отдел продаж
Книжные новинки
Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Варкăшçăсем «Юрататăп аттене» кĕнекене пахаларĕç

30 октября 2026

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Варкăшçăсем хальхинче «Юрататăп аттене» коллективлă сборника сÿтсе яврĕç. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче 2025 çул вĕçĕнче кун çути курнă. Ăнсăртран хатĕрлесе кăларман ăна – юлашки вăхăтра Раççейре Атте кунне анлăн паллă тума пуçларĕç. Лару-хăтлава «Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ. Мероприятие Ирĕк Килтĕш поэт-ÿнерçĕ çырса кĕвĕленĕ «Варкăш çил…» мухтав сăввинчен пуçларĕç.

Сборника кукаçи-асаттене, аттене, шăллăм-пиччене халалланă калавсемпе сăвăсем кĕнĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ – Ольга Иванова. Вăл алçырупа еплерех ĕçленине каласа пачĕ, произведенисене кĕскен тишкерчĕ. «2019 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче “Саламлăр аннĕре” коллективлă сборник тухнăччĕ. Чăваш литературинче асаннепе кукамая, аннене, аппапа йăмăка халалланă сăвă-калав йышлă. Çав хушăрах асаттепе кукаçи, атте, пиччепе шăллăм çинчен çырнă хайлавсем сайрарах тĕл пулаççĕ. Вĕсене пĕр çĕре пухсан епле аван пулмалла тесе шухăшлаттăмччĕ. Халĕ ку ĕмĕт тинех пурнăçланчĕ. Кăларăм икĕ пайран тăрать, пĕрремĕшне чăваш çыравçисен калавĕсем кĕнĕ; иккĕмĕшне вара – поэтсен сăввисем. Кашни хайлав хăйне евĕрлĕ пулсан та çывăх çынсене хаклама, ырă кăмăллă та сапăр пулма вĕрентни вĕсене пĕрлештерсе тăрать. Ольга Васильевăн “Паттăр Кукаçи” хайлавĕ çывăх çынсемпе мăнаçланма, çемье историне тĕпчеме, Тăван çĕршыва упрама вĕрентет. “Кукаçи” сăмаха пысăк саспаллирен йăнăшпа çырнă теме пултарĕ вулакан малтанах. Каярахпа мĕншĕнне хăех ăнкарса илĕ… Улькка Эльменĕн “Арчи” калавĕнче те ăрусен çыхăнăвне лайăх кăтартса панă. Ашшĕ-амăшĕпе хулара пурăнакан Ванюк çуллахи каникул пуçлансан аслашшĕ (Микул пичче) патне яла килет. Унпа пĕрлех – Арчи ятлă пĕчĕк йытти. Ирина Кошкинăн “Пыл вăррисем” произведенийĕнчи ĕçсем те çуллахи каникул вăхăтĕнче пулса иртеççĕ. Ярославăна ашшĕпе амăшĕ кукамăшĕпе кукашшĕ патне леçеççĕ. Телефон тыткăнне лекнĕ хĕрача ялта унран кăшт сивĕнессе шанаççĕ…» – терĕ Ольга Михайловна.

Раиса Воробьева сăвăç кĕнеке килĕшнине пĕлтерчĕ, пурнăçран уйрăлса кайнă авторсене те тимлĕх уйăрнине ырларĕ. Геннадий Волковăн “Ăслă ача”, Виталий Енĕшĕн “Çăкăр – çĕр тĕрекĕ”, Владимир Степановăн “Асатте парни”, Валентина Тараватăн “Ахрăм” хайлавĕсем ăна тарăн шухăша путма хистенĕ. Раиса Васильевна хăйĕн «Кукаçи» сăввине вуласа пачĕ.

Сборника Лариса Петрова поэтăн сăвви тăрăх ят панă. «Ку кĕнеке – пĕтĕм аттешĕн пысăк парне. Ăна алла тытсан кашниех савăнать пулĕ. Чăнах та, кулленхи пурнăçра эпир аннесене ытларах тимлĕх уйăратпăр пек, аттесем вара айккинерех тăрса юлаççĕ. Тен, вĕсемшĕн кÿренмелле пулса тухать, çирĕп чунлăскерсем шарламаççĕ», – палăртрĕ Лариса Николаевна. Авторăн сăввине итлеме пурте хапăл пулчĕç.

