Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Александр Пушкинăн сăввисем чăвашла янăраççĕ

30 мая 2024

Вырăссен паллă поэчĕ Александр Пушкин çуралнăранпа кăçал 225 çул çитет. Раççейре ку датăна анлăн паллă тăваççĕ. Чăваш халăхĕ пултаруллă сăвăçа сума сăвать, асра тытать. Унăн сăвви-калавĕ чăвашсен чылай поэтне тата прозаикне хавхалантарнă. Михаил Федоров 1884 çулта çапларах çырса хăварни пур: вырăс писателĕсен, уйрăмах А.С. Пушкинăн, произведенийĕсене вуланă тата тĕпченĕ май вăл алла калем тытма хатĕр пулнă, «Бесы» поэмăна куçарма пуçăннă. Анчах куçару йывăррăн пынă. Вара Михаил Федорович чăваш пурнăçĕпе çыхăнтарса çакăн евĕрлĕрех хайлав çырма çук-ши тесе шухăша путнă. Вăл чăвашсен арçури çинчен калакан халапĕсене аса илме пуçланă та куçару вырăнне хăйĕн «Арçури» балладине шăрçаласа пăрахнă.
Пушкинăн паллă хайлавĕсенчен чылайăшне чăвашла куçарнă. Вĕсене тăван чĕлхене куçарнă паллă поэтсемпе прозаиксен йышĕнче – Спиридон Михайлов, Çеçпĕл Мишши, Михаил Федоров, Константин Иванов, Митта Ваçлейĕ, Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Александр Алка, Стихван Шавлы, Юрий Сементер, Николай Теветкел т. ыт. те. Халĕ ку ятсем çумне Василий Кошкин-Кервен хушăнчĕ. Александр Пушкинăн «Я помню чудное мгновенье... Асрах асамĕ çав самантăн...» сăвă пуххине хатĕрлекенĕ тата чăвашла куçараканĕ шăпах вăл-çке. Поэт çуралнăранпа 225 çул çитнĕ тĕле кăларăм Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Наталия Орлова. Тиражĕ – 600 экземпляр.
Кĕнекене А.С. Пушкинăн суйласа илнĕ сăввисемпе «Евгений Онегин» сăвăлла романĕнчи пейзаж çаврăмĕсем кĕнĕ. Чи малтанах «Пророчество поэта» умсăмахпа паллашма пулать. Унăн авторĕ – Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев профессор. «Пушкин чăвашла калаçать» умсăмаха çыраканĕ – Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ, чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, философи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Исмуков профессор.
«Хальхи пултаруллă поэтăн куçару ăсталăхĕ питĕ савăнтарать. Вăл яланах автор мĕнле виçепе çырнине тата рифмăсем йĕркесенче еплерех черетленнине пачах пăсмасăр туллин тытса пыраять. Пирĕн хăш-пĕр куçаруçă çавсене шутах илсе каймасть, калăпăшне ӳстерни е чакарни, састашĕсен вырăнĕсене арпаштарни те час-часах пулкалать. Кервен вара шухăш-туйăма çеç мар, сăмахсене те упраса хăварма тăрăшать. Темиçе тĕслĕх илсе кăтартар-ха:
Сквозь волнистые туманы
Пробирается луна,
На печальные поляны
Льет печально свет она.
(«Зимняя дорога»)

Уйăх чĕлтĕр-чĕлтĕр хумлă
Тĕтрене сирсе тухать,
Хăйĕн çутине салхуллă
Уçланка салху тăкать.
(«Хĕллехи çул»)
Авторăн кашни сăмахнех çаврăма кĕртейнĕ-çке!
Я помню чудное мгновенье
Передо мной явилась ты,
Как мимолетное виденье,
Как гений чистой красоты.
(«К***»)

Асрах асамĕ çав самантăн:
Тухса тăрсаттăн ман тĕле,
Вĕл вĕçнĕ пек куçран ăсантăн
Таса илем управçилле.
(«К***»)
Ку сăвва нумай поэт чăвашла куçарнă, анчах пĕри те, ман шутпа, ăша çакăн пек вырнаçаймасть», – тет Николай Аверкиевич.
Василий Гаврилович Пушкинăн эпир ачаран пĕлекен чылай сăввине куçарнă: «Воспоминания в Царском Селе» («Патша Ялĕнчи асаилӳ»), «К Чаадаеву» («Чаадаев патне»), «Узник» («Тĕрмере»), «К» («Я помню чудное мгновенье...», «Асрах асамĕ çав самантăн...»), «Зимний вечер» («Хĕллехи каç»), «Няне» («Няньăна»), «Зимняя дорога» («Хĕллехи çул»), «Анчар», «Зимнее утро» («Хĕллехи ир»), «Я вас любил, любовь еще, быть может...» («Сире савсаттăм: туйăм чĕрĕлет-тĕр...»), «Я памятник себе воздвиг нерукотворный...» («Алпа ăсталамасăр эпĕ лартрăм палăк...») т. ыт. те. «Евгений Онегин» сăвăлла романĕнчи пейзаж çаврăмĕсене те пĕрре мар илтнĕ: «Но наше северное лето...» («Çак пирĕн çурçĕрти çулла вăл...»), «И вот уже трещат морозы...» («Çитет те шартлама васканăн...»), «Зима!.. Крестьянин, торжествуя...» («Хĕлле!.. Хресчен хитре уявлăн...») т. ыт. те.
В.Г. Кошкин-Кервен – поэт, прозаик, журналист, Раççей Писателĕсен союзĕн пайташĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, М.Д. Трубина ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ. Унăн критика статйисем хаçат-журналта тăтăшах тухаççĕ. Вăл ытти халăхсен поэзине чăвашла куçарать. Уйрăмах чунне А.С. Пушкин пултарулăхĕ илĕртет. Аслă поэтăн лирикине икĕ чĕлхепе кăларма ăна вĕрентекенсем сĕннĕ. Çĕнĕ кăларăм поэзие юратакан пур çыншăн та хаклă парне пулĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...


Галерея

Александр Пушкин-Я помню чудное мгновенье В.КЕРВЕН_2