Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ангелина Павловскаян «Атте сасси» кĕнеки кун çути курчĕ

Ангелина Павловскаян «Атте сасси» кĕнеки кун çути курчĕ

«Эрехне юхтарас умĕн турăш умне чĕркуçленчĕ анне. «Каçар мана, аслă Турă. Ку эрехе сутма тăватăп. Питĕ пысăк çылăха кĕнине пĕлсех юхтарăп. Хам пĕр кашăк та сыпмастăп. Çемье пĕр пус укçасăр, ĕçсĕр юлчĕ. Çăкăр илме те укçа çук. Выçлăх çитрĕ пирĕншĕн. Выççа та, çĕтĕке те юлатпăр. Хĕрĕм шкул пĕтерсе тухсан тем пек малалла вĕренме каясшăн. Мĕнле вĕрентес ăна? Вĕреннĕшĕн тӳлемелле. Ниçта та пĕр ĕç те çук пире валли. Мĕн пурĕ виçĕ сурăх та пилĕк чăх пур. Мĕн тума пĕлес вĕсемпе? Халь пусса çиес-и е çанталăк сивĕтиччен усрас-и? — анне калаçнă май ун пичĕ тăрăх вĕри куççуль йăрлатать. — Этем чысĕ, совеçĕ çинчен манса каятăп та аншарли туса сутма тытăнатăп. Совеçпе çемьене ăшă тумтир çĕлесе тăхăнтартаймастăп, выçă хырăмсене те тăрантараймастăп», — терĕ те тăчĕ чĕркуççи çинчен.
Ку сăмахсене Чăваш кĕнеке издательствинче халь çеç пичетленсе тухнă «Атте сасси» романри сăнар калать — Аня амăшĕ, çитмен пурнăçпа тăвăнса çитнĕскер. Ĕçсем СССР арканнă, Раççее рынок самани çурхи кĕтмен шалкăм пек килсе инкеке кĕртсе ӳкернĕ хыççăн пулса иртеççĕ. Роман авторĕ — чăваш вулаканĕсем лайăх пĕлекен Ангелина Павловская çыравçă.
Рынок самани пуçлансан чăваш ялĕ палламалла мар улшăнать: шел, лайăх еннелле мар. Колхозсене салатса янă. Славаш ялĕнчи «выльăхсен хули» тесе ят панă фермăсен йĕрĕ те юлман. Вĕлтрен ашкăрать вĕсен вырăнĕнче. Тырă кĕлечĕсем пĕр пĕрене юлми «çухалнă», машина-трактор паркĕнчи техника та «çĕтнĕ». Славаш çамрăкĕсем хырăма тăрантмалăх укçа ĕçлесе илес тесе çĕршыв тăрăх саланнă. Килте юлнисен те чун канăçĕ çук. Аньăпа тантăшĕ Шупашкарти пир-авăр фабрики кăларнă тавара туянса ăна хаклăраха сутма республика тулашне кайса çӳреççĕ. Укçа кăна пуçпулса тăракан саманара ыранхи кун шанăçне те, пурнăç тĕллевне те çухатнисем ĕçке ярăннă. Асамат — Теренпе Лисукăн тĕпчĕкĕ — Çĕпĕре çитиех тухса кайнă, тайгара йывăç касса тирпейлет. Хуçасăрлăх, çĕршыв пурлăхне вăрласси-çаратасси унта та анлă сарăлнă иккен. Лайăххи — эпир çук çĕрте кăна-ши?.. Тĕнче касса çӳресе ывăннă качча тăван кил туртать, тĕлĕкре те, ĕмĕтре те ашшĕн йыхравне илтет вăл. Ашшĕ-амăшĕн чĕнӳллĕ сассине туймиех хытман каччă чунĕ. Таврăнать вăл тăван яла, пурнăç телейне унтах тупать, анчах — тӳрех мар.