Александр Галкинӑн «Хаваслӑ ачасем» калав пуххийӗ пичетленсе тухрĕ

Ачалӑха аса илес килет-и? Эппин, Чӑваш кӗнеке издательствинче анчахрах пичетленсе тухнӑ кӑларӑм сире валлиех. Александр Галкинӑн «Хаваслӑ ачасем» калав пуххийӗ «Кивелми кĕнеке» ярăмпа кун çути курнă. Унăн редакторĕ – В.В. Степанов, ӳнерçи – В.Я. Арапов, хуплашка авторĕ – И.Е. Калентьева. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Кăларăма вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ. Хайлавсенче сăнланă ĕç-пуç автобиографиллĕ пулнине палăртмалла. Çыравçă хăйĕн ачалăхĕ çинчен каласа кăтартать, класс пурнăçĕпе паллаштарать. Çавăнпа 1975 çулта вырăсла тухнă кĕнеке шăпах çавăн ятлă – «Я и мои друзья» – пулнă. Чăвашларан ăна В. Синицын куçарнă. Жанрне вара калавсенчен тăракан повесть тесе палăртнă. Калавсенче иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи шкул пурнăçне, ял халăхĕн кăмăл-сипетне уçăмлăн кăтартнă. Çав вăхăтри ял ачисем мĕнле шухăш-ĕмĕтпе ӳснине, вĕсене мĕн хумхантарнине пĕлме кăсăклă.
Кĕнекери тĕп сăнарсем – икĕ тус: 5-мĕш А класра вĕренекен Михаил Михайловпа Семен Семенов – Михаçпа Çимуш. Çынсем каланă тăрăх, вĕсем сăнран та, кĕлеткерен те пĕр пекех, çавăнпа ялта арçын ачасене «йĕкĕрешсем» тесе чĕнеççĕ, пĕр-пĕринпе пăтраштараççĕ. Шкулта туссем пĕр парта хушшинче лараççĕ, пĕрле кĕнеке вулаççĕ, пĕрле апат çиеççĕ, пĕрлех выляççĕ те кулаççĕ. Харкашасси, пĕр-пĕрне кӳренесси пулкалать, паллах, анчах арҫын ачасем хӑвӑртах мирлешеҫҫӗ.
Михаçпа Çимуш тата вĕсен тантăшĕсем мĕнле пăтăрмахсене лекнине пĕлес тесен «Хаваслă ачасем» кĕнекене алла тытма васкăр! Савăнмалли, тĕлĕнмелли пайтах кунта. Хальхи арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем 70-мĕш çулсенчи шăпăрлансен пурнăçĕпе çывăхрах паллашайĕç, вĕсен кăмăл-туйăмне пĕлейĕç; çитĕннисем вара ачалăх ытамне путĕç.