БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АРА МИШШИ
Пирĕн редакци хăни паян – Михаил Николаевич Краснов (литературăри псевдонимĕ – Ара Мишши) çыравçă. Вăл Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă, ĕмĕр тăршшĕпех Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вун пилĕк çул Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинче министр çумĕнче тата этноконфесси хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕнче вăй хунă.
Литература енне унчченех туртăннă Михаил Николаевич. Анчах та пикенсех хайлавсем шăрçалама нумаях пулмасть тытăннă. Вырăсла тата чăвашла çырать. Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă кăларăмĕсем: «Çамрăк юлан утçă», «Пĕрремĕш утăмсем. Первые ступеньки», «Пятая четверть. Пиллĕкмĕш чĕрĕк», «Сеятель духовности».
1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Пирĕн çемьере аттепе анне кашни çулах тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илетчĕç. Çавна пулах-и, тен, эпĕ мĕн ачаранах илемлĕ литература вулама юратнă. Шкулта вĕреннĕ çулсенче чăваш тата вырăс литературин урокĕсене килĕштерсе çӳреттĕм. Почтальон илсе килекен «Тăван Атăл» тата «Ялав» журналсене пĕр страницине сиктерсе хăвармасăр вулаттăм. Калаври килĕшекен сăнарсене куç умне кăларса тăрататтăм, вĕсен ĕçĕсем ăнса пынă чухне савăнаттăм, пурнăçĕнче пăтăрмахсемпе кăлтăксем тухса тăрсан пăшăрханаттăм. Çапла çав, литература тĕнчи вăл — асамлă, илĕртекен, шухăшлаттаракан тĕнче. Ман шутпа, литература тĕнчине кĕнĕ çыннăн пурнăçĕ илемлĕрех, кăсăклăрах, пуянрах.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Эпĕ час-часах ачасемпе тĕл пулса калаçатăп. Ун пек тĕлпулусем тĕрлĕ вырăнта пулса иртеççĕ: шкулта, культура çуртĕнче, ача садĕнче... Урамра та, çуртсен картишĕнче те, спорт лапамĕнче те вĕсемпе калаçма килĕштеретĕп. Вĕсем сан çине мĕнлерех куçсемпе пăхни, мĕнлерех ыйтусем пани, хуравлани, вĕсене мĕн кăсăклантарни, вĕсен шухăшĕсем, ĕмĕчĕсем... — пурте мана çырма хавхалантараççĕ.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Пултаруллă поэт-прозаик республикăра нумай. Кашниннех хăйĕн тĕнчи, тавра курăмĕ, шухăшĕ... Çавăнпа пуринпе те тĕл пулса калаçма кăсăклă. Çав-çавах мана ытларах килĕшекен поэт — Юрий Сементер, прозаик — Юхма Мишши. Валери Туркай çырнă сăвăсем те, Арçук Тарасов калăпланă пьесăсем те çав тери килĕшеççĕ.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Эпĕ Çеçпĕл Мишшин кĕнекисене час-часах алла илсе вулама юрататăп.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Эпĕ ытларах ачасем валли çырнине шута илсе май пулнă пулсан Леонид Агаков писательпе тĕл пулса калаçăттăм. Хамăн ентешпе — Василий Алендей писательпе те — çав тери хапăл тусах калаçăттăм.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Кашни кунах мĕнле те пулин усăллă ĕç тумалла.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Эпĕ çырнă пур хайлавпа та чи малтан Юрий Сементер чăваш халăх поэтне паллаштарнă. Чылай хайлава Лидия Филипповăпа Арçук Тарасов çыравçăсем пăхса тухнă. Вĕсен сĕнĕвĕсем маншăн — чи пĕлтерĕшлисем. Уйрăм кĕнекесем тата калавсем пичетленсе тухнă хыççăн Анатолий Кибеч панă сĕнӳсем — çав тери хаклисем.
Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.