Улькка Эльменĕн пултарулăх каçĕ иртрĕ
17 сентября 2026
«Манăн килтисем телевизор кураççĕ, эпĕ кĕнеке вулатăп. Çутçанталăкĕ, геройсем, тĕрлĕ ĕç-пуç – пĕтĕмпех куç умне тухса пырать. Манăн – хамăн кино. Каçхи саккăрта вулама пуçлатăп та, хайхи çур çĕр иртет, ирхи виçĕ сехет те çитет. Упăшка вăранса каять те: “Эс халь те ларатăн-и?” – тет. “Ларатăп-ха. Кунта питĕ вăйлă хĕвĕшӳ пырать. Тем те пулса иртет. Пăртак лăпланмасăр выртаймастăп”, – тесе хуравлатăп ăна. Тĕлĕнмелле. Вăт çавăн пек çырать вăл – Улькка Эльмен», – çапларах хак пачĕ паллă чăваш прозаикĕн ăсталăхне Ирина Григорьева вулакан. Çыравçăпа паллашма унăн пултарулăх каçне ятарласа Красноармейски тăрăхĕнчен çитнĕ вăл. Пикшик ялĕнчи «Большевик» колхозра экономистра тимленĕскер ĕмĕр тăршшĕпех чăваш литературине юратса вулать, библиотекăри кăларăмсене шĕкĕлчесех тăрать.
Ирина Александровнăн чун саламĕ Ольга Геннадьевнăна епле хăпартлантармĕ? Вулакансен сăмахĕнчен хаклăраххи пур-ши çыравçăшăн? Вĕсене шухăша ярассишĕн, кăмăлне тупассишĕн вăй хурать мар-и.
Хайлавсен никĕсĕнче – пурнăçри пулăмсем
Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Улькка Эльмен утмăл пилĕк çул тултарчĕ. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Ултав» хайлав пуххийĕ пичетленсе тухрĕ. Авăн уйăхĕн варринче вара çак пулăмсене халалласа Чăваш Республикин Наци библиотекинче авторăн пултарулăх каçĕ тата çĕнĕ кăларăм хăтлавĕ иртрĕ. «Чăваш кĕнеки» центра поэтсемпе прозаиксем, ăсчахсемпе журналистсем, преподавательсемпе студентсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Залра «Чун хĕлхемĕ – халăха…» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕччĕ. Уява Ольга Тимофеева вулавăш ĕçченĕ ертсе пычĕ.
«Интернетри юрату» кăларăма Чăваш Республикинчи ача-пăча тата çамрăксен вулавăшĕнче хĕрӳ сӳтсе явнă хыççăн çырма пăрахас тесех шухăшланă-мĕн Улькка Эльмен. Тĕрлĕ иккĕленӳ ярса илнĕ ăна. Сĕтел хушшине вырнаçса çĕнĕ алçырупа ĕçлеме пуçăнма вара хăйĕн сăнарĕсемех хистенĕ. Мĕнле майпа тетĕр-и? Çирĕп чунлă та тӳсĕмлĕ пулма, такăнсан та, ӳксен те ура çине тăма вĕрентекенскерсене автор сутма, хăварма пултарайман. «Çынсем мĕнле те пулин пулăм çинчен каласа парсан е çырса ярсан чылайччен шухăшласа çӳретĕп – еплерех уçса пама пулать ку темăна, кирлех-и кун пекки пирĕн литературăна, мĕн çĕнни калама пултаратăп эпĕ? Тем вăхăтран ĕçе пуçăнатăп. Детектив жанрĕпе халиччен çырса курманччĕ. Пурнăçра чăн пулнисене тĕпе хурса калăпларăм кĕнекене. Çавăн пек çуралчĕç “Ултавпа” “Тавăру” повеçсем. “Ваккат” калав унччен “Çăлатăпах сана, Вероника” ятпа та тухнă, “Ылхансăр куççуль” хальччен ниçта та пичетленмен», – терĕ Ольга Геннадьевна.
Раççей писателĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Сергей Павлов чăваш халăх çыравçи Улькка Эльмен тăрăшуллă та яваплă çын пулнине палăртрĕ. «Вăл нимле ĕçрен те пăрăнмасть, пурнăçа лайăх чухлать, кам валли çырнине пĕлет. Ольга Геннадьевна – телейсĕр хĕрарăмсен хӳтĕлевçи. Хайлавĕсем тӳрех туртса кĕрсе каяççĕ, шухăша яраççĕ. Автор сăнарĕ те пур вĕсенче. Вăл выляса çаптарса тăмасть, пурнăç çине тĕрĕс пăхтарасшăн», – терĕ Сергей Лукиянович.
