Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Александр Трофимовăн «Тепре куриччен!» кĕнеки кун çути курчĕ

27 сентября 2023

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Александр Трофимовăн «Тепре куриччен!» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ.

 

Унта тĕрлĕ çулсенче çырнă хайлавсем кĕнĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Анна Никонорова. Тиражĕ – 800 экземпляр. «Тепре куриччен!» повеçне автор Иван Прокопьев учителĕн çутă сăнарне асра тытса шăрçаланă. Тĕп геройăн темле йывăрлăх витĕр те тухма тивет, анчах вăл пурпĕр пуçне усмасть, ырра шанма пăрахмасть. Тарават кăмăлне кура ăна пулăшакансем тупăнсах тăраççĕ.
Калавсенче çыравçă çĕршывăмăр кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсене сăнланă. «Сĕрĕмри» Ваççук, тĕслĕхрен, телейлĕ çемьере ӳснĕ. Унăн ашшĕ ял активисчĕ пулнă, амăшĕ кил-çурт ăшшине упранă, ачи-пăчине пăхнă. Анчах пăтрашуллă самана йăлт аркатать. Арçын ачан ашшĕ кĕтмен çĕртен «халăх тăшманĕ» пулса тăрать. Çын курайманлăхĕ мĕн тери хăрушшине «Юрату хăвачĕ» калавра та кăтартса панă. Зинаида Павловна вĕрентекен тăр пĕччен пурăнать. Çамрăк чухне унăн ашшĕ-амăшĕ те, савнийĕ те пулнă-çке. Эппин, ăçтан персе аннă-ши ун тĕлне хурлăхлă шăпа?
«Ашак Хăлхи» хайлавра автор десантниксен паттăрлăхĕ çинчен сăмах хускатнă. Писателĕн чĕлхи чуна пырса тивмелле витĕмлĕ те çаврăнăçуллă.

Подробнее о книге...


Галерея

Александр Трофимов Александр Трофимов-Тепре куриччен