çырма пăрахман, пултаруллă студентăн хайлавĕсем «Медик» хаçатра кун çути курнă.
Аркадий Русаков 1989 çултанпа Стерлитамакри çыравçăсен органзацийĕн «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕнче тăрать. 2007 çултанпа – Раççей писателĕсен союзĕн, Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ. Вăл чăвашла та, вырăсла та çырать. Унăн произведенийĕсем тĕрлĕ хаçат-журналта та, уйрăм кĕнекен те тухаççĕ. Çамрăкрах чухне çыравçа юрату, кăмăл-сипет, çутçанталăк темисем кăсăклантарнă пулсан халĕ истори ыйтăвĕсемпе халăх кун-çулĕ ытларах пăшăрхантараççĕ, çĕнĕ калав-повесть çырма хистеççĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Чикĕри тĕлпулу» тата «Эпир кунта хĕçпе килмен» кăларăмĕсем пичетленнĕ.
1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература маншăн – чун канăçĕ.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Чунри туртăм.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Константин Иванов, Юхма Мишши.
4) – Юратнă кĕнеке.
– «Нарспи» (Константин Иванов).
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Валери Туркайпа, анчах эпĕ унпа калаçса курман.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Тăвалла пулсан та – малалла.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Мăшăра паллаштаратăп. Ахаль çынсем каланине тата пысăк авторитетлă çыравçăсен сăмахне итлетĕп.