Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Акатуй сăввисенче» – халăх йăли-йĕрки, пуян сăмахлăхĕ

11 июля 2024

Ачасем çуллахи каникулта канаççĕ, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ валли вăй-хал пухаççĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче тимлекенсем вара ырми-канми ĕçлеççĕ, вĕсем валли çĕнĕ кăларăмсем хатĕрлеççĕ. Тин кăна акă Светлана Асаматăн «Акатуй сăввисем» кĕнеки типографирен çитрĕ. Ăна вăтам классенче вĕренекенсем валли кăларнă. Ӳнерçисем – Мария Ермолаевăпа Екатерина Васильева.
Кăларăма виçĕ хайлав кĕнĕ. «Тарни» сăвăлла халапра автор тавçăруллă чăваш хĕрарăмĕпе унăн паттăр мăшăрĕ çинчен каласа парать. Арçын тыткăна лексен арăмĕ «сывпуллашма» килет те ăна ал шăлли парса хăварать. Хайхи парне ахаль япала пулман, тĕрленĕскер. Тĕрĕ мĕнлерех вăрттăнлăх упранине тăшмансем чухламан, паллах. Анчах арçын йăлтах ăнланнă:
Тепĕр ирпе çавă чăваш
Тарнă пулать тыткăнран,
Парне çинче çырнине вăл
Пулама пултарнăран.
«Акатуй сăввисенче» авалхипе хальхи чăваш уявĕ çинчен сăмах пырать. Кунта чăвашсем мĕнпе мăнаçланнине, мĕне мала хунине ăнланса илме пулать. Йăхташăмăрсем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ иккен. Уявсенче ытти халăх ывăлĕ-хĕрне пуçтарма, хăналама та ăста. «Пĕр кайăк» сонет кăшăлĕнче поэт çутçанталăк илемне сăнанă май пуян Вăрмана – халăх, ĕçчен кайăка çын евĕрлĕ сăнарласа, кăткăс танлаштарусем, пĕтĕмлетӳсем туса тĕлĕнтерме тăрăшать.
Светлана Смирнова (Асамат) – çирĕм çичĕ кĕнеке авторĕ. Вăл – чăваш халăх поэчĕ, юрăç, композитор, куçаруçă, журналист. Ачасем валли çырнă сăввисем «Çумăр ташши», «Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк», «Алфавит», «Малышня», «Урам вăранчĕ. Улица проснулась», «Çурхи çаврăм» кĕнекесене кĕнĕ. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Ульяновск облаçĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ, Ульяновск облаçĕн И.Я. Яковлев ячĕллĕ, Пушкăртстанри Фатых Карим ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ.
С. Асамат 1952 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кайри Ăнтавăш ялĕнче çуралнă. Канашри педагогика училищинчен, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Тĕрлĕ шкулта ачасене музыка вĕрентнĕ. Чăваш радиопа телевиденийĕнче, Чăваш наци музейĕнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра Чăваш наци радиовĕнче ĕçлет. Раççей Федерацийĕн Писательсен тата Журналистсен союзĕсен, Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн пайташĕ.
Светлана Васильевна хăйĕн çĕнĕ кĕнекине Çеçпĕл Мишшин 125 çулхи юбилейне халалланă. Ку пĕртте ăнсăртран мар. «Манăн хайлавсем хаçат-журналта пичетленсех тăнă-ха, анчах 1984 çулта сăввăмсем пирвайхи хут кĕнекере – «Çеçпĕл çеçкисем» ятлă сборникра – кун çути курнă. Ку маншăн чăваш литературинчи пĕрремĕш утăм пулнă темелле. Тепĕр икĕ çултан уйрăм кĕнекем тухнă. Унсăр пуçне 1989 çулта Чăваш комсомолĕ мана Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премие панă. Унтанпа вăтăр пилĕк çул иртнĕ», – пĕлтерчĕ чăваш халăх сăвăçи.
Автора малашне те кал-кал ĕçлеме хавхалану сунатпăр, çамрăк вулакансене вара вăхăт тупса «Акатуй сăввисемпе» паллашма сĕнетпĕр.

Ольга ИВАНОВА

Подробнее о книге...


Галерея

Светлана Асамат-Акатуй сăввисем Светлана Асамат 1 2 3