«Вуникĕ утăм» тата чăваш чунĕ: Элтияр Александровăн çĕнĕ кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ
27 октября 2026
«Паянхи каҫа эпӗ чунлӑ тӑвасшӑн, хампа пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе чуна уҫса калаҫасшӑн», – терӗ Элтияр Александров Чӑваш Республикин Наци библиотекин акт залӗнче «Вуникĕ утăм» кăларăмӑн хӑтлавне уҫнӑ май. Чӑн та, уяв питӗ кӑмӑллӑ иртрӗ, тӑван юрӑ-кӗвӗпе йӑла-йӗрке ытамне путма, чӑваш сӑмахӗн хӑвачӗпе хӑпартланса савӑнма май пачӗ.
«ЫЛТӐН ҪИНЧЕ ПУРӐНАТПӐР»
Прозӑлла сӑвӑсен пуххи кӑҫал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Хӑш-пӗр вулакан унпа паллашма та ӗлкӗрнӗ. Автора саламлама ӑсчахсемпе ҫыравҫӑсем, журналистсемпе библиотекарьсем, Элтияр Александровӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑ-журналист «Вуникӗ утӑм» еплерех ҫурални ҫинчен каласа пачӗ.
«Чылай хушӑ Чӑваш наци радиовӗн хумӗсем ҫинче “Шӑнкӑр ҫемӗ” кӑларӑм тухса пычӗ. Чӑн малтанах пирӗн тӗп тӗллев сӑвӑ ҫырасси мар, чӑвашсен илемлӗ юрри-кӗввипе паллаштарасси пулнӑ. Хамăн сăвăсене тата чӑваш юррисене пĕрле пуçтарса литературăпа кĕвĕ композицийĕсем йĕркелеме пуҫларӑм. Паллах, ун пек чухне юрӑ ҫинчен кӑна ҫырмастӑн ӗнтӗ. Хама хумхантаракан, шухӑшлаттаракан темӑсене хускататтӑм. Тӑван халӑх кун-ҫулӗпе шӑпи, пуян ӑс-хакӑлӗ, тӑван тавралӑх илемӗ прозӑлла сӑвӑсем хайлама хистерӗҫ. “Кӑт куртӑм каҫпала” ятли, тӗслӗхрен, Николай Ашмаринӑн вун ҫичӗ томлӑ “Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекипе” паллашнӑ хыҫҫӑн хавхаланса ҫырӑнчӗ. Чӑваш чӗлхи мӗн тери пуян! Эпир халӗ усӑ курман сӑмахсем те пайтах. Тӑван чӗлхемӗр пӗр саспаллирен пуҫланакан сӑмахсенчен хайлавсем калӑплама та май парать. Ку тавтограмма мӗнле ҫуралнине хам та сиссе юлаймарӑм. Ҫырнӑ чухне вӑл мӗн ҫинчен пулнине пӗтӗмпех пӗлеттӗм. Халь хам та ӑнланса пӗтерейместӗп. Турӑ пилленӗ пире – пуян чӗлхе панӑ. Тӗрӗссипе, ылтӑн ҫинче пурӑнатпӑр, ҫакна вара хамӑр та ӑнланмастпӑр», – терӗ Алексей Анатольевич.
Прозăлла сăвăсене ултă сыпăка пайланă. Кĕнекере QR-кодсем те пур. Вĕсене телефон камерипе сканерласан автор вулавне итлеме пулать. Чӑваш наци радиовӗ пулӑшнипе тума май килнӗ куна. Радио ҫуртӗнче кунӗн-ҫӗрӗн лӑпкӑ ӗҫлеме май пурришӗн савӑннине пытармарӗ Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн аслӑ редакторӗ тата тишкерӳҫи Элтияр Александров. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки – Чувашские мифы. От озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» – 2025 ҫулта Мускавра тухнӑ. Хальхи чӑвашла пулнишӗн, республикӑмӑрӑн тӗп издательствинче кун ҫути курнишӗн ытларах та савӑннине палӑртрӗ уяв хуҫи. Ольга Федорова редактора чӗререн тав турӗ вӑл. Пӗрлехи тухӑҫлӑ ӗҫ ҫимӗҫӗ чӑннипех те паха. Сергей Орлов ӳнерҫӗ хатӗрленӗ хуплашка та хӳхӗм. Пурӑна киле ҫӗршывӑмӑрӑн тӗп хулинче вырӑсла пичетленнӗ кӗнекене пуянлантса та ҫӗнетсе чӑвашла кӑларас ӗмӗтлӗ Э. Александров.
