Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ачасем валли – Юлия Силэмăн «Хĕвел питлĕ кукăль. Солнечный пирог» кĕнеки

05 июня 2024

Килте пĕçернĕ кукăль ялан тутлăрах. Юлия Силэмăн кĕнекинчи кукăль вара хĕвел питлĕ пулса тухнă. Çĕнĕ кăларăм икĕ чĕлхепе «Хĕвел питлĕ кукăль. Солнечный пирог» ятпа нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă.

Куçаруçисем – Юлия Силэм тата Зоя Романова, ÿнерçи – Наталия Андреева, редакторĕ – Ольга Федорова.
Кĕнеке икĕ пайран тăрать, пĕрремĕшĕнче – Сухви ятлă хĕрачапа паллаштаракан калавсен ярăмĕ, иккĕмĕшне юмахсем кĕнĕ. Малтанах пĕчĕк Сухви ашшĕпе, амăшĕпе тата пĕчĕк шăллĕпе Мускавра тĕпленнĕ, Раштава вара вĕсем çемйипех Чăваш çĕршывне çул тытаççĕ. Кунта хĕрачан аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ пурăнаççĕ. Кунти пурнăç çамрăк çемьене кăмăла каять:
«Пĕр кунхине ашшĕ пурне те çĕнĕ хыпар пĕлтерчĕ:
– Эпир аннÿпе иксĕмĕр ялтан каясшăн мар. Хулана таврăнмастпăр. Кунтах юлатпăр», – тет вăл. Ку хыпара илтсен Сухви тарăн шухăша каять, юлашкинчен ашшĕ-амăшĕпе килĕшет хĕрача.
Чăваш ялĕнче пурнăç хăйне май интереслĕ те илемлĕ иккен. Кунти пурнăçпа паллашать вăл, çĕнĕ сăмах çаврăнăшĕсене вĕренет. Ял ĕçчене юратать. Сухви те аслисемпе тан тăрăшать: утă тавăрать, сухан çинче тăрăшать. Анчах пĕчĕкскер часах ывăнать.
«– Йăрану вĕçĕнче авă путене юрлама пуçларĕ», – тесе хавхалантарать ăна кукашшĕ. Утă пуçтарнă чухне вара «Хĕвел ури пусрĕ» тени мĕне пĕлтернине ăнлантарса парать кукамăшĕ. «Ши! кайрăм, пи! кайрăм» тени тата мĕскер-ши? Кун вăрттăнлăхне те кĕçех пĕлет хĕрача.
Мăнкун тĕлне вара амăшĕ ирех тăрса кукăль çупма шутлать. Çăмăл ыйхăллă Сухви вăранать те амăшĕпе пĕрле кукăль пĕçерет. Хĕвел питлĕ пулса тухать вăл. Мĕншĕн ун пек калать-ши хĕрача? Куна вулакан кĕнекепе паллашсан пĕлĕ.
Çавăн пекех кăларăма «Тумлам» тата «Улмуççи» юмахсем кĕнĕ.

Подробнее о книге...


Галерея

Юлия Силэм-Солненчный пирог (1) СИЛЭМ-27 СИЛЭМ-61