отдел продаж
Книжные новинки
Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Варкăшçăсем урăх улаха пуçтарăнчĕç

27 ноября 2026

Пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕнче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем пирвайхи хут урăх улах ирттерчĕç. Çĕнĕ форматпа йĕркеленĕ уяв каçĕ ун чухне пурне те хавхалану-савăнăç кӳчĕ. Паха пуçарăва ырă йăлана куçарас тĕллевлĕ варкăшçăсем кăçал та улаха пуçтарăнчĕç. Чăваш Республикин Наци библиотеки вĕсене çурма тĕттĕм пӳлĕмпе, çемçе пукансемпе, вучахпа /экран çинче кăна пулсан та/, тутлă мăйăрпа кĕтсе илчĕ. Урамра юр вĕçтерет, кунта вара ăшă, хăтлă…

Сăвă-юрăпа ӳнер каçне улах юрринчен пуçларĕç. Ун хыççăнах литература клубĕн гимнĕ янăрарĕ. Унăн авторĕ – Ирĕк Килтĕш /Валерий Краснов/ ӳнерçĕ – гитара каласа юрларĕ. Залра пухăннисем унпа пĕрле юрра туслăн шăрантарчĕç. Ирхи виççĕрех вăраннă музыкант аякри çула пăхмасăр Елчĕк тăрăхĕнчен вĕçтерсе çитнĕ. Вăл пурне те тутлă панулмипе хăналарĕ. Варкăшçăсем çавăн пекех чăвашла буги-вуги ташлама, чăваш рокне итлеме пултарчĕç. Ирĕк Килтĕш çĕнĕ юрăсемпе те савăнтарчĕ. Тăван халăх аваллăхне, туйăмсен ытамне путма хистерĕç вĕсем.

Тĕлпулăва килнисем пĕртте алă усса лармарĕç. «Чăваш кĕнеки» центрăн ертӳçи Галина Соловьева тата Любовь Матюкова библиотекарь чăваш тĕрри тĕрлерĕç. Галина Кĕмĕл поэт, Татьяна Семенова библиотекарь, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ирина Софронова доцент нуски çыхрĕç пулсан Ольга Тимофеева библиотекарь – кушакĕ валли шарф, Раиса Воробьева сăвăç – мунчала. Лидия Сарине çыравçă çăм арларĕ. Елена Кудрявцева вĕрентекен илемлĕ ӳкерчĕк турĕ, «Хитре ялти чӳрече…» сăввине вуласа пачĕ. Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ кĕске вăхăтрах ӳкерме те, «Вучах» ятлă çичĕ йĕркеллĕ поэма çырма та ĕлкĕрчĕ:

Яшка, шаркку пĕçерекен вучах

Шачăртатса çунать, ун çулăмĕ пуçтах.

Çулăм хĕлхемĕ – уй-хирти

Хĕвел ытамĕнче пиçме пуçланă

Тулли сарă-кĕрен пучах…

Ман чун-чĕрем вĕчĕрхенет кăштах,

Пуçа хумхатакан ĕç-пуç пайтах.

Сăвă вулакансем татах та пулчĕç. Раиса Воробьева, Галина Кĕмĕл, Николай Плотников хăйсем хайланисене янраттарчĕç, Ирина Софронова Николай Исмуков чăваш халăх поэчĕн йĕркисене суйласа килнĕ. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Иванова Петĕр Яккусенĕн «Шурă пĕлĕтсем» кĕнекинчи «Çитрĕ. Хĕл ларчĕ…» сăввине каларĕ, унтан вăйă пуçарса ячĕ – варкăшçăсенчен кашниех хăйне хумхантаракан ыйтăва пачĕ, пĕр-пĕр страницăпа çаврине суйласан хуравне пĕлейрĕ. Яккусенĕн тарăн шухăшлă йĕркисем пурин кăмăлне те çырлахтарчĕç.

Çак мелпех Татьяна Семенова ваттисен сăмахĕсен пуххинчен канаш ыйтма сĕнчĕ. Тĕслĕхрен, шурсухалсем Ольга Ивановăна: «Виçсе касни виçеллĕ», – терĕç. Светлана Асамата: «Ĕçлекен çын вилмен», – тесе систерчĕç.

«Телей» фольклор ансамблĕн ертӳçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Наталия Арсентьева чăваш халăх юрри шăрантарчĕ. Ыттисем те айккинче юлмарĕç. Лидия Сарине чи хастаррисенчен пĕри пулчĕ.

Урăх улах чăннипех те кăмăллă иртрĕ. Урамра çил улани, пӳлĕмре вучах çунни, чăваш сăмахĕпе кĕвви илтĕнни чунсене канлĕх кӳчĕç, ĕлĕкхи йăласене XXI ĕмĕрте те /ан тив, урăхларах/ пурпĕр чĕртсе тĕратма май пуррине ĕнентерчĕç.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Автор сăнӳкерчĕкĕсем


Галерея

2 6 8 11 13 16