Астрид Линдгренăн «Лëннебергăри Эмиль мыскарисем» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ
Астрид Линдгренăн «Лëннебергăри Эмиль мыскарисем»
кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ
«Халăхăн чи аслă пуянлăхĕ вăл - унăн чĕлхи», - тенĕ тĕнчипе паллă ăсчах Дмитрий Лихачев академик. Чăннипех те, тăван чĕлхе - атте-анне пилленĕ ăс-хакăл тупри, çавăнпа чуна çывăх, хаклă вăл. Ăна ĕмĕр тăршшĕпе вĕренсен те унăн илемĕпе хăватĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăн. Тăван чĕлхе ытти халăх литературипе, йăли-йĕркипе, кун-çулĕпе паллашма та пулăшать.
Нарăсăн 21-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕнче, Чăваш Республикин Наци библиотекинче Астрид Линдгренăн «Лëннебергăри Эмиль мыскарисем» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Вăл 2018 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнăччĕ. Тĕнчипе паллă швед çыравçин, ача-пăчан юратнă авторĕн хайлавне чăвашла Галина Матвеева куçарнă, Ирина Калентьева художник ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Ку кĕнеке - Астрид Линдгренăн чăвашла куçарнă пĕрремĕш произведенийĕ.
Кăларăма пахаланă çĕре поэтсемпе прозаиксем, критиксемпе литературоведсем, чĕлхеçĕсемпе вĕрентекенсем, ÿнерçĕсемпе журналистсем хутшăнчĕç. Галина Матвеева куçаруçă ку произведение 1990-мĕш çулсенчех чăвашла куçарма ĕмĕтленнĕ-мĕн. Астрид Линдгренăн вырăсла тухнă кĕнекине ывăлĕ ыйтнипе туяннă пулнă. Вăл çемьене пысăк савăнăç илсе килнĕ, ăна пурте пĕрле вуланă. Ку кăларăм вĕсен килĕнче паян кунчченех упранать. 2015 çулта Галина Алексеевна повеçе куçарса пĕтернĕ. Анчах ĕç-пуç кунпа çеç вĕçленмест-çке. Еткерçĕсемпе çыхăну йĕркелесси, кĕнекене кăларма вĕсенчен ирĕк илесси, ăна ÿкерчĕксемпе илемлетесси, пичетлесси чылай вăхăт йышăнать. Мĕнпур чăрмава парăнтарса «Лëннебергăри Эмиль мыскарисем» кăларăм пĕлтĕр вулакансем патне çитрĕ.
- Вăл ачасемшĕн кăна мар, çитĕннисемшĕн те интереслĕ пуласси пачах та иккĕлентермест. Ятарласа арçын ачасем валли çырнă кĕнекесем сахал, ку повесть - вĕсем кăсăкланса вуламаллискер. Кĕнеке хуплашки кăвак тĕслĕ пулни те ăнсăртран мар. Эмилĕн амăшĕ ывăлĕпе пулса иртнĕ историсене шăпах кăвак хуплашкаллă тетраде çырса пынă. Кашни страницăри пĕчĕк кÿлепесем - Эмиль йывăçран касса кăларнă кĕлеткесен ÿкерчĕкĕсем, - ăнлантарса пачĕ Галина Алексеевна.
- Издательство ĕçченĕсем, çыравçăсем, ÿнерçĕсем алла-аллăн ĕçлесен çакăн пек паха кĕнекесем малашне те тухĕç-ха, - терĕ Чăваш кĕнеке издательствин тĕп директорĕ Светлана Каликова.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Валерий Алексеев, Ирина Калентьева ÿнерçĕ, илемлĕ литература редакторĕ Ольга Иванова кĕнекене вулакан патне çитерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕç.
Çĕнĕ кăларăма хакланă май Роза Деменцова радиожурналист куçару чĕлхи çинче чарăнса тăчĕ:
- Çак кĕнеке тăван чĕлхен пуянлăхне пур енлĕн кăтартса парать. Вулакана илĕртсе каякан сăмах çаврăнăшĕ, ваттисен сăмахĕ нумай. Хайлавра сăнланă ĕçсем Швецири хуторта мар, чăваш ялĕнче пулса иртнĕн туйăнаççĕ.
Роза Трофимовна шухăшĕпе Улькка Эльмен çыравçă та килĕшрĕ.
- Галина Алексеевна çак произведение питĕ лайăх чăвашлатнă. Эмиль çатма çинчи пăрçа пек. Ун пек ачасем пирĕн тăрăхра та чылай вĕт. Кĕнекене вуланă май куç умне хамăр урамри арçын ачасем тухрĕç. Пĕчĕккисен хăтланкаларăшне аслисем пур чухне те ăнланмаççĕ, лешсем, тĕрĕссипе, япăх тăвасчĕ тесе ашкăнмаççĕ-çке. Çак кăларăм ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинчи хутшăнусене лайăхлатма, пĕр-пĕрне ăнланма пулăшать тесе шутлатăп, - палăртрĕ Ольга Геннадьевна.
Хăтлава пуçтарăннисем пурте «Лëннебергăри Эмиль мыскарисем» кĕнекене пысăк хак пачĕç, Галина Алексеевнăна пултарулăхра çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕç.
21 февраля, в Международный день родного языка, в Национальной библиотеке Чувашской Республики состоялась презентация книги Астрид Линдгрен «Лëннебергăри Эмиль мыскарисем» (Приключения Эмиля из Лённеберги), увидевшей свет в конце прошлого года в Чувашском книжном издательстве. Произведение шведской писательницы, любимого автора читателей всего мира перевела на чувашский язык Галина Матвеева, а проиллюстрировала художник Ирина Калентьева.