5 САМАНТ ОЛЬГА ВАСИЛЬЕВА: «Вăл – манăн пĕрремĕш юрату»
5 САМАНТ
ОЛЬГА ВАСИЛЬЕВА: «Вăл – манăн пĕрремĕш юрату»
2020 çулта Чăваш кĕнеке издательстви кĕске интервьюсен ярăмне пуçарса янăччĕ. Хамăр авторсене 7 ыйтăва хуравлама сĕннĕччĕ. Темиçе уйăхра 100 яхăн прозаик, поэт, очеркист, критик, художник çинчен чылай интересли вуласа пĕлтĕмĕр, вĕсемпе çывăхрах паллашрăмăр. Чылай çынна килĕшрĕ ку проект. Çавна май ăна улăштарса-çĕнетсе малалла тăсас терĕмĕр.
Чăваш кĕнеке издательствин черетлĕ ярăмĕ «5 самант» ятлă. Пирĕн авторсем хăйсемпе пулса иртнĕ кăсăклă самантсене аса илĕç. Тен, вăрттăнлăхĕсене те уçĕç. Апла пулсан пирĕнпе пĕрлех пулăр, çыравçăсемпе ÿнерçĕсем çинчен чи малтан вуласа пĕлĕр. Паян, Пĕтĕм тĕнчери писательсен кунĕнче, «5 самант» ярăма уçатпăр.
Пирĕн редакцин пĕрремĕш хăни – Ольга Васильева прозаик тата куçаруçă. Унăн «Юхать çăлкуç…» кĕнеки тĕнчипех палăрчĕ – Ача-пăча кĕнекин пĕтĕм тĕнчери канашĕн (IBBY) хисеплĕ списокне кĕчĕ. Çыравçăн хайлавĕсемпе çавăн пекех «Кĕтмен юрату», «Саламлăр аннĕре» коллективлă сборниксенче паллашма пулать. Ольга Леонидовна Надежда Медюковăн, Ордем Галин хайлавĕсене чăвашла, Лидия Филипповăн, Анатолий Волковăн произведенийĕсене вырăсла куçарнă.
1. «Вăл – манăн пĕрремĕш юрату. Халĕ те чĕрере ăшă вырăн тупнă та лăпкăн тĕлĕрет. Анчах унпа çывăх тĕл пулсанах, хутшăнма май килсенех чун-чĕре хумханса, хĕпĕртесе каять. Кăмăл çĕкленет», – тет Ольга Васильева.
Сăмах кунта... акăлчан чĕлхи çинчен пырать. Пулас çыравçă пиллĕкмĕш класранпах пурнăçне акăлчан чĕлхипе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ, Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейне те çак чĕлхене тарăнрах вĕренме май пурришĕн ăнтăлнă. Ун чухне лицейра тăван чĕлхене чун-чĕререн юратма, илемлĕ хайлавсем шăрçалама хавхалантаракан Г.Л. Никифоров вĕрентекен патне лекессе шутланă-им?
Иккĕмĕш аслă пĕлĕве И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче шăпах ют чĕлхе факультетĕнче илнĕ Ольга Леонидовна.
2. Ольга Васильева прозаик кирек хăш повеçе те, пысăк-и вăл, пĕчĕк-и, темиçе çул çырать. (Калавсем вăл шута кĕмеççĕ.) Малтан повеçе пуçлать, пĕр-ик сыпăк çырсан... вĕçлемен хайлава сивĕнме хурать. Ун патне таврăниччен темиçе çул та иртме пултарать, анчах ăна пĕр самант та пуçран кăларса пемест çыравçă. Тавра курăм тата анлăлансан, сюжет йĕрĕ пиçсе çитсен повеçе каялла туртса кăларать те, пач урăх йĕрпе каять сăнарсен çул-йĕрĕ. Сăмахран, «Шурă туй кĕпи» повеçе 10-мĕш класра çырма пуçланă та алла диплом илес умĕн ун патне тепĕр хут таврăннă, «Кӳршĕ каччине» 2012 çулта пуçланă та 2016 çулта вĕçленĕ.
3. Юлашки çулсенче паллă чăваш çыравçисем хăйсен проза хайлавĕсене вырăсла куçарма О. Васильевăна шанса параççĕ. Чи малтан вара ăна Зоя Нестерова çыравçă «Арçынсем те макăраççĕ» романне куçарма ыйтнă. Ку ĕç 2006 çулта пулса иртнĕ. Анчах та кĕнеке калăпăшне курсан тата яваплăха туйса илсен Ольга Леонидовна... кĕнекене каялла тавăрса панă çыравçа. «Эпĕ куçаруçă мар, тытас та мар», – тесе шухăшланă ăшĕнче.
Каярахпа О.Васильевăн куçарăвĕпе Лидия Филипповăн «Заколдованная черемуха», Анатолий Волковăн «Счастье хирурга» кĕнекисем кун çути курнă. Зоя Нестеровăн «И мужчины плачут» романĕ 2009 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ. Вырăсла ăна С.А. Карпова куçарнă. «Зоя Алексеевнăпа çапла çăмăлттайла хăтланнишĕн халĕ те пит хĕрелет», – тет Ольга Леонидовна.
4. Чун тăвăлса çитнĕ самантсем те, ал лăштăр усăнни те пулать пурнăçра. Ун пек чухне О. Васильева алла кĕнеке тытать те вулама пуçлать. «Пĕр страница вуласа тухатăн – пуçа нимĕн те кĕмест, çавнах тепĕр хут – каллех нимĕн те ăнланмастăн, виççĕмĕш хут – пуçа тем кĕре пуçлать, тăваттăмĕш хутĕнче сăнарсем куç умне туха пуçлаççĕ, пиллĕкмĕш хут çав страницăна вуласан хайлав тĕнчине путатăн. Тем самантран пурнăç илемленсе каять, йывăрлăхĕсем те пусса хураканнисемех мар иккен, чунра та лăпкă. Лайăх кĕнекерен пахарах эмел пур-ши чуншăн?» – тет вăл.
5. Пĕрремĕш юр ӳксен пурте кĕçех Çĕнĕ çул çитессе аса илеççĕ. О. Васильева вара... хĕллехи спорт вăййисен трансляцийĕ – биатлонпа йĕлтĕрпе чупас ăмăртусем (лыжные гонки) – пуçланнишĕн хĕпĕртет. Май пур чухне пĕтĕм ĕçе пăрахса пăхма пултарать ăмăртăва. Çак кăсăклану ашшĕ-амăшĕнченех пырать. Вĕсем биатлона 1980-мĕш çулсенчех пăхма пуçланă, паянхи кун та сиктермеççĕ. Ăмăрту вĕçленсен, Раççей команди мала тухсан уйрăмах, çемйипех сӳтсе яваççĕ. «Тĕнче шайĕнче çĕршыв чапне çĕклес тесе ăмăртакан спортсменсене пăхнă май Тăван çĕршыва ытларах юратма пуçлатăн, мĕншĕн тесен вăл – пĕртен-пĕрре».
Май килсен Ольга Васильева хоккей тĕнче чемпионатне те хаваспах пăхать.