Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АНГЕЛИНА ПАВЛОВСКАЯ

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АНГЕЛИНА ПАВЛОВСКАЯ

Пирĕн редакци хăни паян – Ангелина Павловская паллă чăваш прозаикĕ. Вăл Вӑрмар районӗнчи Пӗчӗк Енккассинче ҫуралнӑ. Чылай ҫул шкул ачисене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, библиотекарьте тăрăшнă. Вулакансем унăн «Ыраш шăркана иккĕ лармасть», «Раштав саламĕ» тата ытти хайлавĕсене юратса вулаççӗ. Чăваш кĕнеке издательствинче Ангелина Ивановнăн «Саланнӑ кӗлте», «Сапаскар хӗрӗ», «Вĕрене шывĕ те пылак» романĕсем кун çути курнă. «Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кĕнеке» республика конкурсĕнче унăн кăларăмĕсем пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулса тăнă: «Сапаскар хӗрӗ» 2012 çулта «Чи вуланакан кĕнеке» ята тивĕçнĕ, 2014‒2015 çулсемшĕн вара – «Вĕрене шывĕ те пылак» чи вуланаканнисен шутне кĕнĕ. 2019 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче А.Павловскаян «Караслă пыл» романĕ пичетленсе тухрĕ.

1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– «Литература вăл – пурнăç. Пурнăçа лайăхрах пĕлес тесен ытларах ăслă кĕнеке вуламалла», – тесе тытатăп кĕнекене алла.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Ырă кăмăллă та таса чун-чĕреллĕ çынсене тĕл пулни, вĕсемпе паллашни. Вĕсен ырă ĕçĕ нихăçан та йĕрсĕр çухалмасть, ыттисене вăй-хал парса, хавхалантарса пырать.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Александр Пушкин, Николай Некрасов, Сергей Есенин, Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Юрий Сементер.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Джек Лондонăн, Илпек Микулайĕн, Леонид Агаковăн кĕнекисем. Поэзире «Нарспи» поэмăна çитекенни çуках чăваш литературинче. Эп ăна куççульсĕр вулаймастăп.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Джек Лондон умĕнче çĕре çити пуç тайнă пулăттăм, Константин Иванова ӳпке чирĕнчен сывалма, сипленме пĕтĕм гонорара панă пулăттăм.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Пурнăç çав тери кăткăс. Ан парăн, ан такăн, ан ӳк! Çирĕп пул, йывăрлăха çĕнтерме пĕл.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Пурччĕ ман пĕр тус, Клавдия Ивановна Юрьева, чăваш чĕлхи учителĕ. Пурнăçа та, литературăна та питĕ тĕрĕс ăнланатчĕ. Кăçалхи август уйăхĕнче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Унашкал анлă тавракурăмлă, ăслă тус манăн урăх çук.