Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АНАТОЛИЙ ХМЫТ

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АНАТОЛИЙ ХМЫТ

Пирĕн редакци хăни паян – Анатолий Хмыт (Ефимов) çыравçă, учитель. Вăл Тутар Республикине кĕрекен Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралнă. Чылай вулакана унăн кĕске те хăйне евĕрлĕ хушма ят пĕлтерĕшĕ кăсăклантарать. Анатолий Дмитриевичăн псевдонимĕ аббревиатура иккен: вăл «Хура Мĕтри ывăлĕ Толя» сăмахсен пĕрремĕш сас паллийĕсенчен йĕркеленнĕ.
«Ача чухне Муса Джалилĕн «Моабит тетрадĕнчи» сăвăсене каçса кайса вулаттăм, поэтăн биографийĕпе интересленсе кайрăм. Тем вăхăтран икĕ сăвă шăрçаларăм. Çак самантран çырма пуçланă, писатель пулас килнĕ. 96 страницăллă икĕ тетрадь сăвăпа тулличчĕ. Шел, кăларса пăрахнă вĕсене. Халĕ ытларах прозăпа ĕçлетĕп, поэзи вăл – юрату, çамрăклăх», – тет çыравçă.
А.Д. Хмыт çар хĕсметне 1982–1984 çулсенче Афганистанра ирттернĕ, çапăçусене пĕрре мар хутшăннă. Çавăнпах ĕнтĕ Афганистан вăрçин теми унăн пултарулăхĕнче тĕп вырăн йышăнать. Прозаикăн пĕрремĕш калавĕ – «Рафик» – 1999 çулта пичетленнĕ. Паллăрах кĕнекисем: «Вилĕмсĕр кăйкăр юрри» (2001), «Ан тăк куççуль, аннеçĕм» (2003), «Сар Иван» (2004, 2006), «Леш тĕнчерен...» роман-дилоги (1-мĕш кĕнеки – «Таркăнсем», 2-мĕш кĕнеки – «Тамăк витĕр», 2011). Кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Тĕлленмен тĕлĕк» повеçсемпе калавсен пуххийĕ кун çути курчĕ. Анатолий Хмытăн «Сарă чечек – уйрăлу палли» калавĕ 9-мĕш классем валли хатĕрленĕ «Тăван литература» вĕренӳпе вулав кĕнекине кĕнĕ. Анчахрах пичетленнĕ «Вутчуль» сборникра «Çутă кантăкри сăнар» хайлавне тупса вулама пулать.

1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература маншăн – пурнăç çăлкуçĕ. Кунне пĕр сыпăк калав е пĕр çаврăм сăвă вуласа тухмасан хама çын пек те туймастăп. Пушхирти караванçă пек, чун типсе хăшкăлнине сисетĕп. Çавăнпа та хаçат-журнал, кĕнеке вуласа чуна уçсах тăратăп...
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Юлашки вăхăтра Пушкăртстанра пурăнакан Геннадий Челпир хăйĕн сăввисене ман пата ярса пама пуçларĕ. Унăн хайлавĕсене вулани ман чуна уçать. Çĕнĕ хăватпа ĕçлеме пуçлатăп вара. Тем тесен те, чăваш тĕнчи пĕтмен-ха!
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Тутарсен паллă поэчĕ Муса Джалиль, Юрий Скворцов çыравçă маншăн паллă вырăнта.
4) – Юратнă кĕнеке.
– «Мастер и Маргарита» (Михаил Булгаков), «Хура çăкăр» (Илпек Микулайĕ).
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Юрий Бондаревпа тĕл пулса калаçăттăм, мĕншĕн тесен вĕсен ăрăвне те, пирĕн ăрăва та вăрçă витĕр тухма тиврĕ. Вăл литературăра сăнласа панă проблемăсем, шел пулин те, пирĕн вăхăтра та тăтăшах тĕл пулатчĕç.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Ватăлмасăр пурăнасчĕ.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Çамрăк чух йăмăка вулаттараттăм. Халĕ ун пек йăла çук.