Корзина
(пусто)
(0 руб.)

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АЛИНА МАЙОРОВА

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: АЛИНА МАЙОРОВА

Пирĕн тĕпелте паян – Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Алина Майорова. Вăл Çĕмĕрле районĕнче çуралса ÿснĕ, Хутарти вăтам шкул-гимназие пĕтернĕ. Алина Геннадьевнăн паян – çуралнă кун. Çавна май эпир унран хăйĕн çинчен каласа пама ыйтрăмăр. Хăш-пĕр вăрттăнлăха сире те уçса парар-ха: «Шкула кайиччен питĕ вулама вĕренес килетчĕ. Ял лавккин вывески çине мĕн çырнă-ши тесе пăхса иртеттĕм яланах. Вулама вĕренсен вара кĕнеке хыççăн кĕнеке шĕкĕлченĕ. Шкулта диктант çырма питĕ юрататтăм. Диктантпа ытларах «пиллĕксем» илнĕрен-ши, вĕрентекен ман тетраде тĕрĕслетчĕ те хама та ыттисен ĕçĕсене тĕрĕслеме шанатчĕ. Çулсем иртсен, тĕлĕнмелле те, çак ĕçе малалла тăсрăм: аслă пĕлÿ илсен пĕр вăхăт шкулта тăрăшрăм, унтан пурнăçăма кĕнекепе çыхăнтартăм. Малтанах корректор пулса ĕçлерĕм, халĕ вара, вунă çул ытла ĕнтĕ, вĕренÿ кĕнекисемпе пособийĕсен редакторĕнче вăй хуратăп. Кашни ача илемлĕ те лайăх пахалăхлă кĕнекесемпе вĕрентĕр тесе тăрăшать пирĕн коллектив».
Эпир хаклă ĕçтешĕмĕре çуралнă кунпа мĕнпур ырă кăмăлтан саламлатпăр! Иксĕлми телей, юрату, хавхалану сунатпăр!

1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Мĕн пĕчĕкрен кĕнеке нумай вуласа ÿснĕрен тата юратнă ĕç те кĕнекепех çыхăннăран пулĕ, литература маншăн – пурнăç. Литература мана пурăнма вĕрентет, çутçанталăк, тĕнче, истори вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать. Хам литература хайлавĕсем çырмастăп пулин те, çыравçăсемпе куллен тĕл пулса тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Литература пултарулăха, шухăшлава аталантарать. Çапла майпа ман пурнăçра вăл пысăк вырăн йышăнать.
2) – Мĕн хавхалантарать сире ĕçре?
– Интереслĕ проектсем, кăсăклă алçырусем, пултаруллă авторсем, кăмăллă тĕлпулусем, йывăрлăхсене парăнтарса пыни, ĕçтешсемпе алла-аллăн ĕçлесе пыни, типографи сăррин шăрши çапакан вĕр çĕнĕ кĕнекене алла илни…
3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Чăваш çыравçисенчен Юрий Сементерĕн, Николай Исмуковăн тарăн шухăшлă сăввисем килĕшеççĕ; Сергей Есенинăн, Андрей Дементьевăн сăввисем чуна пырса тивеççĕ; Илпек Микулайĕн, Александр Артемьевăн пуян та сăнарлă чĕлхи тыткăна илет.
4) – Юратнă кĕнеке.
– Вĕсем чылай. Ытларахăшĕ çапах та ачаллах вуласа тарăн йĕр хăварнисем. Никифор Мранькан «Ĕмĕр сакки сарлака», Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», Александр Артемьевăн «Салампи» кĕнекисене 6-7-мĕш классенче каçса кайсах вуласа тухнăччĕ. Михаил Шолоховăн «Лăпкă Дон», Маргарет Митчелăн «Унесенные ветром» романĕсем кăмăла витереççĕ.
5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Çыравçăсем пурте интереслĕ çынсем пулнăран кирек хăшĕнпе тĕл пулни те – телей.
6) – Пурнăç девизĕ.
– Çын пулма ан вăтанăр.
Если тебе тяжело – значит, ты поднимаешься в гору; если тебе легко – значит, ты летишь в пропасть.
7) – Ĕçри чи асра юлнă самант.
– Шкулта вĕреннĕ çулсенче эпĕ чĕрĕ çыравçăсене курман та. Лаврентий Таллеровăн кĕнекине редакцилеме парсан малтанах питĕ хумханса тĕл пулнăччĕ чăваш халăх писателĕпе. Чăваш кĕнеке издательствинче тăрăшма тытăнсан куллен паллă писательсемпе, поэтсемпе, художниксемпе тĕл пулса пĕрлехи ĕçе туни питĕ мăнаçлантарать.