Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Студент тапхăрĕ – чи савăнăçлă та интереслĕ вăхăт.

22 января 2026

Чылайăшĕ ăна нумай çул иртсен те йăл кулăпа аса илет, ун чухне йĕркеленнĕ туслă çыхăну вара ĕмĕре тăсăлать. Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре Студентсен кунне паллă тăваççĕ. Уяв çывхарнă май çыравçăсене аса илÿ ытамне путма сĕнтĕмĕр.

СЕРГЕЙ ПАВЛОВ
чăваш халăх писателĕ,
Раççей писателĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи:

– Шкулта вĕреннĕ чухнех журналист пулас кăмăл çуралнăччĕ, çав ĕмĕтпех И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕтĕм, пĕрремĕш курсранах республика хаçачĕсен редакцийĕсене çÿреме пуçларăм. Эп çырнисем пичетленкелетчĕç. Вĕсене вĕрентекенсем те асăрханă пулас, ăна-куна сĕнме пуçларĕç.
Пĕррехинче Геннадий Хлебников тĕл пулчĕ. «Итле-ха, Тракторсен заводне хăпартнă май унта “Литературная Россия” хаçат писательсен постне уçнă, çыракансем кирлĕ. Ку ĕçе Алексей Талвир ертсе пырать, тĕл пулса калаç-ха унпа», – терĕ.
Хавхаланса кайрăм, Геннадий Яковлевич пĕлтернĕ адреспа (литература посчĕн ертÿçине Агрегат заводне хирĕç çуртра хваттер уйăрса панăччĕ) Алексей Филипповича шыраса тупрăм. Паллă писатель мана еплерех кĕтсе илнине халĕ калаймастăп, анчах чылайччен калаçрĕ, ăс пачĕ, стройкăра малтан пуçлăхсемпе канашламаллине ăнлантарчĕ. «Пирĕн “Литературная Россия” хаçатра уйăхсерен пĕр страница калăпăшлĕ очерк пичетлемелле. Халĕ виççĕн пулатпăр, тата тепĕр çыравçă пур», – терĕ.
Хура кĕркуннеччĕ. Чылайччен пылчăк çăрса çÿрерĕм, виçĕ очерк çыртăм, хаçатра пĕри пичетленчĕ (А. Талвир якатса панăччĕ, паллах).
Пĕррехинче стройкăран таврăннă май çывăхри ял урамĕнче çурчĕ умĕнчи сак çинче ларакан ватă çынна асăрхарăм. Хам лачака çăрса ывăннăччĕ ĕнтĕ, юнашар пырса лартăм. Калаçса кайрăмăр иксĕмĕр. «Мĕн пит тунсăхлă вара?» – ыйтрăм хайхискертен. «Мĕн савăнмалли ĕнтĕ, – хаш сывлать старик, – яла пĕтереççĕ...»
Чуна тиврĕ ват çын сăмахĕ, калав çуралчĕ. Мĕнлерех ят панине халĕ аса илейместĕп, хайлава упраса хăварма та ăсăм çитмен. Çав калав валли алăпа çырса кăларакан хаçатра вырăн тупăнчĕ, анчах стена çинче кăшт çакăнса тăрсан вăл çухалчĕ. «Мĕн пулнă тата?» – ыйткалатăп пĕринчен, тепринчен. «Парткомрисем вуланă пулас, вĕсем илтернĕ, – тупăнчĕ ăнлантаракан. – Коммунизм стройки пырать, эс хăйĕншĕн кăна хуйхăрса ларакан кивĕ пурнăç çынни çинчен çырса ларан...»
Кăмăл хуçăлчĕ. Çакăн хыççăн университет пĕтеричченех калавсене çын умне кăлармарăм, А. Талвир патне çÿреме те пăрахрăм. Халĕ шухăшлатăп та ÿкĕнетĕп: ăста журналистран тата паллă писательтен ытларах вĕренсе юлма май пулнă-çке, тиркекенсене итлеме те пĕлмелле çав.
Пĕрре çуллă пăтă çисен вăл кашнинчех пулмасть – хăш чухне тип çăкăр та çиме тивет.
Пĕр ăс аван, икĕ ăс тата лайăхрах, ăс параканăн кăмăлĕ çеç чунĕ таса пултăр.


Deprecated: Optional parameter $ctx declared before required parameter $source is implicitly treated as a required parameter in /home/users/j/j90230622/domains/chuvbook.ru/core/components/ms2gallery/model/ms2gallery/ms2gallery.class.php on line 58

Deprecated: Optional parameter $options declared before required parameter $info is implicitly treated as a required parameter in /home/users/j/j90230622/domains/chuvbook.ru/core/components/ms2gallery/model/ms2gallery/msresourcefile.class.php on line 129

Галерея

IMG_20250604_101851 Сергей Павлов 3 курс