КАЛАҪУ ЧӐНА КИЛНӖ
Ҫыракан ҫыншӑн хайлав кун ҫути курни питӗ пӗлтерӗшлӗ, паллах. Вулаканӑн ӑшӑ сӑмахӗ вара малалла талпӑнма, ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантарать. Ольга Австрийская прозаик, поэт тата куҫаруҫӑ «Вуникӗ утӑм» кӗнекене вуласа тухнӑ хыҫҫӑн хаклав шӑрҫаланӑ. Ҫамрӑк тӗпчевҫе тата ҫыравҫа ку пӗр тӗлӗнтернӗ, пӗр хумхантарнӑ: кӑларӑма ҫапла ҫывӑха хурса, ӑнланса йышӑнни куҫҫуль те кӑларттарнӑ.
«Элтиярӑн прозӑлла сӑввисемпе социаллӑ тетелте паллашсах пыраттӑм. Вӗсем питӗ килӗшетчӗҫ мана. Чӑвашсем хушшинче ҫакӑн пек хастар та ӑслӑ, пултаруллӑ ҫамрӑксем пурри питӗ савӑнтарать. Кӗнеке куҫ умӗнчех ҫуралчӗ тесен те юрать. Паллах, хальччен ниçта та пичетленмен хайлавсем те кĕнĕ кунта. Абзацсене хăйне майлă вырнаçтарнипе, шрифтсемпе вылянипе текст хумсенчен тăракан анлă тинĕсе аса илтерет. Кунта халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗрки те, мифӗсем те, паянхи пурнӑҫӗ те – пӗтӗмпех пур», – терӗ Ольга Михайловна.
Элтияр Александровӑн хайлавӗсене пӗрремӗш вулаканӗ – унӑн ӗҫтешӗ тата юлташӗ Эллада Данилова. «Урампа пӗрле утса пынӑ чухне каланӑ сӑмахсем каярахпа прозӑлла сӑвӑ йӗрки пулса тӑнине курма, пӗлекен самантсене асӑрхама чӑннипех интереслӗ. Вӗсем никамӑнни пек мар. Пӗррехинче Элтияра: “Мӗн чухлӗ хайлав ҫырӑнчӗ санӑн, хӑҫан та пулсан кӗнеке кӑларатӑн пуль ӗнтӗ”, – тенӗччӗ эп. “Ой-ой, ҫук пуль, сӑввисем ун чухлех ҫырӑнмаҫҫӗ-ха”, – тесе хуравланӑччӗ вӑл. Ку калаҫу виҫӗ-тӑватӑ ҫул каялла пулса иртнӗ. Паян акӑ эпир унӑн “Вуникӗ утӑм” кӑларӑмӗн хӑтлавне хутшӑнатпӑр. Кӗнекисем татах та тухчӑр», – терӗ Э. Данилова. Сӑмах май тенӗ пек калани чӑна килнӗ. Ырӑ пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртме шӑпа хӑех майсем тупса парать тейӗн.
Чӑваш наци радиовӗн продюсерӗ Виктор Дмитриев та Элтияр Александровӑн ӑсталӑхне пысӑка хурса хакларӗ, ентешӗпе (иккӗшӗ те – Тӑвай тӑрӑхӗнчен) мӑнаҫланнине пӗлтерчӗ. «Ҫакӑн пек пултаруллӑ ҫын чӑваш радиовӗпе телекуравӗнче ӗҫленипе мӑнаҫланмалла, ӑна малалла аталанма пулӑшса пымалла пирӗн», – терӗ Виктор Николаевич.
Уяв каҫӗнче Э. Александров прозӑлла сӑввисене вуларӗ, чӑваш тата крешӗн тутар халӑх юррисене шӑрантарчӗ, тӑмра каларӗ. «Алран кайми аки-сухи...» юрра юрлани вара хӑтлава килнисем пӗр шухӑшлӑ пулнине, пуян историллӗ халӑхӑмӑр кун-ҫулне сума сунине палӑртрӗ тейӗн. Каҫӗ, шухӑшланӑ пекех, чунлӑ пулчӗ.
Ольга ИВАНОВА
Автор сăнӳкерчĕкĕсем
Галерея