Нина Царыгина прозаик «Пĕррехинче çуллахи кун» калавне çырнин историйĕпе паллаштарчĕ. Пурнăçра чăн пулнине тĕпе хурса хайланă ăна. Кăларăм, пĕтĕмĕшле, ачасемшĕн те, аслăраххисемшĕн те интереслине, усăллине асăнчĕ Нина Анатольевна. «Ахаль чухне аттесене юратни пирки калатпăр-ши? Çук пуль. Тĕрĕссипе вара ăшă сăмахсем калама вăтанмалла мар. Çакăн çинчен шухăша путма хистет пире сборник», – терĕ вăл.

Ирина Кошкина прозаик та унпа килĕшрĕ. «Произведенисем интереслĕ, Татьяна Бурдина калăпланă ÿкерчĕксемпе хуплашка илемлĕ, кĕнеке формачĕ килĕшÿллĕ. Поэзийĕ те, прози те пур. Хам кукаçие курман эпĕ, тен, çавăнпах “Пыл вăррисем” калаври Василий Петрович – Ярославăн кукашшĕ – сăнарĕнче ватă çыннăн идеалне сăнларăм. Çапларах ăслă, ырă кăмăллă куратăп эп чăн-чăн кукаçие», – чунне уçрĕ Ирина Станиславовна, калаври пĕр сыпăка вуласа пачĕ. Мучи хăйне хур кăтартнă арçын ачасене еплерех тăн кĕртнине тимлесех итлерĕç варкăшçăсем.

Ольга Васильева прозаик коллективлă сборник хатĕрлесси пысăк ĕç пулнине палăртса редактора тата авторсене тав турĕ, çавăн пекех хăйĕн «Паттăр Кукаçи» хайлавĕ çинче чарăнса тăчĕ. Тĕп сăнарăн прототипĕ авторăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ иккен. Вăл ятарлă çар операцине хутшăннă, халĕ пульницара сипленет. «Кунти прозведенисем ырра вĕрентеççĕ, тарăн шухăша путараççĕ. Ачасем кĕнекерен чи кирлине туртса кăларасса шанатăп», – пĕтĕмлетрĕ Ольга Леонидовна.

Чăваш Наци библиотекин «Чăваш кӗнеки» центрӗн ӗçченӗ Антонина Андреева çемйипех вулама, хайлавсене пĕрле сӳтсе явма пулать тесе асăнчĕ. Вăл Анатолий Смолинăн «Ман асатте» сăввине янраттарчĕ. Ирĕк Килтĕш ÿнерçĕ те кăларăма ырларĕ, вăл кашни çемьерех пулсан аванччĕ терĕ. Унăн пурнăçĕнче те ашшĕ пысăк вырăн йышăннă. Вăлах ывăлне çутçанталăка юратма вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, тĕрлĕ ÿкерчĕк туса парса савăнтарнă. Ӳкерес пултарулăх, ахăртнех, ашшĕнчен куçнă Килтĕше.

Алексей Зотиков тележурналист Геннадий Волковăн «Ăслă ачине» кăмăлланă-мĕн. Виталий Енĕшĕн «Çăкăр – çĕр тĕрекĕ» ăна Иван Яковлевăн кулач çинчен калакан хайлавне аса илтернĕ. Улькка Эльменĕн «Арчи» калавĕ вара хирĕçÿллĕ туйăмсем çуратнă: йытăсен ячĕсем те мĕншĕн ют чĕлхерен илнисем пулни ыйту çуратнă. Владислав Николаевăн «Йăмрасем» хайлавĕнчи йывăçсем хăйне евĕр ешĕл палăксем пулни килĕшнĕ ăна, анчах вĕçĕнче вĕсене касни чунне ыраттарнă.

Александра Максимовская музыкант кĕнекене кăсăкланса вуласа тухнă, хăш-пĕр сăмаха ăнланаймасан юлташĕнчен – Сильва Казакова куçаруçăран – ыйтнă. Хăтлава «Варкăш» литература клубĕн мухтав юррийĕпех вĕçлерĕç.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Автор сăнÿкерчĕкĕсем


Галерея

1 3 4 5 6 7 8 9