отдел продаж
Книжные новинки
Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Варкăшçăсене туслăх пĕрлештерчĕ

02 октября 2026

Варкăшçăсене туслăх пĕрлештерчĕ

 

Çуллахи каникул хыççăн шкул ачисемпе студентсем пĕлӳ тĕнчин ытамне таврăнчĕç. «Варкăш» литература клубĕ те кану хыççăн ĕçе пуçăнчĕ – авăн уйăхĕн вĕçĕнче варкăшçăсем хăнăхнă йăлапа Чăваш Республикин Наци библиотекине пуçтарăнчĕç. Хальхинче вĕсем «Эсĕ манăн тус пулсан...» коллективлă сборника сӳтсе яврĕç. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче пĕлтĕр кун çути курнă. Кăларăма çирĕм тăватă авторăн вăтам классенче вĕренекенсем валли çырнă хайлавĕсем кĕнĕ. Кашниех тĕрлĕ лару-тăрăва çутатса панă, анчах пурне те туслăх теми пĕрлештерсе тăрать.

Ларăва уçнă май «Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Татьяна Семенова калав пуххи кăсăклă, хуплашки илемлĕ пулнине палăртрĕ. Кăларăма Чăваш кĕнеке издательствин директорĕн – тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова пухса хатĕрленĕ, редакторĕ те хăех. Тĕрлĕ тематикăллă сборниксем пĕрре мар пичетлесе кăларнăскер хальхинче вăтам çулти ачасене тимлĕх уйăрас тенĕ, алçырăва юратса пухнă. «Туслăх мĕнне пĕчĕкренех пĕлетпĕр эпир. Çитĕннĕ май пирĕн ăна упраса хăварма вĕренмелле. Пурнăçра тĕрлĕ йывăрлăх сиксе тухма пултарать. Суя туслăх тĕлне те лекме пулать. Е юлташ тесе шухăшламан çынах пулăшу алли тăсса парать. Кĕнекери хайлавсем урлă вулакансене туслăха хаклама, упрама вĕрентес, суя туслăхран пăрăнма хăнăхтарас терĕмĕр. Тĕрлĕ ӳсĕмри çыравçа кĕртме тăрăшрăм. Паллă чăваш прозаикĕсемпе пĕрлех çамрăк авторсен пултарулăхĕпе те паллашма май пур кунта», – терĕ Ольга Леонидовна. Унăн «Эсĕ манăн тус пулсан…» калавĕн никĕсĕнче – тăван хĕрĕпе тантăшĕн историйĕ, вĕсене сăнанă май çуралнă шухăшсем.

Ольга Австрийская прозаик кĕнекене тухнă-тухман алла тытнă-мĕн. «Кашни хайлав пуçламăшĕнчех çыравçăсен туслăх çинчен каланă йĕркисене илсе пани кăмăла кайрĕ. Николай Ларионовăн “Хăрканпа Мăркан” хайлавĕнчи сăнарсем этем тискерлĕхĕпе, чурăслăхĕпе тĕл пулаççĕ. Кил хуçи юратсах каймасть вĕсене. Кун пек чухне чĕрчунсен хăйсене çеç шанма, хӳтĕленме тивет. Микул Ишимбайăн “Чăн-чăн юлташ” калавĕ: “Туслăх ĕçре палăрать”, – шухăша уçса парать. Ольга Тургайăн хайлавĕ – “Туслă çерçисем” – пĕчĕкçĕ кайăксен те пĕр-пĕрне пулăшас, хута кĕрес йăла пуррине çирĕплетет. Улькка Эльменĕн “Чечек çыххи” калавĕнче чарусăр ачасем те шаннине тӳрре кăларма пултараççĕ текен шухăш тĕпре. Ольга Васильевăн “Эсĕ манăн тус пулсан...”, Нина Царыгинăн “Туссем çавăнпа кирлĕ те” произведенийĕсенче кăмăлĕпе расна хĕрачасен хутшăнăвне сăнланă. Елена Кудрявцева “Пăлаки тата Таçукра” вашават хĕрачапа ăслă кушакăн туслăхне кăтартса пани те килĕшрĕ. Ирина Кошкинăн “Сашка пĕчĕк тус” хайлавĕнчи ватă çынпа арçын ачана вара шăнкăрч вĕлли туслаштарнă», – терĕ Ольга Михайловна.

Елена Кудрявцева вĕрентекен кăларăма юратса йышăннă. Ăна еплерех илемлетни те, тĕп шухăшсене уйрăммăн палăртни те чунне тивĕçтернĕ. «Пăлаки тата Таçук» калавне вăл пурнăçри самантсене тĕпе хурса, килти кушакĕпе хавхаланса çырнă-мĕн.

Василий Кервен сăвăçăн тата куçаруçăн сборника «Мачча каштинчи картсем» калавĕ кĕнĕ. Ăна чăн пулнине тĕпе хурса шăрçаланине пĕлтерчĕ автор. Хайлав пуххи ачасемшĕн усăллă, шкулта диспутсем ирттерме паха пулнине асăнчĕ.

Алексей Зотиков тележурналист та кĕнекепе тĕплĕн паллашнă. «Умсăмахра туслăх тĕрлĕрен пулать тени килĕшрĕ. Ольга Австрийскаян калавĕ кăмăла çĕклерĕ. Шел, çирĕм тăват автортан пиллĕкĕшĕ кăна килнĕ паянхи тĕлпулăва. Çыравçăсен вулакан патне анмаллах, пĕр-пĕрин хушшинчи кĕпере çирĕплетмеллех. Мĕнпур хайлава вуласа тухсан чылай шухăшласа çӳрерĕм. Хальхи вăхăтра ачасене суя çулпа илсе каякан мелсем тупăнсах тăраççĕ. Тен, писательсен паянхи проблемăсене те тăтăшрах çутатмалла? Айккинче пăрса хăвармалла мар вĕсене», – кăмăл-сунăмне палăртрĕ вăл.

Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ юлашки вăхăтра ачасем валли сăвăлла кăна мар, прозăлла та хайлать. Хальхинче вăл «Такмак» ятлă калав сĕннĕ. «Тус пулма чĕнекене хăртмалла мар, хăвăнтан сивĕтмелле мар. Манăн сăнарсем – хĕрачапа арçын ача – такмака пула хирĕçсе каяççĕ. Сăмаха шухăшламасăр персе ямалла мар. Эпĕ кунта интереслĕ фактсем те кĕртрĕм. Эппин, ачасем çĕнĕ пĕлӳ илме те пултараççĕ», – терĕ Светлана Васильевна хăпартланса.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Автор сăнӳкерчĕкĕ


Галерея

1 2 3 4 6 7 8 9