5 САМАНТ ЛАРИСА ПЕТРОВА: «Ман пекки урӑх ҫук тесе калас килнӗ пуль ҫав...»
5 САМАНТ
ЛАРИСА ПЕТРОВА: «Ман пекки урӑх ҫук тесе калас килнӗ пуль ҫав...»
Лариса Петрова çамрăк поэтессăн сăввисене вулакансем тарăн шухăшлăхĕшĕн, сăнарлăхĕшĕн килĕштереççĕ. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем шăрçаланă, вĕсем «Тантăш» хаçатра кун çути курнă. Унăн хайлавĕсем Хĕрлĕ Чутай район поэчĕсен антологине кĕнĕ, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Саламлăр аннĕре», «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная» коллективлă сборниксенче, «Самант», «Тăван Атăл» журналсенче пичетленнĕ. Вăл Тĕрĕк тĕнчин çамрăк писательсен Стамбулта иртнĕ форумне хутшăннă. Лариса Петрова хăйĕнпе пулса иртнĕ 5 самант çинчен каласа пама килĕшрĕ.
1. Сӑрланӑ чӗрне. «Пӗчӗк чухне кукамайпа кукаҫи патӗнче час-часах хӑналанаттӑм. Аннен йӑмӑкӗ те, Роза аппа, качча кайманччӗ-ха ун чухне. Пӗррехинче вӑл манӑн чӗрнесене сӑрласа ячӗ. Киле таврӑнсан атте хайхи «шедевра» курчӗ те тарӑхсах кайрӗ. Мана мар, Роза аппана та мар, аннене лекрӗ-ха уншӑн. «Хӗрне халех хӗр тӑватӑн-и?» ‒ янӑрарӗ кӑна. Чӗрне сӑрлани аванах марри пуҫа лайӑх кӗрсе юлчӗ ҫавӑн чухне».
2. Кӗске ҫӳҫ. «Ҫав тери кӗске ҫӳҫпех ҫӳремен те... анчах пӗр истори пулнӑччӗ. Ҫӳҫ вӗҫне тикӗслеттерме тесе юлташӑм патне кайрӑм. Вӑл хӑйӗн хуларан килнӗ тӑванне ҫӳҫ кастарнӑччӗ. Эпӗ те хачӑ айне кӗрсе лартӑм. Анчах мӗн чухлӗ касмаллине калама манса кайнӑ ‒ ман вӑрӑм ҫӳҫе татнӑ та тӑкнӑ, янах таран хӑварнӑ. Хӑраса кайрӑм. Киле ҫитсен тепре анне хӑраса кайрӗ. «Ай-уй, аҫуна мӗн калӑпӑр?» ‒ терӗ. Атте умӗнче тутӑр ҫыхса ҫӳреме тытӑнтӑм. Асӑрхаманччӗ пек. Анне ҫеҫ хушăран ман ҫине пӑхатчӗ те: «Юмахри Ухмах Йӑван пекех эс кун пек», ‒ тетчӗ».
3. Така. «Сурӑх черечӗ пӑхаттӑмӑр эпир малтан. Халӗ электрокӗтӳҫ пур та, уя тухса ҫӳреместпӗр. Черет пӑхнӑ чух вара веҫех лайӑх, анчах такасем тӗкӗшме пуҫласси хӑратать. Пӗрре ҫапла икӗ така тӗкӗшме тытӑннӑччӗ. Вӗсене чарма чупса пытӑм ҫеҫ ‒ пӗри темле тайкаланма пуҫларӗ, кайса ӳкрӗ. Вилсе кайрӗ хайхискер. Унтанпа такасем тӗкӗшессинчен тата вӑйлӑрах хӑратӑп».
4. Лариса Николаевна. «Сана аҫу ячӗпе мӗнле чӗнмелле?» ‒ ыйтнӑччӗ хамӑр ялти пӗр хӗрача. Вӑл манран аслӑрахчӗ, шкула ҫӳретчӗ. Ман вара ҫул ҫитменччӗ-ха. «Лариса Николаевна», ‒ терӗм эпӗ кашни сас паллине пусӑм туса. «О, пирӗн шкулта та Лариса Никалавна пур», ‒ терӗ ку хавхалануллӑн. «Вӑл Никалавна, эпӗ вара Николаевна», ‒ терӗм ӑна тӳрлетсе. «Ҫавах вӑл», ‒ тет ку. «Ҫук, ҫавах мар», ‒ тетӗп тарӑхсах. Ман пекки урӑх ҫук тесе калас килнӗ пуль ҫав...»
5. Штраф. «Хулана вӗренме килсенех ҫул урлӑ тӗрӗс мар каҫма хӑйрӑм. Чӑннипе каласан, хам тӗрӗс мар каҫнине пӗлмен те унччен. Ҫынсем ӑҫтан каяҫҫӗ ‒ эпӗ те вӗсем хыҫҫӑн. Ҫын хыҫҫӑн каймалла маррине ҫавӑн чухне ӑнлантӑм ҫав. Ҫул урлӑ каҫнӑ чух темӗн чухлӗнччӗ эпир. Анчах ПАИ ҫыннине хирӗҫ утаканни эпӗ ҫеҫ юлнӑ, ыттисем тахӑш самантра таҫта сирӗлсе пӗтнӗ. Ҫапла штраф ҫырса пачӗҫ те мана ҫавӑн чух. Куҫ япӑхрах курни те кӑштах такӑнтарчӗ пуль...»