Альпăрт Канаш поэт çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа
04 августа 2023
Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарти Константин Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Альпăрт Канаш поэт çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă литературăпа музыка уявĕ иртрĕ.Мероприятие пуçтарăннă писательсемпе журналистсем, вĕрентекенсемпе шкул ачисем «Эпир – аптрамансем» куравпа паллашма пултарчĕç. Экспозицире сăнӳкерчĕксемпе Альберт Георгиевичăн тĕрлĕ çулта тухнă кĕнекисем пулчĕç. Стенд çине çавăн пекех «Николай Островские. Николаю Островскому» сăвва вырнаçтарнă.
Вун çич çултах тӳшек çине тӳнсен –
Эп браунинг е мăйкăч шырамарăм.
Эп Павкăпа тус пулнă пĕчĕкрен!
Ун сăнарне нихçан умран ямарăм! –
тесе çырнă нуша мĕнне çамрăклах астивнĕ поэт. Вăл 1928 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьское салинче çуралнă. Вăтам шкулта вĕреннĕ, анчах йывăр чире пула унăн чылай вăхăт вырăнпах выртма тивнĕ. Апла пулин те каччă пуçне усман, сăвăсем шăрçаланă, публицистика статйисем çырнă. Районта тата республикăра тухса тăракан хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнă. Ку кăна та мар, вăл пултаруллă яш-кĕрĕме хăй тавра пухнă – район хаçачĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвне ертсе пынă. 1962 çулта СССР Писательсен союзĕн членĕ пулса тăнă. Альберт Канаша гражданла лирика та, туйăмсене çутатасси те ют мар. Хайлавĕсенче пурнăçа юратни, ырра шанни, çутă малашлăха кĕтни сисĕнет. Вĕсенче самана сывлăшĕ тапса тăрать, хăват тĕлкĕшет, илĕртет.
Альберт Георгиевич чылай чăваш çыравçипе çыхăну тытнă. Петр Осипов писатель тата тухтăр унăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннă: сипленме майсем тупса панă, çырма хавхалантарнă. Сăвăç патĕнчен нихăçан та çын татăлман. Уçă кăмăллăскер, вашаватскер пурне те хапăлласа йышăннă. Хăнисем те кил хуçин тараватлăхне туйнă-тăр. А. Канаш Андриян Николаев космонавта хăйĕн кĕнекине парнеленĕ, Андриян Григорьевич вара пултаруллă ентешне хăйĕн сăнӳкерчĕкне алă пусса халалланă. Шел те, 1968 çулта сăвăçăн чĕри тапма чарăннă. Пурăннă чухне Альберт Георгиевич икĕ сăвă пуххи кăларма ĕлкĕрнĕ: «Сăвăсем» (1960) тата «Иккĕмĕш утăм» (1965). Каярахпа «На наковальне сердца» (1972), «Шăпчăксем, эп сире итлесе» (1978) кĕнекесем тухнă.
Мероприятие Литература музейĕн наука ĕçченĕ Галина Еливанова ертсе пычĕ. Уява «Надежда» халăх ансамблĕ «Чечексем, чечексем» юрăпа уçрĕ. Сăввин авторĕ, паллах, – Альпăрт Канаш. Унăн лирикăллă хайлавĕсемпе композиторсем чылай юрă кĕвĕленĕ.
Çĕрпӳ районне кĕрекен Чурачăк шкулĕнчи чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Венера Иванова Литература музейне пĕччен мар, мăнукĕсемпе пĕрле килнĕ – Шупашкарти 30-мĕш шкулта ăс пухакан Артемпа Арина Парусовсем А. Канашăн сăввисене пăхмасăр каларĕç.
– Альпăрт Канашăн ури тĕрекĕ пулман пулсан та чун тĕрекĕ пулнă. Çавăншăн мухтатăп эп ăна. Вăл – кĕрешӳçĕ, Çеçпĕл традицийĕсене малалла аталантараканĕсенчен пĕри. Поэзи унăн таса чунне кăтартса парать. Хăйĕн кăмăл-туйăмĕпе вăл чăваш поэзийĕн çӳпçине пуянлатнă, – терĕ филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Виталий Родионов профессор.
Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Александр Мефодьев доцент сăвăçпа çыру çӳретнĕ-мĕн. 1955 çулта «Ялав» журналăн çурла уйăхĕнчи номерĕнче Александр Иванович Альпăрт Канашăн сăввисене вуланă. Ум статйине Митта Ваçлейĕ çырнă пулнă. Çамрăк поэтăн хайлавĕсемпе паллашни тăххăрмĕш класс вĕренекенне Сантăра «чĕртсех» янă – хăйĕн те сăвă çырас килнĕ. Анчах мĕнрен пуçăнмалла? Хăтланса пăхнă – хут çинчи йĕркесем тивĕçтермен. Эппин, канаш ыйтса сăвăç патне çыру çырмалла. Адресне пĕлменни те ура хурайман ачана. Редакцине шăрçаланă. Тем вăхăтран, чăнах та, Альпăрт Канашран хурав вĕçсе çитнĕ. Конверт пичĕ çинче адресне чăвашла çырнă-мĕн. «Александр Мефодьев çамрăк сăвăçа» тенĕ тата. Вăл Сантăртан вун çул аслăрах пулнă, апла пулин те хăйне «эсĕ» теме ыйтнă. Ку тăванлăха пĕлтерет-мĕн. Çакăнтанпа поэзие парăннă яшсем пĕр-пĕрин патне çырусем ăсатма тытăннă, пĕр-пĕрне сăвăсем ярса панă. Асли кĕçĕннине сĕнӳсем панă, анчах аслă çын пек вĕрентсе мар, тантăшпа калаçнă пек юптарса. «Каярахпа юлташсемпе алăпа çырса «Юхма» ятлă журнал кăларма пуçларăмăр. Виçшер экземпляр хатĕрлеттĕмĕр», – аса илчĕ Александр Иванович. Паллах, ку утăм та Альберт Георгиевич хавхалантармасăр пулман-тăр. «Альпăрт Канаш маншăн атте пек, пичче пек», – терĕ сумлă литературовед.
Геронтий Никифоров Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ юбиляр-сăвăçăн пултарулăхне пысăка хурса хакларĕ:
– Унăн сăввисем чăваш чĕлхине, тăван çĕре юратма вĕрентеççĕ. Вĕсенче мĕн чухлĕ метафора, эпитет, танлаштару! «Эп çуралман поэт пулма...» – тесе çырнă вăл пĕр сăввинче. Ӳкерме юратаканскер художник пулма ĕмĕтленнĕ. Стена хаçачĕсене илемлетес ĕçе те хутшăннă. Эпир шкулта ачасене поэтăн йывăр шăпи çинчен каласа паратпăр, унăн пурнăçа юратма хистекен сăввисемпе паллаштаратпăр, – терĕ Геронтий Лукьянович.
Уява Альпăрт Канашăн юлташĕ, Хусанта пурăнакан Альберт Кольцов поэт, журналист та, килсе çитнĕ. Чăваш сăвăçи çуралнăранпа 95 çул çитнĕ тĕле ăна халалланă статья пуххи пичетлесе кăларнă вăл. Аслă тусĕн сĕнĕвĕсем ăна пурнăçра çырма хавхалантарса тăнă. Сакăр вун пиллĕкре пулин те, журналистикăна халĕ те пăрахмасть Альберт Миронович.
Альпăрт Канашăн эткерлĕхне пухса-упраса хăварас, сарас тĕлĕшпе унăн шăллĕ Юрий Кожанов чылай ĕçленĕ. Шел те, икĕ çул каялла вăл çĕре кĕнĕ. Мероприятие унăн мăшăрĕ килнĕ. Шăпах вăл тăрăшнипе пухăннисем А. Канашăн сассине илтме пултарчĕç: Альберт Георгиевич хăйĕн сăввисене вуланине çыртарса хăварнă пулнă.
Уяв чăннипех хаваслă иртрĕ. Альпăрт Канаш пирĕн хушăра тахçанах çук ĕнтĕ. Анчах унăн ячĕ паян та пирĕн асрах, поэт пурăннă чухнехи пекех хăй тавра йышлă халăх пухма пултарать. Чăн-чăн тасалăх, ырăлăх, çепĕçлĕх туртать-тĕр вулакана ун патне.