Ольга Иванова редактор «Ултав» алçырăвне кăсăкланса редакциленине пытармарĕ, произведенисенче психологизмпа сюжет хиврелĕхĕ тĕпре пулнине асăнчĕ. Хайлавсем издательствăри ытти ĕçчене те тыткăнланă. Малалла мĕн пулассине пĕлес килнипе корректорсем çине тăрсах вуланă. Хăш-пĕр сăнарăн суйлавĕпе йышăнăвĕ вĕсене тивĕçтереймен имĕш. Хуплашка та /ӳнерçи – Сергей Орлов/ хĕрӳ тавлашу çуратнине, пĕрне суйласа иличчен темиçе вариант пулнине пĕлтерчĕ Ольга Михайловна.
Хайлавĕсем интереслĕ, чĕлхи сăнарлă
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Вера Никифорова Улькка Эльменĕн пултарулăхĕ кĕнекерен кĕнекене ӳссе пынине палăртрĕ. «Паянхи çамрăксен çивĕч проблемисене те çутатса парать вăл. Валентина Элпин традицийĕсене тăсса пыракан хăйне евĕрлĕ автор. “Ултав” – прозаик детектив формине алла илсе пынине çирĕплетекен тĕслĕх. Кунта ултавăн тĕрлĕ тĕсне кăтартса панă», – терĕ Вера Витальевна.
Анатолий Кибеч чăваш халăх çыравçи Ольга Геннадьевнăна пурнăç тути-масине пĕлекен, кулленхи улшăнусене ăнкарса вĕçĕмсĕр вĕренсе пыракан çын пек хакларĕ. Анатолий Ильич ăна хăйĕн вĕр çĕнĕ кĕнекине – «За все в ответе человек» – парнелерĕ. Икĕ сехет каялла кăна типографирен илсе тухнăскерне алă пуссах тыттарчĕ. Уяв хуçине хăйсен хайлав пуххисене парнелекенсем татах та пулчĕç литература каçĕнче. Раиса Сарпи чăваш халăх сăвăçи «Çăлтăрпи хӳхлевĕпе» килнĕ, Николай Максимов прозаик – «Сон шизофреника. Последний оптимист» кăларăмĕпе, Василий Кервен – сăвăç «Три поэта. Виçĕ поэт. А.С. Пушкин, М.Ю. Лермонтов, С.А. Есенин» сборникпа, Александр Ильин поэт – «За Родину, за Русь святую» сăвă пуххипе. Çапла, Ольга Геннадьевнăн килти вулавăшĕ чылай пуянланчĕ.
«Ултавра» автор инверси мелĕпе анлă усă курнине, калав тытăмĕ çирĕп пулнине асăрханă Николай Николаевич. Мистикăпа детектив жанрĕсен уйрăмлăхĕсем пĕр хайлавра еплерех çыхăнса пыни те тĕлĕнтернĕ ăна. «Пултарулăх шайĕ ӳсни куçкĕрет», – терĕ Н. Максимов. Галина Матвеева çыравçă-журналист кăларăма кăранташпах вуланă-мĕн. Шалти редактор çапла тума хистенĕ ăна. «“Ултав” алран алла çӳрекен кĕнеке пуласси халех паллă. Çăра произведенисем кĕнĕ кунта. Тĕплĕ самантсем пур, чĕлхи сăнарлă. “Ваккат” çăмăлрах вуланать. “Ылхансăр куççульти” тĕп сăнара тарăхса пĕтрĕм», – терĕ Галина Алексеевна.
Раиса Воробьева сăвăç Улькка Эльмен диалогсем тума ăста пулнине палăртрĕ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ольга Скворцова доцент та кăларăма пысăк хак пачĕ. «Самана сывлăшне кăтартма май тупнă. Паянхи пурнăçра хумхантаракан лару-тăрупа ыйтусене хускатнă. Сăнарсем хăйсен чунне ĕçлеттереççĕ. Юр пĕрчисем те геройăн шалти тĕнчинче пулса иртекен тăрăма кăтартса параççĕ», – тишкерчĕ Ольга Владимировна.
Вăрăм çула кĕскетсе Тюмень хулинчен Ольга Геннадьевнăн аппăшĕ Людмила Васильевăпа чăвашсен «Хамăр ял» пĕрлешĕвĕн хастарĕ Михаил Кузнецов килсе çитнĕ. Людмила Геннадьевна çыравçа Тюменьти чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕн Тав хучĕпе чысларĕ, Михаил Фадеевич вара Улькка Эльмене 65 çул тултарнă тата «Ултав» кĕнеке кăларнă ятпа «Чыс та мухтав» Хисеп Паллипе наградăларĕ.
Ольга Геннадьевнăна çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх архивĕн тĕп архивисчĕсем Надежда Ивановăпа Наталия Александрова, Юлия Силэм, Анатолий Хмыт, Светлана Гордеева, Арсений Тарасов, Галина Кĕмĕл, Нина Артемьева, Лидия Сарине çыравçăсем ăшшăн самламларĕç.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнӳкерчĕкĕсем
Галерея