Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АНАТОЛИЙ КИБЕЧ

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АНАТОЛИЙ КИБЕЧ

Пирĕн редакци хăни паян – Анатолий Кибеч çыравçă, публицист. Вăл Канаш районĕнчи Чулкăмака ялĕнче çуралнă. Ытларах чăвашлăх ыйтăвĕсемпе çырать, республикăри демократилле юхăма пуçарса яракансенчен пĕри, ун тӳпи Чăваш наци конгресне йĕркеленĕ çĕрте те самай пысăк. А. Кибеч – педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Шупашкарти аслă вĕренӳ заведенийĕсенче философипе, эстетикăпа, педагогикăпа чылай лекци вуланă. Ăна «Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă (1977).
А. Кибеч литература ĕçне шкулта вĕреннĕ чухнех пуçăннă. Малтанхи калавĕ 1976 çулта «Капкăн» журналта пичетленнĕ. Анатолий Ильич – «Ĕмĕр сакки сарлака» тата ытти вуншар юрă сăмахĕсен авторĕ, унăн пьесипе çамрăксен театрĕ «Авлантарчĕç» спектакль лартнă.
А. Кибеч 1998 çултанпа Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ. Паллăрах кĕнекисем: «Пурнăç кĕнеки», «Пурнăç çулĕ такăр мар», «Чăваш пулма çăмăл мар», «Хĕç тумалли хурçă», «Юратусăр телей çук», «Улăп таврăнни», «Немая красавица», «Юлашки çыру» тата ыт.

1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Наукăра малта шухăш, ăс-тăн тăраççĕ. Çын вĕсемпе çеç пурăнаймасть, ăна туйăм пулăшса пырать. Литература искусство çемйинче чи пысăк вырăн йышăнать. Ахальтен мар литература тата искусство теççĕ. Литература – ытти искусствăсене витĕм кӳрекен сăмах искусстви. Вăл мĕнле лайăхрах аталанса пырать, çавăн пекех театр, юрă та эстрада, опера та... ăнăçлă каяççĕ. Кĕскен каласан – вĕсем пурте литературăпа тачă çыхăнура. Çавăнпа та ăна ытти искусствăсен амăшĕ теме пулать.
Мана литература наука урлă калайман шухăш-туйăмсене уçса пама пулăшрĕ. Наука ĕçне вулакан сахалрах, литература сăнарсем урлă сисĕм-туйăма, шухăша анлăрах сарма пулăшать. Çавăнпа та эпĕ наукăра чылай вăй хунă хыççăн хамăн шухăшсене литература урлă уçса пама тăрăшрăм. Литература манăн ăшри туйăмсене уçса пама пулăшать, пултарулăх ĕçĕ, чылай çула çитрĕм пулин те, чакса ларман-ха. Пурнăç опычĕ пысăк пулни калеме мăкалма памасть. Чи хакли – çынсемпе тĕл пулни. Литературăра тĕпре – çын. Туйăмсăр искусство, типĕ кашăк пек, пыра çеç мар, чуна хырать, çын сăнарне чухăнлатать.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Курнине, илтнине çынсем патне çитерес туртăм чакмасть. Сĕтел хушшине ларсанах çырас туртăм çуралать. Эпĕ виçĕ сĕтелпе ĕçлетĕп: пĕринче – ăслăлăх ĕçĕсем; иккĕмĕш çинче – хам çырмаллисем; виççĕмĕш çинче вуламаллисем кĕтсе выртаççĕ. Пĕрмаях вуламалла.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Антон Чехов, Александр Пушкин, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Николай Теветкел.
4) – Юратнă кĕнеке.
– «Декамерон» (Джованни Боккаччо), Антон Чеховăн калавĕсем. Поэзире – Александр Пушкинăн сăввисем.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Çеçпĕл Мишшипе. Ăна «çунса каясран» чарас килетчĕ. Çеçпĕлпе тавлашнă пулăттăм: малтан унăн оптимизм пулнă, кайран вăл иккĕленме пуçланă. Çакăнта революци хыççăнхи саманта психологи тĕлĕшĕнчен чылай çын ăнланса çитейменнине сисетĕп. Çеçпĕл те – вĕсем хушшинче. Вăл чăваш, чĕлхе пуласлăхне шанать. Пурнăç условийĕ, политика системи çакна тума парать-и-ха? Çак утопизм хальхи сăвăçсенче те сисĕнет. Тĕслĕх кӳрес тесен кам та пулин пулмалла, калăпăр, çӳллĕ шайри чиновник. Вара ĕмĕтсем сывлăшра çакăнса тăмаççĕ. Вăл çӳлтен хушнине асра тытса ĕçлет, пирĕн ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме тăрăшать.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Эпĕ – урă пурнăç çынни: кахал, чухăн, хыткукар тенине илтес марччĕ тенĕ. Манăн пурнăçăм ыттисемшĕн чăрмав ан пултăрччĕ тесе пурăннă.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Ĕçне тăвиччен нихăçан та сăмах сарман, малтан ĕçĕ пултăр тенĕ. Çавăнпа та çырса пĕтернĕ хайлавсене çынсене сайра кăтартатăп. Поэзи хайлавĕсем пирки хăш-пĕр чухне Юрий Сементерпе канашласа илетĕп. Манра çыравçа чи малтанах Валем Ахун курнă, прозăлла сăввăмсене хак панă. «Кашни çын вăл – хăй тĕнче» прозăлла сăвăсене «Ялав» журнала кайса панă та, Георгий Ефимов: «Пирĕн хамăрăн Тагор пур», - тенĕ. Çав сăвăсен пуххинче «Ĕмĕр сакки сарлака» сăвă та пулнă. Ăна Юрий Григорьев юрра хывнă. Çакă манăн «визит карточки» пулса тăчĕ.

Ольга ИВАНОВĂПА Ольга ФЕДОРОВА хатĕрленĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ Ольга ИВАНОВĂН.