Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ачасене – пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен

«Пушар вăрă-хурахран хăрушăрах», – тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Чăн та, пĕчĕк шăрпăках мĕн тери пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Алхасса кайнă вут-çулăм никама та, ниме те хĕрхенмест. Эппин, аслисен кăна мар, ачасен те тимлъхе çухатмалла мар. Çуллахи шăрăхра – пушшех те. Вĕренекенсем каникулта пулнă май хăйсен пушă вăхăтне чылай чухне ирĕклĕ ирттереççĕ: аслисем ĕçре е асăрхаман чухне таçта та çитеççĕ. Кичемлĕхрен тарса темĕн тем пĕр шухăшласа кăлараççĕ. Вылянă-кулнă хушăра асăрханулăх çинчен вара чылай чухне манаççĕ.
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Петĕр Вашаватпа Веналий Савельевăн «Вăйăран вăкăр тухать» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна Наталия Орлова ӳнерçĕ илемлетнĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова. Кĕнекене кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕ. Авторсем хăйсен сăввисенче пушартан мĕнле сыхланмаллине кĕскен те ĕнентерӳллĕ каласа параççĕ.
Аслатиллĕ çумăр килчĕ
Йывăçа лăска-лăска.
Тавçăрса хăвах эс илччĕ:
Кантăка хупма васка.
Килте-и, урамра-и е уйра-вăрманта – пур çĕрте те асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтереççĕ.
Юрамасть кăвайт хумашкăн
Картишне е урама.
Нихăçан вутпа ан ашкăн –
Пултарать пушар тухма.
Кĕнекене çавăн пекех темăпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсем кĕнĕ. Тĕслĕхрен, хăвăра тĕрĕслесе пăхсамăр: «Яланах çынна тип шар Кăтартать хаяр …»; «Ăнсăртран тивертрĕн улăм – Ялкăшать хăрушă …».
Пĕчĕк вулакансем çĕнĕ кĕнекепе хаваспах палашĕç. Илĕртӳллĕ ӳкерчĕксем пĕлтерĕшлĕ самантсене ăша хывма, асра хăварма пулăшĕç.