«Усрав ывăл» кĕнеке кун çути курчĕ
16 ноября 2026
Чăваш кĕнеке издательствинче «Алран алла» ярăмпа «Усрав ывăл» кăларăм кун çути курчĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ – Галина Антонова, редакторĕ – Надежда Вечеркина. Тиражĕ – 1140 экземпляр.
Коллективлă сборника Владислав Николаевпа Николай Максимовăн повеçĕсем, Римма Прокопьевăн, Валентина Тараватăн, Виталий Шемекеевăн, Василий Кошкин-Кервенĕн, Хветĕр Агиверăн тата Владимир Кузьминăн калавĕсем кĕнĕ. Хайлавсенчи сюжет ĕмĕрхи тема – юратупа туслăх, чунлăхпа çынлăх, кăмăл-сипет – ыйтăвĕсем тавра явăнать. Çак кĕнекене кĕнĕ произведенисенчи геройсен шăпи тĕрлĕрен, анчах пурте вĕсем ыррине шанаççĕ, телейлĕ пулма ăнтăлаççĕ. Повесть-калавра пулса иртекен пулăмсем вулакана пĕр култараççĕ те пĕр йĕртеççĕ – чуна пырса тивеççĕ.
Надежда ВЕЧЕРКИНА