Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Анонс

13 июня 2023

Паян, çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче, 16 сехет те 10 минутра Чăваш наци радио хумĕсемпе Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ ертсе пыракан «САС» черетлĕ кăларăм эфира тухать.

 

Калаçу Мускавра нумаях пулмасть иртнĕ «Хĕрлĕ тÿрем» кĕнеке фестивалĕ тавра пулĕ. Чăваш кĕнеке издательстви те унта хутшăннă.
Мĕнре çак фестивалĕн хăйне евĕрлĕхĕ? Кăçалхи кĕнеке уявĕ мĕнпе асра юлчĕ? Хальхи вулакан мĕнле кĕнекене ытларах кăмăллать? Çакă тата ытти ыйтусене «Хĕрлĕ тÿрем» кĕнеке фестивальне хутшăннă Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редактор çумĕ Ольга Федорова хуравлĕ. Итлеме хапăл тусамăр!