Виçĕ аслă поэтăн сăввисем – пĕр кĕнекере
22 июля 2026
2024 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Александр Пушкинăн суйласа илнĕ сăввисен пуххи – «Я помню чудное мгновенье… Асрах асамĕ çав самантăн…» – кун çути курнăччĕ. Аслă вырăс поэчĕн хайлавĕсене Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, М.Д. Трубина ячĕллĕ литература премийĕн луреачĕ Василий Кервен чăвашла куçарнăччĕ. Асăннă кăларăма вулакансем хапăлласа йышăннăччĕ, тираж хăвăрт саланса пĕтнĕччĕ. Куçаруçă вара Раççей Писателĕсен союзĕн Пушкин Ылтăн медальне тивĕçнĕччĕ.
Пархатарлă пуçарăва хаклани кирек кама та хавхалантарать. Василий Гаврилович çанă тавăрсах куçару ĕçне кÿлĕнчĕ темелле – кĕске вăхăтрах тепĕр алçыру хатĕрлесе çитерчĕ. Акă нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Три поэта. Виçĕ поэт. А.С. Пушкин, М.Ю. Лермонтов, С.А. Есенин» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Сергей Орлов. Тиражĕ – 520 экземпляр. Аслă классенче вĕренекенсем валли тесе палăртнăскер поэзие юратакан кирек хăш ÿсĕмри вулаканшăн та интереслĕ пулĕ. Александр Сергеевичăн, Михаил Юрьевичăн, Сергей Александровичăн сăввисем чăвашла та оригиналсем пекех илемлĕ янăраççĕ, асра юлаççĕ, чуна тыткăнлаççĕ. Шухăшăмăра тĕслĕхсемпе çирĕплетер:
* * *
Я вас любил: любовь еще, быть может,
В душе моей угасла не совсем;
Но пусть она вас больше не тревожит;
Я не хочу печалить вас ничем.
Я вас любил безмолвно, безнадежно,
То робостью, то ревностью томим;
Я вас любил так искренно, так нежно,
Как дай вам бог любимой быть другим.
* * *
Сире савсаттăм: туйăм чĕрĕлет-тĕр,
Чунра çитмен сÿнсе мĕн хальчченех;
Сире вăл тепĕр хут ан кансĕрлетĕр;
Кулянтарас килмест нимпе тинех.
Сире савсаттăм чĕмсĕр, тĕмсĕлÿллĕн,
Именчĕклĕн, кÿлешнĕн мĕн тери;
Сире савсаттăм çепĕççĕн, хĕрÿллĕн,
Сире çапла юраттăрччĕ тепри.
(А.С. Пушкин «Я вас любил: любовь еще, быть может… Сире савсаттăм: туйăм чĕрĕлет-тĕр…».)
Белеет парус одинокий
В тумане моря голубом!..
Что ищет он в стране далекой?
Что кинул он в краю родном?..
Пĕр парăс шуралать хăраххăн
Кăвак тĕтреллĕ тинĕсре!..
Ютра вăл мĕн шырать вăраххăн?
Хăварнă мĕн тăван енре?
(М.Ю. Лермонтов «Парус. Парăс».)
Вăл е ку сăвă хăш поэтăн пулнине тÿрех ăнкарса илме пулать. Ритмĕ, рифми, илемлĕх мелĕсем… – йăлт шута илнĕ Василий Гаврилович. Ку, паллах, куçаруçăн пысăк ăсталăхĕ çинчен калать.
* * *
Не криви улыбку, руки теребя,
Я люблю другую, только не тебя.
Ты сама ведь знаешь, знаешь хорошо –
Не тебя я вижу, не к тебе пришел.
Проходил я мимо, сердцу все равно –
Просто захотелось заглянуть в окно.
* * *
Куллуна ан палăрт аллуна шăлсах,
Урăхне саватăп, сана мар пачах.
Эс хăвах сисетĕн, аванах сисен –
Эп сана курмастăп, сан патна килмен.
Эп иртсе пыраттăм, чармăп чĕрене –
Тинкерес çеç килчĕ çак чÿречене.
(С.А. Есенин «Не криви улыбку, руки теребя… Куллуна ан палăрт аллуна шăлсах…».)
Мĕншĕн шăпах çак сăвăçсене суйласа илнĕ-ха куçаруçă? «Виçĕ аслă поэт» умсăмахра куна акă мĕнле ăнлантарса парать Василий Гаврилович: «Сăлтавĕ темиçе: пĕри – юбилейĕсем умлăн-хыçлăн пулса иртнинче; тепри – вĕсем чăвашсемпе, литературипе еплерех çыхăннинче…
А.С. Пушкин чăваш çĕрĕнче çула май пулнă, ырă асаилӳ хăварнă. Вăл пирĕн мухтавлă ентешпе – Раççейĕн пĕрремĕш чаплă синологĕпе Н.Я. Бичуринпа (Иакинфпа) – туслашнă. “Евгений Онегин” сăвăлла романа хăйĕн тăван чĕлхипе чи малтан вулакан халăхсен йышĕнче – чăвашсемех. Эппин, Пушкин пирĕншĕн – тăванран та тăван поэт.
М.Ю. Лермонтов вара чăваш литературин классикĕн, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн К.В. Ивановăн (1890–1915) чи юратнă поэчĕ пулнă. Ĕмĕрĕ питĕ кĕске килнĕ пулин те, унăн сăввисене, “Иван ĕмпӳпе çамрăк сыхлавçă тата сатур Калашник хуçа çинчен хунă юрă” поэмине питĕ ăста куçарма ĕлкĕрнĕ…
С.А. Есенин пултарулăхĕ чăваш поэзине пысăк витĕм кӳнĕ. Петĕр Хусанкай чăваш халăх поэчĕ (1907–1970) яш чухне унпа уйрăмах вăйлă хавхаланнă… Вăл хăйĕн сăввинче чăвашсене те ырăпа асăннă…»
Кăсăклă самантсем татах та пур кунта. Кĕнеке вĕçĕнче куçаруçăн биографийĕпе паллашма пулать. Кăларăма вырăс поэчĕсен пурте мĕн пĕчĕкрен пĕлекен чылай сăвви кĕнĕ. Вуланă май аслисем вĕсене тепĕр хут аса илейĕç. Ачасем вара хайлав пуххипе килти вулав вăхăтĕнче те, вĕренÿре те усă курма пултараççĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Галерея