Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АНАСТАСИЯ ДАНИЛОВА

Пирĕн редакци хăни паян – Анастасия Данилова çамрăк çыравçă. Вăл Красноармейски районĕнчи Трак салинче çуралнă. Хальхи вăхăтра И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче юридици факультетĕнче вĕренет, çавăнпа пĕрлех университетăн ÿнер студине çÿрет, хăй ÿкернĕ картинăсен куравĕсене йĕркелет. Тĕрлĕ конференцие, ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Малтанхи хайлавĕсем «Тантăш» хаçатра, «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ, калавсемпе пьесăсем çырать. «Çĕнĕ хум» конкурсра та палăрнă. Унăн хайлавĕ «Пирĕшти патне янă çыру» коллективлă сборника кĕнĕ.

1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Ку сăмах питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, маншăн литература чăн малтанах – кĕнекесем – чи хаклă та çывăх туссем. Вĕсенче тĕлĕнмелле вăйлă хăват пур: чи пысăк сиплĕх паракан çăлкуç, кăмăл-туйăма çĕклентерекен, тепĕр чухне асамлăха илсе кĕрсе каякан вăй, çавăнпа та вĕсемпе ача чухнех туслашни кирлĕ пурнăçра. Урăхла каласан, литература вăл – кислород.
2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Кашни çĕнĕ кун тĕрлĕ хыпар, ырă та усăллă шухăшсем парнелет. Кăсăклă, пултаруллă çынсемпе тĕл пулатăп, вĕсенчен хама валли нумай кирлине, çĕннине илетĕп. Тĕрлĕ истори илтетĕп, кулленхи çĕнĕлĕхсене сӳтсе яватăп. Çакă пĕтĕмпех манăн чунра тĕрлĕ туйăм çуратать, юлашкинчен вара пĕр-пĕр произведени шăрçалама хистет.
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Ку поэта эпĕ пĕчĕкренех юрататăп. Пултаруллă чăваш çыравçи, Раççейре кăна мар, ют çĕршывсенче те пĕлеççĕ ăна. Атте каçсерен унăн чи вăйлă та паллă произведенине — «Нарспи» поэмине — пире, ачасене, вуласа паратчĕ. Пĕчĕк пулнă пулсассăн та мĕскĕн хĕрĕн йывăр шăпине ăнланса макăрнине астăватăп. Эсир тавçăрса илтĕр пуль ĕнтĕ, вăл поэт – Константин Иванов.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Чăннипе, ку ыйтăва хуравлама йывăртарах, мĕншĕн тесен манăн юратнă кĕнеке питĕ нумай. Кашни хайлав чĕрере йĕр хăварнă. Кĕнекесене юратма пĕчĕкренех аттепе анне хăнăхтарнă. Юмахсенчен пуçласа, детективсемпе романсенчен ӳссе тухса вырăс классикине вулама тытăнтăм. Анчах та манăн çӳлĕк çинче пĕр кĕнеке уйрăм вырăн йышăнать. Ку — Ф.М. Достоевскийĕн «Преступление и наказание» романĕ. Чăваш литературинчен А.С. Артемьевăн «Салампи» кĕнеки чĕрене уйрăмах вăйлă хускатрĕ.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Ку ыйтăва тӳрех хуравлама пултаратăп — Юрий Сементерпе. Ăна чи чаплă та ырă чăваш çынни – ăслă сĕнӳсем паракан, çамрăк ăрăва вĕрентсе пыракан, шанчăклă аслă тус — тесе шутлатăп. Çавăнпа эпĕ Юрий Семеновичпа тĕл пулса калаçма яланах хатĕр.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Вăй, илем – çирĕп туслăхра,
Çавăнпа, юлташăм, туслăха упра.
7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Хайлава çырса пĕтерсенех чи малтан аттепе анне хаклаççĕ. Эпĕ вĕсене шанатăп, мĕншĕн тесен вĕсем чăн тĕрĕс хак параççĕ. Çавăн пекех çыру ĕçĕсемпе хама вĕрентнĕ учительсене паллаштарса канашлатăп. Вĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе малалла аталанатăп. Эпĕ аслă ăрури çынсен ăс-хакăлне мала хуратăп. Вĕсен пурнăç опытне ăша хывни хайлав çырнă чухне те пулăшать мана.

Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.