Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Сюжет хиврелĕхĕпе, психологизмпа тыткăнлакан «Ултав»

20 августа 2026

Чăваш литературине юратакансем Улькка Эльмен (Ольга Геннадьевна Куликова) прозаикăн ятне питĕ лайăх пĕлеççĕ, унăн кĕнекисене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ахальтен мар вăл çырнă произведенисем пĕрре мар чи вуланаканнисен йышне кĕнĕ. Çыравçă 1961 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Авшак Эльмен ялĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Нурăсри тата Санарпуçĕнчи вăтам шкулсенче, районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра, «Капкăн» журналта, акционерсен «Вурнарыдорстрой» уçă пĕрлешĕвĕнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра – Раççей писателĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕн çумĕ.

Малтанхи калавĕсемпе повеçĕсем район хаçатĕнче, «Ялав», «Тăван Атăл», «Çилçунат» журналсенче кун çути курнă. Улькка Эльмен 2002 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Унăн уйрăммăн пичетленсе тухнă кĕнекисем: «Ма инçе-ши çăлтăрăм?..» (2001), «Кая юлнă ӳкĕнӳ» (2002), «Çирĕп чунлисем телейлĕ» (2010), виçĕ томлă «Упраймарăм сана…» роман (пĕрремĕш кĕнеке – 2012, иккĕмĕш кĕнеке – 2015, виççĕмĕш кĕнеке – 2018), «Пурнăç сулăнка лексен…» (2022); ачасем валли – «Сарă кĕпе» (2016), «Кушак» (2021), «Интернетри юрату» (2024).

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче прозаикăн черетлĕ кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. «Ултав» ятлăскерне икĕ повеçпе икĕ калав кĕнĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Сергей Орлов. Тиражĕ – 1190 экземпляр. Çĕнĕ хайлавсем сюжет хиврелĕхĕпе, психологизмпа, пурнăç тÿнтерлĕхĕсемпе пăтăрмахĕсене тарăннăн çутатса панипе тÿрех тыткăнлаççĕ. Детектив жанрĕпе калăпланăскерсем вăрттăнлăхсемпе, хăрушлăхпа, иккĕленÿпе тулли. Тĕрĕслĕхе пĕлес тесен вулаканăн сăнарсемпе пĕрле тем те тÿссе ирттерме тивĕ.

Ачисене çемьере ÿстерес тесе хĕрарăм чылай чухне темпе те çырлахать, кăра çилĕллĕ упăшкинчен те уйрăлмасть. «Ултав» повеçри Вера Петровна вĕрентекен те ывăлĕсене ашшĕсĕр хăварасшăн мар. Упăшки хăйне кăнттам тыткалани те, вăл ют хĕрсемпе тĕл пулни çинчен илтни те лару-тăрăва улăштарма хистеймест ăна. «Упăшки юлашки вăхăтра час-час пуçне усса ларнине курма хăнăхнă ĕнтĕ Вера. Кун пек чухне сăмах хушманни аванрах та. Çапла ларсан-ларсан хăех лăпланать, Верăна çурăмĕнчен лăпкаса илет те çывăрма кĕрсе выртать…» Хĕрарăм яланах ырра шанать, япăххи пирки шухăшласшăн мар, çемьене упраса хăварма тăрăшать. Тен, малашне те çаплах пурăнĕччĕ, анчах кĕтмен çĕртен йăтăнса аннă инкек ун тĕнчекурăмне чăл-пар салатать: çывăх юлташне вĕлереççĕ, мăшăрне тĕрмене хупаççĕ, ĕçрен тухса кайма тивет… Кама ĕненмеллине те пĕлме çук.

«Тавăру» повеçри Ульяна çамрăклах упăшкине çухатать, варти пепки çинчен каласа та ĕлкĕреймест мăшăрне. Аслă ывăлĕпе хĕрĕ ашшĕпе тек нихăçан та тĕл пулаймĕç. Тăлăх арăм вара упăшкине тĕлĕкре тăтăшах курать – Борис кашнинчех хăйĕншĕн тавăрма ыйтать. Кама тата мĕншĕн? Вăл вилнĕ кун мĕн пулса иртнĕ-ха? Тен, ку синкерлĕ ĕçĕн тымарĕсем тата тарăнрах?..

«Ваккат», «Ылхансăр куççуль» калавсенче те тĕпре – йывăр шăпаллă хĕр-хĕрарăм савăнăçĕпе пăшăрханăвĕ, ăнтăлăвĕпе ÿкĕнĕвĕ. «Темиçе уйăх каялла кам та пулин Вероникăна тĕрмене çакланан тесе каланă пулсан вăл çакна вырăнсăр шÿт вырăнне йышăнса кулса çеç илĕччĕ. Акă вăл чăваш халăхĕ “пурнăç – пăрăнăç” тени: çирĕмри хĕр пĕчĕк чÿречеллĕ тĕрме пÿлĕмĕнче тĕрлĕ çапкаланчăк хĕрарăм хушшинче ларать…» – вулатпăр «Ваккат» калавра. Прокурорпа следователь Вероника айăплă тесе шухăшлаççĕ. Ваккат вара вĕсен йышăнăвĕпе ниепле те килĕшме пултараймасть. Хăй хÿтĕлекен хĕре тĕрмерен хăтарас тесе çанă тавăрса ĕçе пуçăнать вăл. Тĕрĕслĕхе çиеле кăларас тенипе çеç çыхăннă-ши ку? Тен, савнипе килти ĕç-пуç пирки мансах ăшталанма урăх сăлтавсем те пур ваккатăн?.. Автор сăнлакан хирĕçтăрусем кулленхи пулăмсенченех йăл илеççĕ, пурнăçа тĕрлĕ енлĕн ÿкереççĕ. Улькка Эльменĕн сăнарĕсем вулакансене çавăнпа çывăх та.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ


Галерея

2