Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Алексей Медведев çыравçă çуралнăранпа 110 çул çитнине уявларĕç

12 октября 2023

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти Константин Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Алексей Медведев çыравçă (1913–2001) çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă литературăпа музыка уявĕ иртрĕ.

 

Мероприятие писательсемпе журналистсем, юрăçсем пуçтарăнчĕç. Вĕсем «Пирĕн ят çухалмĕ» куравпа паллашма пултарчĕç. Кунта сăнӳкерчĕксемпе Алексей Фомичăн тĕрлĕ çулта тухнă кĕнекисене вырнаçтарнă.
Мероприятие Литература музейĕн наука ĕçченĕ Галина Еливанова ертсе пычĕ. Вăлах пухăннисене çыравçăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Уява «Шанăç» ветерансен халăх хорĕн «Хавхалану» ансамблĕ (ертӳçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Арланов баянист) пĕр хаваслă та пĕр тунсăхлă юрăсемпе илемлетрĕ.
Алексей Медведев 1913 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Урапакасси ялĕнче çуралнă. Палтайри тата Етĕрнери шкулсенче вĕреннĕ. 1931 çулхи çуркунне Чулхулана автогигант тума тухса кайнă. Пĕр хушă Вăтам Азире вăй хунă. Хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслесе пăхнă: çĕр чавнă, статист, техника контролерĕ, корректор, репортер, библиограф, редакцин яваплă секретарĕ, корреспондент пулнă. Алексей Фомич Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçăри паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, Тăван çĕршыв вăрçин II степеньлĕ орденĕпе, темиçе медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн чылай çул Етĕрне районĕнчи «Правда» колхоза ертсе пынă.
Литературăри çитĕнӳсемшĕн ăна Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă (1983). 1972 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ пулнă. Алексей Медведев – чи лайăх чăваш прозаикĕсенчен пĕри. Литературăра 1930-мĕш çулсенчех ят илнĕскер, вăл хăйĕн тĕп темине, тĕп сăнарĕсене Тăван çĕршывăн аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче çĕнĕ хавхаланупа ура çине тăракан тури чăваш ялĕнче тупать. Васкамасăр, тĕплĕн те тӳррĕн çырнă калавĕсемпе повеçĕсенче вăл ял çыннин савăнăçне, нуши-тертне, шăпа тĕрĕслевĕсемпе чун-чĕре тăрăмне витĕмлĕ те ăста сăнласа кăтартать.
Çыравçăн паллăрах кĕнекисем: «Юлташ йĕрĕпе» (1941), «Ылтăн уй» (1983), «Тулли пучах» (1988), «Чун хыпса çунсан» (2018). Писатель ачасем валли те çырнă. Çитĕнекен ăру валли хайланисен йышĕнче – «Аля кăвакалĕсем» (1967), «Пирĕн отряд» (1959, 1971, 1980). Вăрçă çинчен А. Медведев васкамасăр çырнă. Ку темăпа пичетленсе тухни питĕ сахал, анчах алçырăвĕсем пулнă. Кĕçĕн хĕрĕ Акулина вĕсене Алексей Фомичăн юлташне парса янă. Лешĕ редакцие çитерме, хатĕрлесе кăларма шантарнă. Шел, вĕсем паянхи кунччен те кун çути курайман, халĕ ăçта пулни те паллă мар. Алçырусене илсе кайнă çын та ку тĕнчере çук ĕнтĕ.
Алексей Фомич апат пĕçерме те юратнă-мĕн. Пĕр хушă поварта та ĕçленĕ, рецептсем пухса пынă. Каярахпа вăл «Тутлă апат-çимĕç» кĕнеке пухса кăларнă. Ун патне писательсем пырсах çӳренĕ. Хăнисене кил хуçи хăй хатĕрленĕ шăрттанпа кĕтсе илнĕ.
2018 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче «Эткер» ярăмпа Алексей Медведевăн «Чун хыпса çунсан» калавсемпе повеçсен пуххийĕ кун çути курчĕ. Унăн редакторĕ тата пухса хатĕрлекенĕ – Борис Чиндыков. Тĕпрен илсен, автор хайлавĕсене вăрçă хыççăнхи вăтăр-хĕрĕх çул хушшинче çырнă.
2003 çулта Галина Еливанова Етĕрне районĕнчи Урапакассине çитсе килнĕ. Ун чухне вăл Алексей Фомичăн архивĕпе паллашнă, хăш-пĕр çырăва, кун кĕнекинчи сыпăксене çырса илнĕ. Уява пухăннисене ку паха материала вырăнăн-вырăнăн вуласа пачĕ Галина Георгиевна. Çак самантра писатель хăй пирĕн хушăра пулнăнах туйăнчĕ. Ара, ашшĕ-амăшĕ, юлташĕ патне шăрçаланă çырусенче, кун кĕнекинче унăн шухăш-кăмăлĕ, туйăмĕ уççăнах палăрать, хăй куç умне тухса тăрать.
Алексей Медведев 2001 çулта тăван ялĕнче вилнĕ. Хăй пирĕн хушăра çук пулин те унăн хайлавĕсем чăваш литературин ылтăн çӳпçинче упранаççĕ, кĕнекисене алла тытса вулама, писателе мĕн хумхантарнине пĕлме пултаратпăр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Еще видео 1, видео 2, видео 3...


Галерея

IMG_20231011_140253 4 3 IMG_20231011_145105 5 6