Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Айгиз Баймухаметовăн «Юмахсăр ачалăх» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

20 июня 2023

Айгиз Баймухаметов пушкăрт çыравçин ятне чăваш вулаканĕсем чи малтанах «Çамрăксен хаçатĕнче» пичетленнĕ хайлавĕсем урлă пĕлекен пулчĕç.

 

Айгиз Гиззатович 1988 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пушкăртстанри Белорецк районĕнчи Абзаково ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ашшĕ-амăшĕнчен питĕ ир тăлăха юлнă, ача çуртĕнче ӳснĕ. Пушкăрт патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан «Башкортостан» хаçат редакцийĕнче культура пайĕн корреспондентĕнче ĕçленĕ. Халĕ «Шонкар» журналăн тĕп редакторĕнче вăй хунипе пĕрлех Пушкăртстанри писательсен союзне ертсе пырать.
А. Баймухаметов – Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ, Пушкăрт Республикин Шайхзада Бабич ячĕллĕ çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ. Унăн «Ан пăрах, анне!» повеçне çирĕм ытла чĕлхене куçарнă, тĕрĕк чĕлхиллĕ темиçе çĕршывра шкулсен, университетсен вĕренӳ программине кĕртнĕ. Ăна Чăваш кĕнеке издательстви 2019 çулта чăвашла (куçаруçи – Дмитрий Моисеев прозаик) пичетлесе кăларчĕ. Çак кунсенче вара çамрăк çыравçăн тепĕр кăларăмĕ – «Юмахсăр ачалăх» – кун çути курчĕ. Кĕнекене икĕ хайлав кĕнĕ. Чăвашла вĕсене хальхинче те Дмитрий Моисеев куçарнă. Редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Ирина Андреева. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
«Урам ачисем» повеçри Данилăн килĕ те, амăшĕ те пур – савăнса çеç пурăнмалла пек. Анчах ачан ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕни çемье телейне аркатать. Вĕçĕмсĕр ĕçкĕ, харкашу-янрашу... Çакна чăтайманнипе тĕп сăнар килтен тухса каять. Урамра вăл юлташсем тупать. Вун пилĕк çулти Чиканпа вун иккĕри Мăйăр нумай хутлă кивĕ çуртăн путвалĕнче пурăнаççĕ-мĕн. Ырă пурнăçран килсе лекмен кунта ачасем. «Кашнин – хăйĕн чун ыратăвĕ, хуйхи». Мăйăр çулталăк каялла ача çуртне çакланнă иккен: ахаль те ашшĕсĕр çитĕннĕскерĕн амăшне тĕрмене хупнă. Аслисен пусмăрне тӳсейменнипе арçын ача патшалăх çуртĕнчен тухса тарнă.
Чиканăн чăн ячĕ – Тимур. Вăл нумай ачаллă çемьерен, пилĕк ачаран чи асли. Ашшĕне пачах астумасть, амăшĕ эрех ĕçме кăмăллать. Тимур шкулта кĕçĕнреххисенчен укçа тăпăлтарма ĕнкĕртнĕ. Сас-хура хур курнисен ашшĕ-амăшĕн хăлхине кĕрсен шăв-шав çĕкленнĕ. Арçын ача колоние лекесрен хăранипе ют хулана тухса тарма шут тытнă... Аслисене шанма пăрахнă ĕнтĕ ку ачасем. Хырăм выççи вĕсене вăрă ĕçĕпе аппаланма хĕтĕртнĕ.
Мĕн тери хăрушă – ку çамрăксем пурăнма та пуçламан-ха, анчах пурнăçран йăлăхнă, вилĕм пирки калаçаççĕ, мĕншĕн тесен килсĕр-çуртсăрскерсемшĕн вăл пушшех те çири кĕперен çывăхрах. «Этем вилсен çывăх çыннисем макăраççĕ, ăна хĕрхенсе пăшăрханаççĕ. Эпир вилсен кам йĕрĕ? Пире ыттисем пек чыслăн та пытармĕç. Масар çине илсе кайса шăтăка пăрахĕç те – ĕçĕ те пĕтнĕ. Ятăмăра, хăçан çуралнине çырсан юрĕччĕ-ха. Çук, номер парĕç те – пулчĕ. Çын çак тĕнчене килмен те, пурăнман та тейĕн. Вилсен ырăпа аса илмелле пурăнас килет. Шел, пире ун пек телей пӳрмен. Вăт çакă кӳрентерет...» – тет Чикан мăн çынла.
Данил чылай терт-нушапа тĕл пулать, йывăр çухатусем тӳссе ирттерет. Чи пĕлтерĕшли – çын пулма пăрахмасть.
«Юмахсăр ачалăх» ярăмри калавсем тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнă, ача çуртĕнче ӳсекен хĕрачасемпе арçын ачасен шăпипе паллаштараççĕ. Пурнăç нуши-тертне пĕчĕклех астивме тивет вĕсен. Вăйлисемпе аслисем час-часах айваннисемпе кĕçĕннисене кӳрентереççĕ. Хырăм выççи, сăлтавсăрах вăрă тесе айăплани, воспитательсен тимсĕрлĕхĕпе явапсăрлăхĕ, ĕмĕте пурнăçлама май çукки... – темĕн тĕрлĕ тĕрĕсмарлăхпа пăтăрмах тухса тăрать тăлăхсен умне. Этем чысне упраса хăварас тесен çирĕп кăмăллă та тӳсĕмлĕ пулмалла.
«Айгиз Гиззатовича çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче, чикĕ леш енче иртекен форумсемпе фестивальсене тăтăшах йыхравлаççĕ. Унта вăл каланă кашни сăмаха çырса пыма, ăса хума пулать. Мĕншĕн тесен кирек ăçта та çыравçă тарăн шухăшĕпе тĕлĕнтерет, чун тасалăхĕн ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăрать. Хайлавĕсенче те çаплах – пирĕн хушăри çынсене сăнаса калăпланă геройĕсем вулакана пурнăçра тĕл пулакан тĕрĕсмарлăхсемшĕн пăшăрхантарса кулянтараççĕ, ырри усала çĕнтернишĕн савăнса хăпартланма май параççĕ. Анчах пархатарли-сăвапли те хаярлăха, чыссăрлăха пур чухне те çĕнтереймест, çавăн пек самантсенче вулаканăн чунĕнче тарăху-кӳренӳ туйăмĕ те капланма пултарать. Çапла, Айгиз Баймухаметовăн прозине куççульленмесĕр вулаймăн. Ку чухнехи саманан çитменлĕхĕсене сăнлакан чăн литературăн çавăн пек пулмалла та ĕнтĕ», – тет Дмитрий Моисеев куçаруçă.
Çĕнĕ кĕнеке вулакансен кăмăлне каясса шансах тăратпăр.

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

Айгиз Баймухаметов-Юмахсăр ачалăх Айгиз Баймухаметов-2