Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АНАСТАСИЯ ВЛАДИМИРОВА

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АНАСТАСИЯ ВЛАДИМИРОВА

Пирĕн редакци хăни паян – Анастасия Владимирова çамрăк çыравçă. Вăл Етĕрне районĕнчи Пупăлькасси ялĕнче çуралнă. Тури Ачакри шкулта, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕреннĕ. Халĕ Шупашкарти 130-мĕш ача садĕнче ĕçлет. Унăн хайлавĕсем «Тантăш» хаçатра, «Тетте», «Самант», «Тăван Атăл» журналсенче, Етĕрне районĕн «Ĕç ялавĕ» хаçатра пичетленнĕ. Тутар Республикинче тата Турцире иртнĕ тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕсене хутшăннă. А. Владимировăн калавĕ Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă «Пирĕшти патне янă çыру» коллективлă сборника кĕнĕ.

1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература маншӑн – чи шанчӑклӑ тус, чун сиплевҫи. Литература хавхалантарать, канаш парать, кашни ыйтăва хуравлаять. Чи кирли – вӑл сутмасть.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Чуна хускатнӑ хӗлӗхсем, пурнӑҫри лару-тӑру: суя, ҫынсем хушшинчи танмарлӑх, икӗпитлӗх, ҫынсӑрлӑх, этемӗн тискерлӗхĕ. Пурнӑҫӑн ҫак тӳнтер енӗсем канӑҫ памаҫҫӗ. Хама кӗрешӳҫӗ пек туятӑп. Хӗҫ-пӑшал вырӑнне вара – алӑри калем (ручка).
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Ачаранпах Сергей Есенин пултарулӑхне кӑмӑлланнӑ. Сӑвӑ ҫырас туртӑм та ҫак поэт хайлавĕсен витĕмĕпе вӑйланса пынӑ. Юратнӑ прозаиксем – Юрий Скворцов, Александр Артемьев тата Англи ҫыравҫи Джоан Роулинг.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Пӗр-пӗр кӗнекене уйрӑммӑн палӑртас килмест. Кашнине тытса пӑхмассерен ман умра ҫыравҫӑ тӗнчи анлӑ уҫӑлать. Кашни авторӑн тӗнчи ыттисенчен мĕнпе те пулин уйрӑлса тӑрать, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчене ҫыравҫӑ хӑй аллипе «ӑсталанӑ». Кашни кӗнеке – хӑйне майлӑ вӗрентекен.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Студент вӑхӑтӗнче пире час-часах литература каҫӗсене илсе ҫӳренӗ. Авторсене хам куҫпа курни, вӗсен калаҫӑвне «чӗррӗн» илтни маншӑн ҫав тери пӗлтерӗшлӗччӗ, пысӑк пулӑм пек йышӑнаттӑмччӗ ҫав самантсене. Паянхи кун та кирек мӗнле авторпа та хаваспах курса калаҫма хатӗр.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Шкул вӑхӑтӗнчи девиз паянхи кун та маншӑн тӗпре: «Ырӑ ӗҫсем ту – тӗнче сана та ҫавнах парнелӗ».
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Малтанлӑха никама та. Кӑшт вӑхӑт иртсен хам вуласа тухатӑп та хайлавӑн малашнехи шӑпине татса паратӑп. Шкул вӑхӑтӗнче вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ – Валентина Валерьяновна Скворцова – эпӗ ҫырнӑ сочиненисене, сӑвӑсене хаклатчӗ, ҫырма хавхалантаратчӗ. Студент вӑхӑтӗнче Елена Петровна Чекушкина (Елен Нарпи) хаклӑ, пӗлтерӗшлӗ сӗнӳсем панӑ.