Ачасем валли – çĕнĕ сăвă пуххи
Хӗлле е ҫуркунне, ҫулла е кӗркунне – ҫутҫанталӑк ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те хӑйне евӗр хитре. Анчах ҫак илеме сӑнама пӗлекен ҫеҫ кураять. Светлана Асамат чӑваш халӑх поэчӗ хӑйӗн ҫӗнӗ сӑвӑ пуххинче ҫамрӑк вулакана шӑпах тавралӑх асамлӑхне асӑрхама хистет. Кӑларӑм нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче 700 экземплярлӑ тиражпа кун ҫути курчӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова. Петр Сергеев художникӑн илӗртӳллӗ ӳкерчӗкӗсем тӳрех поэзи тӗнчине туртса кӗрсе каяҫҫӗ, лирика геройӗн кӑмӑл-туйӑмне ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка сӑнлать-и вӑл е пӗр-пӗр ачана – кашниех чӗрӗ пек туйӑнать. Ача-пӑча кӗнекинче вара ӳкерчӗксем капӑр пулни мӗн тери пӗлтерӗшлине пурте пӗлетпӗр.
Кӑларӑмри хайлавсенчен чылайӑшӗнче автор тӑван тавралӑха мухтаса сӑвӑлать. Кулленхи ахаль пулӑмсенчех мӗн чухлӗ тӗлӗнтермӗш пытарӑннӑ иккен! Ҫилсем те ӗшенеҫҫӗ, мӑшӑл-мӑшӑл тӑваҫҫӗ, ҫулҫӑ тӑкакан йывӑҫсем хурланаҫҫӗ, ҫӳл тӳпе пӗлӗтсен кӗпине пӑрса ҫакать... Чӳрече кантӑкӗ ҫинчи хӗллехи эрешсене акӑ еплерех курать лирика харкамҫи:
Пӑр ҫинчи ӳкрешкесем,
Кӑпӑшка юр тӑвӗсем,
Кӑтрашка юр пӗрчисем,
Уракан ҫил-тӑвӑлсем,
Шӑва-шӑва хум кӑларса
Таш ташлакан тӑмансем,
Кантӑк ҫинчи эрешкесем –
Ҫурхи йывӑҫ-курӑка
Асилтерен илемсем,
Туратсемпе ҫулҫӑсем...
Хайлав вӗҫӗнче виҫӗ пӑнчӑ ларать. Ку ӗнтӗ танлаштару речӗ вӗҫленменни, ӑна татах тӑсма май пурри ҫинчен систерет.
Тепӗр сӑвӑра поэт хӗвеле куҫ умне кӑларать, ӑна этем сӑн-сӑпачӗ кӳртет:
Сар хӗвел ирпеле – хӗрача,
Кӑнтӑрла – хӗр пике,
Кунӗпе – вичкӗн куҫлӑ хӗрарӑм,
Ӗнтрӗкпе – кукамай, асанне, кинеми.
Ҫут тӗнче – кунсерен,
Ҫулсерен ҫӗнелме пӗлекен
Ӑстапи-Илемпи.
Ача-пӑча тӗнчине те юратса сӑнарлать Светлана Васильевна. Ҫитӗнекен ӑру вӑйӑ-кулӑра ӑста, ӗҫпе вӗренӳре хастар.
Ҫамрӑк вулакансем ҫурхи ырӑ ҫанталӑкпа киленнӗ май «Ҫурхи ҫаврӑм» кӗнекепе паллашсан питӗ аван пулмалла.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